Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

АКА ПИРКИ - ПАЯНАХ

Çур аки пирки паянах шухăшламалла. Анчах ку енĕпе пирĕн агрономсем епле ĕçлеççĕ-ха? Ноябрь уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне илсен, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăна 32527 тонна тĕрĕслеттернĕ. Апла, плана пурнăçланă. Анчах пур хуçалăх та мар. "Пучах" колхоз планпа пăхнинчен 146 центнер сахалтарах тĕрĕслеттернĕ, "Чебоксарская" кайăк-кĕшĕк фабрики - 95 центнер, "ЧувашАгроМаркет" ЯХПК - 78 центнер. Çав вăхăтрах "Приволжское" вĕренỹ хуçалăхĕ палăртнинчен 309 центнер ытларах пахалаттарнă. Мĕн кăтартать-ха тĕрĕслев? Уйрăм хуçалăхсенче лару-тăру еплерех? Çакна вăрлăх инспекцийĕн пуçлăхĕ А.Н.Павлова хатĕрленĕ таблица аван кăтартса парать. Цифрăсен пĕрремĕш колонки - çурхи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăна пĕтĕмпе тĕрĕсленĕ, иккĕмĕш - кондицие ларнă вăрлăх виçи, виççĕмĕш - пĕрремĕш класлă, тăваттăмĕш - иккĕмĕш класлă, пиллĕкмĕш - виççĕмĕш класлă, улттăмĕш - кондицие ларман вăрлăх, çиччĕмĕш - тасалăх енĕпе кондицисĕр, саккăрмĕш - ГОСТ нормине шăтаслăх енĕпе тивĕçтермест (цифрăсем йăлтах центнерпа). Ленин ячĕллĕ 2408 2338 1767 491 80 70 - - Свердлов ячĕллĕ 1446 1322 1124 178 - 124 124 - Куйбышев ячĕллĕ 1166 1166 - 280 846 - - - "Пучах" 802 621 171 50 400 181 - 181 "Искра" 1805 1805 - 1158 647 - - - "1-ое Мая" 1202 710 - 653 57 492 492 - "Прогресс" 1990 1490 - 610 880 500 500 - "Туруновский" 2287 2287 - 1985 245 - - - "Букет Чувашии" АФ филиалĕ 1394 1194 - 1000 194 200 200 - "Атăл" 1666 1080 - 480 600 586 586 130 Кадыков ячĕллĕ 1504 1504 270 796 438 - - - "Атлашевский" 2811 2686 - 1260 1376 125 125 - "Слава" 2493 693 - - 693 1800 1800 - "Сад" 723 559 220 309 10 164 - 164 "Чебоксарская" 285 285 - - 285 - - - "Лапсарская" 850 850 292 412 146 - - - "Приволжское" 2414 2399 2199 280 - 15 15 - "Чурачикский" 1136 954 - 535 419 182 182 147 "Дружба" 1209 1182 - 814 368 27 - 27 "Гвардеец" 1348 1318 652 666 - 30 30 - "ЧувашАгроМаркет" ЯХПК 1588 722 - 722 - 866 866 - Районĕпе 32527 27165 6615 12679 7684 5362 4920 649 Тĕрĕсленĕ 32527 центнер вăрлăхран 83,5 проценчĕ кондицие ларнă. Çав шутран 59 проценчĕ - пĕрремĕш тата иккĕмĕш класлă. Куйбышев ячĕллĕ, "Искра", "Туруновский", Кадыков ячĕллĕ, "Чебоксарская", "Лапсарская" предприятисенче мĕн пур вăрлăх ГОСТ ыйтнине тивĕçтерет пулсан, "Слава" кооперативпа "ЧувашАгроМаркет" ЯХПКра çурри те кондицие ларайман. Ишексен кондициллĕ вăрлăх 28 процент, Хыркассисен - 45 процент. "1-ое Мая" колхозăн ун пекки çурринчен 9 процент çеç иртнĕ. "Слава" кооперативпа "Чебоксарская" кайăк-кĕшĕк фабрикинче пĕрремĕш тата иккĕмĕш класли пĕр центнер та çук.


23 ноября 2002
00:00
Поделиться
;