Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

ЧĂННИПЕХ ТЕ САВĂНĂÇ

Пирĕн районти ялсенче газ кĕртесси юлашки çулсенче палăрмаллах пысăк ỹсĕмсемпе пулса пырать. - Кашни хăй вырăнĕнче, хăй ĕçĕнче тỹрĕ кăмăлпа, хастарлăхпа ĕçленине пула, сирĕн яла та газ çитрĕ,- терĕ район администраци пуçлăхĕ А.П.Князев, иртнĕ эрне кун Самуккассине газ çитнине уявлама пухăннă ял халăхĕ умĕнче. Сарапакасси ял администрацийĕ районта пур яла та газпа тивĕçтернĕ иккĕмĕш ял администрацийĕ пулчĕ. Халĕ кунта сакăр ялĕ те кăвак çулăмпа усă курма пуçларĕç ĕнтĕ. Ял администраци пуçлăхĕ В.П.Димитриев пĕлтернĕ тăрăх. 200 çул хыççăн Сарапакасси ял администраци территорийĕнче вырăнти культура çуртне, Шорккари фельдшерпа акушер пунктне, ветерансен çуртне, Шорккари, Пикшикри, Çатракассинчи, Сарапакассинчи магазинсене (Кỹкеç райпо укçи-тенкипе) газпа тивĕçтернĕ. Кусемсĕр пуçне тата Владимир Павлович ял администраци пуçлăхĕн тилхепине алла илнĕренпе 4 яла кăвак çулăм çитернĕ. Палăртмалла, виçĕ çул хушшинче палăрмаллах лайăх ĕçленĕ. Çак ĕçре Владимир Павлович кăçал январь уйăхĕнче газ çитернĕ Хурăнлăх ялĕнчи ял старостине Шорккари ветерансен çурчĕн заведующине Ольга Никитична Дмитриевана, июль уйăхĕнче кăвак çулăм чĕрĕлнĕ Колешша ял старостине, кунти клуб заведующине Владимир Никонович Николаева ырă ĕçсемшĕн тав сăмахĕсем калать. Газ кĕртнĕ кашни ялтах çапла. Мĕншĕн тесен ку ĕçре татса памалли кăткăс ыйтусем сахал мар. Самуккассинче те çаплах. Кунта газ кĕртессин йывăр лавне тивĕçлĕ канăва тухнă Николай Иванович Иванов туртнă. Хĕл кунĕсем çитиччен вĕсем çак ĕçе вĕçлерĕç теме пулать. Çак тĕлпулура Анатолий Пантелеймонович палăртнă тăрăх, çитес вăхăтрах трассăшăн çĕр проценчĕпех, килсене кĕртнĕшĕн çитмĕл процент укçине халăха тавăрса памалла. Районти ялсене газпа тивĕçтерес ĕçре кунне-çĕрне пĕлмесĕр, вăй-халне шеллемесĕр тăрăшакан З.Ф.Петрована та ăшă сăмахпа асăнмалла. Зинаида Филимоновна тăрăшнипех иртнĕ çул Марка тăрăхĕнче темиçе яла кăвак çулăм çитернĕччĕ. Кăçал та районти депутатсен пухăвĕн депутачĕ З.Петрова Сарапакасси ял администрацине кĕрекен ялсене газпа тивĕçтерес ĕçре сахал мар тăрăшрĕ. Çакăншăн район администраци пуçлăхĕнчен пуçласа ял халăхĕ таранах Зинаида Филимоновнана чĕререн тав турĕç. - Эпĕ те паян сирĕнпе пĕрле чунтан савăнатăп,- терĕ З.Петрова ял халăхĕ умĕнче. - Сирĕн ахаль те ăшă кăмăлсене халĕ пỹртри ăшă та хутшăнĕ. Савăнăçлă тĕлпулăва А.П.Князевпа З.Ф.Петровасăр пуçне "Дружба" унитарлă предприяти директорĕ С.Р.Кириллов, Сарапакасси ял администраци пуçлăхĕ В.П.Димитриев, газ кĕртес енĕпе тимлекен "Чебоксары-лига" тулли мар яваплă общество ертỹçи Г.М.Михайлов хутшăнчĕç, сăмах каларĕç. Çакна та палăртса хăвармаллла. Вырăнти ĕçпе ытларах Самукассинче пурăнакан тивĕçлĕ канăва тухнă ĕç ветеранĕ Николай Иванович Иванов нумай ĕçленĕ. Сăмах май каласан, Николай Ивановича çак тĕлпулура район администраци пуçлăхĕ А.П.Князев районăн Хисеп грамотипе тата парнепе чысларĕ. Районта газ кĕртес ĕç ăнăçлă пырать терĕмĕр. Апла пулин те, кăçал мĕн палăртнине çурри майлă çеç пурнăçланă-ха. Анчах та, специалистсем палăртнă тăрăх, çак ĕçе декабрь пуçламăшĕ тĕлнелле вĕçлеме май пур. Мĕншĕн тесен тĕп ĕçсене пурнăçланă ĕнтĕ. Г.СЕМЕНОВ фото ỹкерчĕкĕсем.


06 ноября 2002
00:00
Поделиться
;