Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

ТỸРĔ КĂМĂЛПА НАЛУК ТỸЛЕКЕНСЕМПЕ ĔÇЛЕМЕ ТЕ ЛАЙĂХ

Ноябрĕн 21-мĕшĕ Налук органĕсенче ĕçлекенĕн кунĕ. Çавна тĕпе хурса пирĕн корреспондент Раççей Федерацийĕн Налук служби министерствин Чăваш Енри районсем хушшинчи пиллĕкмĕш инспекци руководителĕпе Анатолий Николаевич Кузнецовпа тĕл пулнă.

- Мĕнле кăтартусемпе кĕтсе илеççĕ-ха професси уявне налук инспекцийĕн ĕçченĕсем? - НСМн Чăваш Енри районсем хушшинчи 5-мĕш инспекци Сĕнтĕрвăрри тата Шупашкар районĕсенчи налук ĕçĕ-хĕлĕшĕн яваплă. "Тăван Ен" вулаканĕсене пуринчен ытла Шупашкар районĕ интереслентернĕ май каламалла, районта кăтартусем япăх мар. Вунă уйăхра налук тỹ;лекенсенчен пур шайри бюджета 146161 пин тенкĕ кĕнĕ, çав шутран федераци бюджетне - 49811 пин тенкĕ, республика бюджетне - 49007 пин тенкĕ, район бюджетне - 47343 пин тенкĕ. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан налук тỹ;лесси 46 процент ỹ;снĕ.

- Çакна мĕнле сăлтавланă пулăттăр?

- Пĕрремĕшĕнчен предприяти вăйпа ĕçлесе пынинчен чылай килет. Енчен те предприятисем продукци туса илес калăпăша ỹ;стерчĕç пулсан, налук хурас хак та хăпарать. Тулли хăватпа ĕçлекен предприятисен укçа-тенкĕ енчен те йывăрлăх çук, вĕсем, паллах, вăхăтра тỹ;леме май тупаççĕ.

Çапах та налук укçине вăхăтра татса пырасси налук тỹ;лекенсен культура шайĕнчен чылай килет. Ку вара тỹ;рремĕнех налук органĕсенче ĕçлекенсем ĕçе мĕнле йĕркелесе пыма пĕлнипе çыхăннă.

Налук тỹ;лекенсен саккунне пăхăнса укçа вăхăтра тỹ;лесси пирки манма кирлĕ мар. Налук инспекцийĕ тĕлĕрмест. Енчен те налук тỹ;лекен хăйĕн тивĕçĕсене пурнăçласси пирки "маннă" пулсан инспекци тĕрлĕ хистев меслечĕпе усă курать. Расчет счечĕсене хупать, счет çинчи укçана тытать, пурлăха арестлет тата ытти те. тỹ;рĕ кăмăлпа налук тỹ;лекенсемпе ĕçлеме, паллах, кăмăллă. Раççейри Налуксемпе сборсен министерствин Чăваш Республикинчи Управленийĕ вĕсене Тав сăмахĕпе хавхалантарассине пуçарса ячĕ. Чухăнран нимĕн те илейместĕн, çавăнпа пирĕн ĕçченсем налук тỹ;лекенсем пуян пулччăр тесе те тăрăшаççĕ. Пурлăх кирек мĕнле пулсан та, тỹ;лемен налуксен шучĕпе йĕркеленмелле мар, çавна шута илсе эпир тỹ;рĕ кăмăллă налук тỹ;лекенсемпе партнерла хутшăнусене аталантарма хамăр умма тĕллев лартатпăр. Налук тỹ;лессинчен пăрăнма тăрăшакансене вара малтанах çирĕп мерăсемпе явап тыттаратпăр.

Каларăм ĕнтĕ, бюджет тупăшĕ налук тỹ;лекенĕн финанспа ĕç-хĕл лару-тăрăвĕнчен нумай килет. Пирĕн район бюджетне илес пулсан, вăл пĕтĕмĕшле ял халăхĕн укçа-тенки тупăшĕнчен тăрать, мĕншĕн тесен район бюджечĕ 40 процента яхăн çынсенчен налук пуçтарнинчен, 30 процента яхăн - суту-илỹ; налукĕнчен пухăнать.

- Çывăх вăхăтра налук çинчен калакан саккунсенче улшăнусем пулĕç-и?

- Налук законодательстви пĕрмаях лайăхланса пырать. Ытларах - налук тỹ;лекенсен майлă. Çакă пĕтĕмĕшле налук йывăрлăхне чакарнинче тата налук системине ансатлатнинче палăрать.

Налук системин ĕçĕ-хĕлне йĕркелесе тăрассине лайăхлатасси чи малтан налук çинчен калакан <Ĕspan>законодательствăна пурнăçа кĕртнĕ чух тăкаксене чакарас тĕлĕшпе пулса пымалла.

2003 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен Раççей Федерацийĕн Налук кодексĕнчи çĕнĕ сыпăксем ĕçе кĕреççĕ: “Налук хурас системăна ансатлатни”, “Уйрăм ĕç-хĕлпе тỹ;лекен йышăннă тупăш çине хуракан пĕрлĕхлĕ налук системи”. Çаксемпĕчĕк бизнесшăн тата уйрăм предпринимательсемшĕн отчет документацийĕн калăпăшне чакараççĕ, налук тиевне пĕчĕклетеççĕ, пĕчĕк бизнеспа ĕçлекен предпринимательсен социаллă гарантийĕсене уйрăммăн илсен, пенсипе тивĕçтерес тĕлĕшпе тата ытти йышăнусене сыхласа хăвараççĕ. Çавăн пекех çитес çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен транспорт налукĕ кĕрет, кĕнĕ май автоçулсемпе усă куракансенчен тата транспорт хатĕрĕсен хуçисенчен налук илесси пĕтет. Чăваш Республикинче хальлĕхе Раççей Федерацийĕн Налук кодексĕн “Ял хуçалăхĕнче туса илекенсем çине налук хурас система” сыпăкĕ вăя кĕмен-ха, çитес çултан вăл ĕçлеме пуçлать тесе шутлатпăр. Организацисемпе хресчен хуç предпринимательсем пĕрлехи ял хуçалăх налукне тỹ;леме тытăнсан налуксемпе сборсене тỹ;лесси пĕтет.

- Пĕлтĕр налук органĕсен ĕçченĕсен Кунĕнче эсир налук инспекцийĕ компьютер техники енчен чухăн пулнине асăннăччĕ. Вĕсемпе тивĕçтересси халĕ мĕнлерех пырать?

- Ку ыйтăва татса панă тееймĕн, мĕншĕн тесен çĕнĕлĕхĕн чикки çук. Çапах та иртнĕ çулхипе танлаштарсан налук инспекцийĕн ĕçне автоматизацилесси палăрмаллах улшăнчĕ. 2001 çул вĕçĕнче пур кивĕ компьютера та çĕнетнĕ тата, кунсăр пуçне, туяннисем те пур. Техника çителĕксĕрлĕхĕ пурпĕрех сисĕнет, мĕншĕн тесен инспекцин ыйтăвĕсем чылай анлăланчĕç. Техника тĕлĕшпе пĕлтĕрхинчен чылай лайăхраххине Раççейри Налуксемпе сборсен министерствин Чăваш Республикинчи Управленийĕн кăтартăвĕсем лайăх уçса параççĕ. Мĕншĕн тесен республикăри районсенчи инспекцисем хушшинче те пирĕн çỹ;ллĕ шайра шутланаççĕ. Каласа хăвармалла, чи кирли, çак тапхăрта инспекци ĕçченĕсене çĕнĕллелле ĕçлеме хăнăхтарма пултартăмăр, мĕншĕн тесен пирĕн пата килекен информаци калăпăшне ниепле те алăпа çырса пĕтерме çук. Ара, юлашки вăхăтра тата предприятисене регистрацилессипе çыхăннă çĕнĕ ĕçсем те хушăнчĕç.

- Хăвăр професси уявĕ пирĕн вулакансене ячĕпе мĕн суннă пулăттăр?

- Мĕнпур налук тỹ;лесе тăракансене укçа-тенкĕрен татăлмасăр пурăнма сĕнетĕп. Вĕсен нихăçан та налук саплаштарассипе ыйту тухса ан тăтăр. Паллах, инспекци ĕçченĕсене ĕçре те, пур çĕрте те ăнăçу, ырă сывлăх, шанчăклă вăй, телей сунатăп.


20 ноября 2002
00:00
Поделиться