Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

Юбилей ячĕпе

Хисеплĕрен те хисеплĕ, хаклăран та хаклă ентешĕмĕрсем! Тĕрлĕ отрасльте вăй хуракан районти мĕнпур ĕçченсем, вăрçăпа ĕç ветеранĕсем! Сире пурне те район йĕркеленнĕренпе 75 çул çитнĕ ятпа чĕререн ăшшăн саламлатăп. Шупашкар районĕнче пурăнакансемшĕн паянхи кун уйрăмах пурнăçра ырă йĕр хăварĕ, малашлăха çутă шанăçпа пăхма хавхалантарĕ. 75 çул – хăйне евĕрлĕ паллă пулăм. Тĕрлĕ тапхăрти умри йывăрлăхсене çĕнтерсе район ăнăçупа çитĕнỹ çулĕ çинче çирĕппĕн утнинче, хаклă ентешĕмĕрсем, сирĕн тỹпе те пысăк. Ырă ĕçсемшĕн тайма пуç сире пурне те. Район сăн-сăпачĕ 75 çул хушшинче палăрмаллах улшăнчĕ: ялсене кĕтнĕ «кăвак çулăм» çитрĕ, çулсерен çĕнĕ çуртсем çĕкленеççĕ, уй-хирте тыр-пул ешерет, çул-йĕрçĕсем çĕнĕ çулсем сараççĕ, кĕперсем хываççĕ, ял ĕçченĕсем выльăх-чĕрлĕх ĕрчетеççĕ тата ытти те. Район администрацийĕ малашне те ял тата поселок ĕçченĕсен пурнăçне лайăхлатас тата çăмăллатас тĕллевпе палăртнă ĕçсене вăхăтра тата пысăк пахалăхпа пурнăçлама пысăк тимлĕх уйăрĕ. Район экономикипе социаллă пурнăçне аталантарас ĕçе Аслă тата Çамрăк ăру хастар хутшăнасса çирĕп шанса тăратăп. Çутă пуласлăх, тулăх пурăнăç хамăртан та нумай килет. Район пуянлăхĕ – Республика пуянлăхĕ, Республика пуянлăхĕ - Çĕршыв пуянлăхĕ. Юбилей ячĕпе кашни ентеше ырлăх-сывлăх, çирĕп вăй-хал, кулленхи ĕçре е вĕренỹре, хавхаланупа çитĕнỹ, ăнăçу, кашни çемьене тăнăç пурăнăç сунатăп. Ĕмĕтленнĕ ĕмĕтĕрсем пурнăçланччăр! Уяв ячĕпе, ентешĕмĕрсем!


30 октября 2002
00:00
Поделиться
;