Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

Поздравление главы Чебоксарского района Алевтины Исаевой и главы администрации Чебоксарского района Николая Хорасёва с Днем медицинского работника

Поздравление главы Чебоксарского района Алевтины Исаевой и главы администрации Чебоксарского района Николая Хорасёва с Днем медицинского работника

Уважаемые работники

учреждений здравоохранения Чебоксарского района!

От всего сердца поздравляем вас с профессиональным праздником –

Днем медицинского работника!

     Представители вашей профессии всегда пользовались особым уважением и почетом за то, что посвятили себя благороднейшему делу - заботе о здоровье человека. Ваша миссия сложна и ответственна, а труд требует полной отдачи сил, опыта, знаний, душевной щедрости. Врач учится всю жизнь, и каждый его рабочий день – это новая непростая задача.

      Выражаем искреннюю и глубокую благодарность за ваш труд, бескорыстие, терпение и доброту. Уверены, что ваши знания, опыт, ответственное отношение к делу и впредь будут способствовать укреплению здоровья населения.

      Желаем вам профессиональных успехов и тех жизненных благ, которые вы ежедневно дарите людям – здоровья, радости и уверенности в завтрашнем дне. Пусть самой большой наградой для вас станут улыбающиеся и благодарные лица ваших пациентов, которым вы подарили радость здоровой жизни!

 Мира и добра вам и вашим семьям!

Временно исполняющий полномочия

Главы Чебоксарского района                                               А.М. Исаева                                                     

Глава администрации

Чебоксарского района                                                          Н.Е.  Хорасёв

Сывлăха сыхлас  ĕçре вăй хуракансем тата çак  отрасль ветеранĕсем!

Сире хăвăрăн професси уявĕпе – Медицина ĕçченĕсен кунĕпе – чун-чĕререн саламлатпӑр.

  Сирĕн ĕçĕр çав тери яваплă. Çĕр çинче чи хакли  – çыннăн сывлăхĕпе пурнăçĕ – сирĕн аллăрта. Инкеке лекнĕ çынна эсир вăхăтра пулăшнинчен пахи нимĕн те çук. Сирĕн ĕçĕр пархатарлă та сăваплă. Çынсен умĕнчи хисепе  Эсир реанимаци палатисенче, дежурствăра, васкавлă пулăшу автомашининче куç хупмасăр ирттернĕ каçсемпе, тертлĕ тата тÿсĕмлĕх ыйтакан операцисемпе, хăвăрăн тимлĕхĕрпе, йывăр самантра чуна ăшăтакан, шанăç çуратакан  калаçусемпе çĕнсе илетĕр. Эсир хисепе тивĕçлĕ.    Тавах сире пархатарлă ĕçĕршĕн.

  Медицина учрежденийĕсем паянхи кун ыйтакан  диагностика тата сиплев оборудованийĕсемпе, «Васкавлă пулăшу» машинисемпе пуянланни чире вăхăтра тупса палăртма, пысăк квалификациллĕ пулăшăва вăхăтра пама май парать. Медицина  пахалăхне ÿстерме паянхи влаç май килнине пĕтĕмпех тăвать. Çулран-çул районти кашни ялтах çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем алăкĕсене уçаççĕ. Çапла вара чир-чĕре вăхăтра тупса палăртасси ансатланать. 2019 çулта кăна районта модульлĕ икĕ вĕр-çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

Сирӗн кӑмӑл  ҫирӗплӗхне, профессионализма тата йывӑр лару-тӑрура тӗрӗс йышӑну тума пултарнине паян коронавирус эпидемийӗ шелсӗррӗн  тӗрӗслет. Ҫак йывӑрлӑхсене парӑнмасӑр, хӑрушӑ чир-чӗртен хӑрамасӑр хӑйсен тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан шурӑ халатлӑ ӗҫченсем умӗнче пуҫа таятпӑр.

  Хăвăрăн ĕçĕре  чун-чĕре хушнă пек малашне те тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласса шансах тăратпăр. Çĕнĕ ÿсĕмсем тума ăнăçу сунатпăр. Хăвăрăн та сывлăхăр çирĕп, ăраскалăр çутă  пултăр.

 

Шупашкар район пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан         А.М. Исаева

Шупашкар район администраци пуçлăхĕ                                       Н.Е.  Хорасёв



19 июня 2020
10:30
Поделиться