Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

ВĔРЕНỸ ХУÇАЛĂХĔ:

ỸСĔМ ХЫÇÇĂН ỸСĔМ Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн “Приволжское” вĕренỹпе сăнав хуçалăхĕ хăйĕн ĕç кăтартăвĕпе Шупашкар районĕпе Чăваш Республикинче кăна мар, çĕршывĕпех палăрма ĕлкĕрнĕ, экономика ăмăртăвĕнче темиçе хут та çĕнтернĕ, ура çинче çирĕп тăракан хуçалăх. Çитес çул хăйĕн 70 çулхи юбилейне кĕтсе илме хатĕрленекен хуçалăх ỹсĕм хыççăн ỹсĕм тăвать. Лайăх кăтартусемпе палăрма çĕнĕ технологисемпе усă курни, ĕçлекенсем тăрăшуллă та пултаруллă пулни пулăшнине каларĕ калаçу пуçламăшĕнче вĕренỹ хуçалăхĕн директорĕ, Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, техника наукисен кандидачĕ Г.И.Егоров. Çапах та мĕнле кăтартусемпе кĕтсе илеççĕ-ха Кăшавăшсем çĕнĕ çула? - Кăçал пирĕн хуçалăх кĕлет виçипе 1125 гектар çинчен 2950 тонна пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем пухса илчĕ. Ку пĕлтĕрхинчен сахалрах пулин те, районта чи пысăккисенчен пĕри. Кашни гектартан вăтамран 26 центнер тухăç илнĕ. 1100 тонна вăрлăха кондицие лартнă, кĕлете хывнă, 400 тоннăна яхăн сутлăх пур. Шупашкарти элеватора 445 тонна, е 950 пин тенкĕлĕх леçнĕ. Кăçалхи çул пĕр кило тырă хакĕ пĕр тенкĕ таранах “ỹкрĕ” пулин те, эпир, унăн пахалăхĕ пысăк пулнăран, кашни килограмне 2 тенкĕ ытларахпа сутма пултартăмăр,- пĕлтерчĕ Георгий Иванович.- Кĕрхи викăна сутса кăçал чылай тупăш илтĕмĕр. Пĕрремĕш хут пин тоннăна яхăн полиэтилен пленкăпа чĕркенĕ сенаж хатĕрлерĕмĕр. Унăн пахалăхĕ лайăх. Анчах çанталăк питĕ типĕ те шăрăх тăнине пула кирлĕ таран выльăх апачĕ хатĕрлеме май килмерĕ. Енчен выльăх валли кăшман, утă, тырă çителĕклĕ пулсан, сенажпа силос пин тоннăна яхăн çитмест, çавăнпа халех эпир Ульяновск облаçĕнчи Чăнлăри сахăр заводĕнчен 500 тонна паха сенаж турттарма тытăнтăмăр. Тата 500 тонна паха апат тупмалла, тỹлесе илмелле, турттарса килмелле. Паллах, ку пирĕншĕн пысăк тăкаклă пулĕ, анчах выльăха упраса хăвармалла, унран продукци илессине чакармалла мар - вара пирĕн ĕç вырăнĕ те, ĕç укçи те пулĕ. Укçа, тухăç пирки каланă май, çакна та асăнса хăвармалла. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан пин тонна тырă сахалрах пуçтарса илтĕмĕр, шултра çĕр улми хуçалăхĕпе те 30-40 тонна кăна пуçтартăмăр, çуллахи вăхăтра аш-какай тата сĕт сутлăх хакĕ хăйĕн хăйхаклăхĕнчен пĕчĕкрех пулчĕ, çак сăлтавсене пула хуçалăх виçĕ миллиона яхăн тупăш илеймерĕ. Çавăнпа та укçа-тенкĕ енчен çулталăка вĕçлеме кăçал питĕ йывăр пулать. Банкран илнĕ кредит-укçана тавăрса памалла, çавах та эпир пысăк сумма кредит илсе тĕрĕс турăмăр тесе калас килет. Çĕнĕрен техника чылай туянтăмăр. Вĕсем, паллах, пĕр çултах хăйĕн хакне кăлараймаççĕ. Бензинпа топливăна вара 4 тенкĕпе кирлĕ таран вăхăтра туянса хурса (кайран вăл 7,5 тенке çитрĕ) эпир миллион тенке яхăн укçа перекетлерĕмĕр, çакна пула ĕнтĕ пирĕн уй-хир ĕçĕсем вăхăтра вĕçленчĕç. Палăртнă пек октябрь уйăхĕ пуçланнă тĕле кĕрхи çĕртме сухине ирттертĕмĕр, уйра пĕр ура та улăм хăварман, ăна пресласа фермăна турттарнă, ĕçлекенсене тата ял çыннисене сутнă, çĕнĕ йышши техника тата технологипе усă курни, механизаторсен йышĕ сахал пулин те, пур ĕçсене те вăхăтра тума май пачĕ. Акă, пĕрремĕш бригада ĕçченĕсем кашни гектартан 29,8 центнер тĕш тырă, выльăх кăшманĕ 528 центнер, утă 36,5 центнер туса илме пултарчĕç, иккĕмĕш бригадăра ку кăтартусем çапларах: тĕш тырă гектартан - 23,3 центнер, выльăх кăшманĕ - 381 центнер, утă - 38,8 центнер. Асăрхарăр ĕнтĕ, çанталăкне кура - пĕчĕкех мар. - Вăрттăнлăх мар, ял çыннин мĕн çуркуннерен хура кĕрчченех сывлăш çавăрма та вăхăт çук. Сирĕн ĕçченсем мĕнле ĕлкĕрсе пыраççĕ? - Пĕрремĕш бригадăри Н.А..Алексеева, В.Г.Ильин, З.П.Яландаева, В.К. Ефимов, В.П.Борисов, А.А.Чангин, М.П.Эткеров, иккĕмĕш бригадăри Л.В. Остерова, Р.П.Александрова, В.Р.Захарова, Н.В.Егорова, Н.И.Филиппов, В.И. Филиппов, М.В.Калишов, С.М.Смирнов рабочисен тăрăшулăхне палăртнă пулăттăм. Кăçалхи çул хăмла çинче ял хуçалăх академийĕн студенчĕсем ĕçлерĕç. Вĕсем 4 гектар хăмла пахчинче 1,5 тонна типĕ хăмла пуçтарса илчĕç. Кăшавăшри тата Мăналти шкул ачисем те пире пысăк пулăшу кỹчĕç. çуллахи вăхăтра уйрăм ачасем ĕçленисĕр пуçне, кайран çĕр улми пуçтарнă çĕрте тăрăшрĕç, кăшман вăрлăхĕ туса илме пулăшрĕç. Р.Ф.Кушниковăпа А.И.Степанова бригадирсем, уйрăмах А.И.Митряков, Н.В.Карамаева, А.Г. Чернов, В.Н.Филиппов, Э.М.Калишов вĕренекенсене ырăпа асăнмалла. - Георгий Иванович, сирĕн хуçалăх ку чухнехи промышленноç комплексне аса илтерет - пур çĕрте те механизаци, автоматизаци, тасалăх, тирпейлĕх... Кашни ĕçчен хăйĕн вырăнĕнче. Механизаторсен, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсен ĕçĕ-хĕлĕпе кĕскен паллаштарсан аванччĕ. - Паянхи кун хуçалăх паркĕнче 40 трактор, 30 автомашина тата ытти нумай ял хуçалăх техники шутланать, ăна вăхăтра, пахалăхлă юсаса тăмалла. Ку енĕпе уйрăмах В.И.Васильева, А.П.Михайлова, Г.Н.Петрова асăнса хăвармалла. Тĕрлĕ йышши груз турттарас енĕпе хуçалăхра ĕçлекен В.П. Лебедев, В.А..Герасимов, О.Н.Христофоров, А.А.Хозилкин, М.А.Яичников, Л.М. Алаев водительсем ыттисемшĕн ырă тĕслĕх. Эпир юлашки çулсенче выльăхсен шутне пĕр шайра тытса пытăмăр. Унăн продуктивлăхĕ ỹссе пычĕ. Сăмах май, кăçал сыснасен шучĕ, 2000 пуçран чылай иртрĕ. Енчен те 2000 çулта - 66 тонна сысна ашĕ хатĕрленĕ пулсан (чĕрĕ виçепе), 2001 çулта - 119 тонна, 2002-мĕш çулхи 9 уйăхра - 167 тонна пулнă. çура илессипе 2002 çулхи виçĕ кварталта 1850 пуç илнĕ пулсан, 2001 çулхи 9 уйăхра 860 пуç пулнă. Апла пулсан, кăçалхи кăтарту 2 хут ытларах пысăк. Ку ĕçре уйрăмах Т.П. Шурминова, С.Н. Субботина, И.И.Магомедова, В. П. Шурминова, В.В.Спиридонов палăраççĕ. Çулталăк вĕçне 200 тонна ытла сысна ашĕ туса илессе шанас килет. Ку вăл комплекса хута янă чух проектпа пăхнинчен пысăкрах кăтарту пулĕ. Кашни кун хуçалăх кассине укçа илсе килекен продукци вăл - сĕт. Паллах, куншăн пĕтĕм хуçалăхĕпех тăрăшатпăр. Ферма ĕçченĕсем те хастар ăстасем. Иртнĕ тăхăр уйăхра пирĕн Кăрмăш ферми районта кашни ĕнерен сĕт сăвассипе малтисен шутĕнче пычĕ, кашни ĕнерен 3523 кг сунă, ку пĕлтĕрхинчен кашни ĕне пуçне 100 кг ытларах. Пĕтĕмĕшле вара 9 уйăхра 1342 тонна, е пĕлтĕрхи çав тапхăрпа танлаштарсан, 158 тонна ытларах сĕт сунă. Кăçал пĕтĕмпе 356 пăру илнĕ, пĕлтĕр çав тапхăрта 260 пуç илнĕ. Сĕт сăвас тата пăру илес енĕпе уйрăмах Е.А.Семенова оператор, Н.И.Романов слесарь, В.В.Яландаева, С.В.Карпова, Н.В.Яргунина, М.М.Михайлова, Л.П.Михайлова, И.В.Лошманова, А.И.Порфирьев, А. А. Ротманов тăрăшуллине палăртмалла. Хуçалăх кассине укçа ытларах килесси хамăр туса илнĕ продукцие вырăнта тирпейленинчен нумай килет. Ку тĕлĕшпе эпир аш-какай, сĕт тирпейлекен цехсене тата апат-çимĕç пĕçерсе сутакан столовăйпа буфета пĕр цеха пĕрлештертĕмĕр. Столовăйĕнче юсав ĕçĕсем 1 миллион тенкĕлĕх турăмăр. Аш-какай цехĕ кăçал пĕлтĕрхинчен 5200 кило ытларах продукци туса 400 пин тенкĕ ытларах тупăш кỹнĕ, сĕт тирпейлекен цех кăçалхи 9 уйăхра 5770 пин тенкĕлĕх пакетланă сĕт сутнă. Столовăйпа буфет юлашки вăхăтра 200-250 пин тенкĕ таран продукци уйăхсерен сутаççĕ. Çак ĕçре И.М.Ильина, Н.И.Хозилкина, Н.С.Лебедева, Г.Л.Яковлева, Л.В.Васильева пултаруллине палăртмалла. Юсав ĕçĕсене тунă çĕрте те, выльăх-чĕрлĕх фермисенче те, асăннă продукцисене тирпейлекен цехсенче те кашни кунах электриксен, строительсен, газпа çыхăннă оборудованине ĕçлеттерекенсен тата ферма оборудованине пăхса-юсаса тăракан службăсен тỹпи пысăк. - Ĕç ăнăçлăхĕ мĕнре-ши? - Çỹлерех каланине шута илсе, эпир, администраци, специалистсем, руководительсем коллективлă договорпа палăртнă условисене пурнăçлама тăрăшрăмăр. Тырă, улăм, утă, кăшман валеçессине çуллахи вăхăтра тỹлевсĕр апат çитерессине тата ыттине те тивĕçтерсе пынă. Паллах, ĕç укçине вăхăтра парасси пирĕншĕн питĕ йывăр, уйрăмах çуллахи ĕççи вăхăтĕнче. Ытти хуçалăхсемпе танлаштарсан, ĕç укçин шайĕ те пĕчĕк мар. Вăл вăтамран 2575 тенкĕпе танлашать. Çапах та паянхи куна ĕç укçине пĕтĕмпех парса татрăмăр. Пирĕн работниксем малалла та тăрăшсах ĕçлессе, “Приволжское” вĕренỹ хуçалăхĕн ячĕ малтисен ретĕнче пуласса шанас килет. Эпир каланăччĕ ĕнтĕ, умлă-хыçлă икĕ çул пирĕн хуçалăх Атăлçи федераци округĕнчи вĕренỹпе сăнав хуçалăхĕсем хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. РФ Ял хуçалăх министерствин грамотине тивĕçлĕ пултăмăр. Шупашкар районĕнчи акатуйра кăçал пĕрремĕш степеньлĕ диплом парса чысларĕç. Хамăр хушăра ĕçлекен специалистсем З.Г. Куприянова “ЧР ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” тата вĕренỹ хуçалăхĕсем хушшинче В.Н.Якимова пăру пăхакан професси енчен чи пултаруллисен ятне илчĕç. Куншăн ман ЧР Президентне Н.В.Федорова, правительствăна, ял хуçалăх министерствине, академи ректоратне, район администрацине- пурне те - коллектив ячĕпе тав сăмахĕ калас килет.


13 ноября 2002
00:00
Поделиться