Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

Уяв саламĕ

Хисеплĕ милици сотрудникĕсемпе тивĕçлĕ канăва тухнă ветерансем! Сире пурне те професси уявĕ - Милици кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп. Сирĕн çăмăл мар, хăрушлăхпа çыхăннă служба обществăлла лару-тăрăва лайăхлатма, право йĕркине çирĕплетме, уйрăмах хальхи лăпкă мар вăхăтра нихçанхинчен те ытларах кирлĕ. Граждансен пурнăçĕпе сывлăхне, прависемпе ирĕклĕхне, чысĕпе тивĕçне хỹтĕленĕ çĕрте сирĕн тỹпе чăннипех пысăк. Хăвăр тивĕçе саккунлăхпа право йĕркине пăхăнса малашне те тỹрĕ кăмăлпа, вăй-хала шеллемесĕр ĕçлессе, уйрăмах районти йĕркелĕхе çирĕп тытса тăрасса шанатăп. Уяв ячĕпе саламласа сире ĕçĕрте чăтăмлăхпа хавхалану, çирĕп сывлăх, кашни çемьене иксĕлми телей сунатăп.


06 ноября 2002
00:00
Поделиться
;