Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

"ТĂВАН ЕН" ПАРНИСЕНЕ ТИВĔÇРĔÇ

Кăçалхи январь уйăхĕнчех "Тăван Енре" район юбилейне халалласа конкурс иртесси çинчен пĕлтернĕччĕ. Халь калама кăмăллă: конкурсра пирĕн вулакансем пысăк хастарлăх кăтартрĕç, сахалтан та штатра тăман 15 корреспондент тăван Шупашкар районĕ пирки нумай-нумай материал тăратрĕç. Вĕсенче пирĕн авторсем тăван район пуçланса кайни, унăн кун-çулĕ, тĕрлĕрен учрежденисемпе организацисем çинчен, уйрăммăн - чаплă çынсем пирки питĕ тĕплĕн, ăнланмалла çырса кăтартрĕç. Паллах, материалсенчен нумайăшĕ хаçатăн номерĕсенче пичетленсе тухрĕç. Халĕ конкурса пĕтĕмлетме вăхăт. Пĕрремĕш вырăна район историне тĕпчесе çырнă 7 материал авторĕ, район музейĕн директорĕ, Кỹкеçре пурăнакан И.Удалова тивĕçрĕ. Иккĕмĕш вырăна ытларах районăн историйĕнче йĕр хăварнă унăн чаплă çыннисем çинчен çыракан, хамăр районта çуралса ỹснĕ, халь Шупашкарта пурăнакан паллă журналист-ветеран А.Михайлов йышăнчĕ. Унăн материалĕсем илемлĕх енĕпе палăрса тăраççĕ, тава тивĕçлĕ çынсене хисеплеме вĕрентеççĕ. Виççĕмĕш вырăна В.Карпов (В.Алиней) тивĕçлĕ пулчĕ. Чанкасси ялĕн 750 çулхи историне номертен номере тишкерсе пиртен нумайăшĕн куçне уçрĕ паллă таврапĕлỹçĕ, çыравçă. Кỹкеçри издательство çурчĕ малти виçĕ вырăна йышăннисене пысăках мар парне пама йышăнчĕ. Çавăнпа вĕсене редакци телефонĕсемпе çыхăнма сĕнетпĕр. Çав вăхăтрах конкурса хастар хутшăннă А.Миронов, Ф.Константинов, В.Станьял, Г.Коннов, В.Николаев, Ю.Борисов, Н.Степанова авторсене те палăртмасăр иртейместĕн. Лайăх та интереслĕ материалсемпе тивĕçтерчĕç вĕсем редакцие. Тăван Шупашкар районне, хаçата, пирĕн вулакансене чăннипех хисепленине кăтартрĕç. Пурне те пысăк тав çакăншăн. Малашне те нумай çырма вăй-хал, ăнăçу, "Тăван Енпе" çыхăнăва çирĕплетсе пыма ырă кăмăл сунатпăр.


06 ноября 2002
00:00
Поделиться
;