Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

ПРЕЗИДЕНТРАН ПАРНЕ - КОМПЬЮТЕРСЕН КЛАСÇ

Кỹкеçри 1-мĕш шкула вун пĕр компьютер илсе çитерни пирки эпир маларах пĕлтернĕччĕ. Çнер вара çак шкула тивĕçнĕ Президент парнине çирĕплетме савăнăçлă лару-тăрура ял хуçалăх министрĕ М.В.Игнатьев свидетельство пама килсе çитрĕ. Н.В.Федоров Президент программипе килĕшỹллĕн, паянхи вĕрентỹ ĕçне информацилле технологипе тивĕçтермелле. Кỹкеçри 1-мĕш шкулта компьютер класĕ уçни те асăннă программăпа çыхăннă. Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, экономика тата пурлăха упрас уйрăмăн ертỹçи А.Е.Егорова çак пулăма района республика шайĕнче лайăх енчен кăтартни тесе хакларĕ. Ачасене информатика урокне тăрăшса вĕренме, компьютерпа тĕрĕс-тĕкел, перекетлĕ усă курма сунчĕ. Компьютерсен класне информатика вĕрентекенĕ, опытлă педагог К.И.Иванов йышăннă. Ачасем пĕр компьютерпа иккĕн вĕренĕç. Константин Иванович пĕлтернĕ тăрăх, уроксем хыççăн вĕренме кăмăл тăвакансем йышлăн. Апла пулсан Президентăн парни кирлĕ, вăл чăннипех те усăллă.


20 ноября 2002
00:00
Поделиться
;