Хулара-и, ялта-и, ытлă-çитлĕ пурăнма тивĕçлĕ
Пĕлетпĕр ĕнтĕ, ноябрĕн 5-мĕшĕнче Мускавра савăнăçлă лару-тăрура Раççей обществин чи пысăк награди шутланакан “Раççей Наци Олимпĕ” премине темиçе номинаципе панă.
“Çулталăк Президенчĕ” номинаципе авторитетлă жюри “2001 çул Президенчĕ” хисеплĕ ята Чăваш Республикин Президентне Николай Федорова пама йышăннă.
“Çулталăк Президенчĕ” титул - Чăваш Енпе унăн халăхĕн çитĕнĕвĕсене хаклани”,- тенĕ Николай Васильевич журналистсем умĕнче каланă сăмахĕнче.- Çитес çулхи авăн уйăхĕнчен республика культура, тасалăх, йĕркелĕх енĕпе çĕнĕ шая хăпарĕ. Каярахри тĕллев - мĕн пур республикăна тирпей-илем тата хăтлăх кёресси. Çынсем - хулара-и, ялта-и, пур енĕпе те йĕркеллĕ, ытлă-çитлĕ пурăнма тивĕçлĕ. Эпир çакна 2-3 çулта пурнăçа кĕртме тăрăшатпăр,- тенĕ вăл.