Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

ТУТТИ ВЫÇÇИНЕ ĂНЛАНТĂР

Ахаль лариччен кĕрĕк арки йăвалама хушнă. Çакăн пек ăс паратчĕ тăтăшах кукамай. Çỹл тỹпери тăри те: "ĕçле-ĕçле çи, ĕçлемесен ан та çи”,- тесе шăрантарать имĕш. Чăнах та, алă усса лармасть пирĕн халăх. Тăрăшать. ĕçне кура тỹлемесен те, вăхăтра татăлмасан та чăркăшланмасть. Интеллигенци çинчен мар-ха сăмахăм. Ял хуçалăх предприятийĕсенче тимлекенсем пирки калатăп. Хресченĕн кăçалхи тăхăр уйăхри вăтам ĕç укçи 1880 тенкĕпе танлашнă. Пĕлтĕрхи çур çулта вăл 1136 тенкĕ пулнă. Апла, ỹснĕ. Ку аван-ха. Анчах та кунта "Ольдеевская” агрофирма та, кайăк-кĕшĕк фабрикисем те кĕреççĕ. Вĕсенче ĕç укçи сахалах мар. Пахча-çимĕç ỹстерекенсем 4141 тенкĕ илеççĕ пулсан, "Чăваш бройлерĕ” акционерсен уçă обществинче уйăхсерен 3468 тенкĕ лекет. ỹсентăран тата выльăх-чĕрлĕх отраслĕ енĕпе çеç тимлекенсенче шалу пĕчĕкрех. Çав вăхăтрах икĕ пин тенкĕ ытла тỹлекенсем те пур. "Приволжское” вĕренỹ хуçалăхĕнче кăçалхи тăхăр уйăхри ĕç укçи 2658 тенке ларнă. Уйăхри вăтам ĕç укçи тăрăх илсен, республикăн "Гвардеец” патшалăх унитарлă предприятийĕпе Куйбышев ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕ те хăйсен çыннисене кỹрентермеççĕ. Пĕринче 2076 тенкĕ тỹлеççĕ, тепринче - 2033 тенкĕ. "Сад” кооперативра та уйăхсерен икĕ пинрен 22 тенкĕ çеç катăкрах ларать. "Герой” предприяти (халĕ вăл - "ЧувашАгроМаркет” ЯХПК) 1594 тенкĕ, "Дружба” РПУП 1494 тенкĕ, Ленин ячĕллĕ кооператив 1400 тенкĕ, "Букет Чувашии” агрофирмăн Ишлейри филиалĕ 1354 тенкĕ тỹлет. Ытти хуçалăхсенче вара пин тенкĕ таран та çук. "Прогресс” акционерсен хупă обществипе "1-ое Мая” колхозра çĕршыври ĕç укçин чи пĕчĕк виçи чухлĕ те тивĕçмест. Иккассисен 439 тенке, Янăшсен 424 тенке ларать. Ку вăл уйăхри вăтам ĕç укçи. Çакăнта хуçалăх ертỹçисемпе кантурти специалистсен шалăвĕ те кĕрет. Тутти выççине ăнланмасть теççĕ те, пурте мар пек туйăнать. Тĕслĕх вырăнне "Приволжское” вĕренỹ хуçалăхнех илем. Унта кăçалхи январь-октябрь уйăхĕсенчи вăтам ĕç укçи икĕ пин çурăран иртни пирки палăртрăм. Пин тенкĕ те илейменнисем е тата ун çуррине те пулин ĕмĕтленекенсем учхозсене ăмсанаççĕ паллах. Тен, тĕлĕнеççĕ те. Производство тĕреклĕ аталанни пĕрре. Анчах унта тỹлес йĕрке те аван. Предприяти ертỹçин шалăвĕ хуçалăхăн уйăхри вăтам ĕç укçинчен килет. Г.И.Егоров директора çавна пиллĕке хутланă хисеп тивĕçет. Пуçлăха кура - специалистсен. Коэффициентпа. Çапла - уйăхсерен. Апла пулсан, рабочисем ытларах ĕç укçи илни Георгий Ивановичшăн хăйĕншĕнех лайăх. "ĕçлемеççĕ. Пĕр кун тухаççĕ те тепĕр виç кун çухалаççĕ”,- хурлатпăр рабочисене. Таса чунпа тимлеччĕр тесен тивĕçлипе тỹлемелле мар-ши? Е сĕтеле чыша-чыша ятланипех йĕрке тума пулать тесе шутлаççĕ-ши теприсем? /ç укçин виçи пирки каларăм. Халĕ ăна миçе уйăхра пĕрре тата мĕн чухлĕ тỹлени çинчен пĕр-ик сăмах. Çук, тĕрĕсех ăнлантăр. Миçе уйăхра. Раççей Федерацийĕн ĕç кодексĕнче уйăхсерен икĕ хутчен тỹлемелле тесе çырса хунă пулин те çур çула яхăн пĕр пус парайманнисем те пур. Çакна ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç управленийĕн пуçлăхĕ алă пусса çирĕплетнĕ хут тăрăх хаклатăп. Цифрăсем октябрĕн пĕрремĕшĕ тĕлне. Унтанпа лайăхланнă пулсан савăннă çеç пулăттăм. Чи пысăк парăм - "Слава” кооперативра (тăхăр уйăхри вăтам ĕç укçи 540 тенке ларнă). Унта 5,8 уйăх тỹлемен. "Искра” ЯХПКра (556 тенкĕ) "кĕмĕлсĕр” 5,6 уйăх пурăнаççĕ, Кадыков ячĕллĕ кооператив 4,4 уйăх тỹлемест, "Атăл” - 3,6 уйăх, "Прогресс” - 3,2 уйăх, "Пучах” - 2,9 уйăх, "Чурачикский” кооперативпа "1-ое Мая” колхоз - 2,4-шер уйăх. Асăннă хуçалăхсенче пĕринче те ĕç укçи пин тенке çитмест. Иккассисем кăçал пĕлтĕрхинчен те сахалтарах тỹлеççĕ. Çав вăхăтрах Куйбышев ячĕллĕ, "Атлашевский”, "Ольдеевская”, "Чăваш бройлерĕ”, "Чебоксарская”, "Лапсарская”, "Приволжское” предприятисем уйăхсерен татăлаççĕ. "Маншăн пулсан ик айкки те тăвайкки” шухăшпа пурăнаççĕ тесе пурне те пĕр пек айăплас килмест пулин те, хăйсен рабочийĕсем пирки хуçасем ытларах пуç ватма пуçласса шанасах килет. Мĕншĕн тесен ку ыйту юлашки вăхăтра республика Президенчĕ таранах çĕкленчĕ. Район ертỹçисем те çак енĕпе ĕçлеме пуçлани куçкĕрет. Кĕçнерни кун çеç, ак, ял хуçалăх предприятийĕсен ертỹçисен канашлăвĕнче çирĕп калаçу пулчĕ. Унта ĕç укçипе парăмлă предприятисен пуçлăхĕсене итлерĕç. Сахал тỹлекенсен шалăва хăçан пысăклатма палăртни пирки те ăнлантарса пама тиврĕ. Канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ А.Е.Егорова ертсе пычĕ. Асăннă мероприятире район прокурорĕ И.И.Сорокин та тухса каларĕ. Сăмах май, ĕç укçи тĕлĕшпе йĕркеленĕ прокурор çумĕнчи ятарлă комисси нумай пулмасть хăйĕн патĕнче канашланăччĕ ("Тăван Ен” ноябрĕн 16-мĕшĕ). Илья Иванович каланă тăрăх, вăхăтра татăлманнишĕн "çылăха” кĕмен ертỹçĕ çукпа пĕрех. Вăл шутра промышленность предприятийĕсем те пур. Вăхăтра тỹлеменнисен пысăк пайĕ пурпĕрех - ял хуçалăх предприятийĕсем. Çак отрасль хăйне евĕр иккенне ăнланма пулать. Анчах уйăхĕ-уйăхĕпе ĕç укçи илмесĕр пурăнакансене шеллени çеç çителĕксĕр. Район прокурорĕ çумĕнчи ятарлă комисси ĕç укçи шучĕпе тавар мĕн чухлĕ панине те тишкерет. Çак виçе 20 процентран иртни ĕç кодексĕн 131-мĕш статйине хирĕçлени пулать. Укçасăр пурăнма май çуккине ăнланманнисене прокуратура административлă майпа явап тыттарса штраф парать. Пĕрре, иккĕ... Лав вара вырăнтан хускалмасть. Кун пек чухне урăхларах йышăну тума та май пур-мĕн. Илья Иванович пĕлтернĕ тăрăх, йĕркене административлă майпа пăсни çинчен калакан Кодекспа килĕшỹллĕн, ертỹçе квалификацисĕр хăварма пулать. Пĕр çултан пуçласа виççĕ таран. Çакна кам епле йышăнĕ те, анчах кунта тĕрĕслĕх пурах.


22 ноября 2002
00:00
Поделиться
;