Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

Телеканал "МИР" Шупашкар районӗнче

Телеканал "МИР" Шупашкар районӗнче

Утă уйăхěн 26-мěшěнче Тутаркасси ял тăрăхěнчи Котěркасси ялěнче «Мир» федераллă телеканал чăваш туйě çинчен ятарлă передача («Любовь без границ»(«Вěçěмсěр юрату») ÿкерме килнě. Çак канал Раççейри нумай регионсенче тěрлěрен туй йăли-йěркисене ÿкерет. 
Передачăна хутшăнма Тăрăнти культура çурчě çумěнчи «Тăрăн ен» фольклор ушкăнě (ертÿçи Валерий Васильев) тата Котěркасси фольклор çуртěнчи «Шордан» халăх фольклор (ертÿçи Надежда Михайлова) ушкăнěсем тивěçнě. 
Чи малтанах хаклă xăнасене тěп хуламăрти чукун çул вокзалěнче çăкăр-тăварпа, чăваш сăрипе, юрă-ташăпа кěтсе илчěç, хăйсен сăпайлăхěпе, тараватлăxěпе, çипуç-тумтирěпе тěлěнтерчěç. 
Малалла ÿкерекен ушкăн Котěркасси ялне çул тытрě. Унта вара туйăн пěрремěш кунě пуçланчě. Виçě кун хушши кěрлерě ял. Çак виçě кунта фольклор ушкăнěнчи артистсем те, передачăна хатěрлекенсем те пěр çемьери пек пулса тăчěç, пěр-пěрне ăнланса, пулăшса ěçлерěç. Тепěр чух ирхи шуçăмчченех тăсăлчě хěрÿ ěç.
Программăна чăн-чăн ěлěкхи чăваш туй йăли- йěркине пăхăнса хатěрленě, хěр патěнче улах ларни, йěме вěрентни, хěр мунчи, шилěк вырнаçтарни, шыв çулě yçни тата ытти те кăтартнă. Асăннă ял халăхě те тунсăхласа çитнě пулмалла чăваш туйěшěн, нумайăшě туй xалăxěнчен уйрăлмарěç, пěрле юрларěç, ташларěç.
«Чăваш пěтсен — тěнче пěтет»,- тесе ахальтен каламан ваттисем. Çавăнпа та пирěн те мăнасаттесемпе асаннесен йăли-йěркисене манас марччě, çамрăк ăру валли хăварасчě.



Муниципальное бюджетное учреждение «Централизованная клубная система» Чебоксарского района Чувашской Республики
30 июля 2019
10:52
Поделиться