АННЕ УМĔНЧЕ - ПИН-ПИН ЫЙТУ, ПИН-ПИН ĔÇ
Ыран Раççейре пиллĕкмĕш хут Аннесен кунне уявлаççĕ. Ача амăшĕсене пур çĕрте те саламлаççĕ, ырă та çепĕç сăмахсем калаççĕ, чаплă лару-тăрура тĕл пулусем ирттереççĕ. Çакна вĕсем чăннипех тивĕçлĕ.
Хĕрарăм - пурнăç тыткăчи, çемье ăшши тесе ахальтен каламан ĕнтĕ ватăсем. Вăл яланах хăйĕн ырă кăмăлĕпе, сăпайлăхĕпе, çепĕçлĕхĕпе, сипетлĕхĕпе арçынсенчен малта тăнă, тăрать те. Çемьешĕн ытларах тăрăшакан, ăна тытса тăракан çемье тĕрекĕ эсĕ-çке, хĕрарăм.
Ĕçре те, килти хуçалăхра та сахал мар тиенет хĕрарăм хулпуççийĕ çине. Кил-тĕрĕшри ĕçсемсĕр пуçне ачисене те воспитани памалла. "Кунĕпех килте пулаймастăп. Пĕтĕм вăхăта ĕç йышăнать. Канмалли кунсенче çеç ачасемпе пĕрле пулма май килет. Ытти кунсенче вара ĕçе кайнă чухне çывăрса юлаççĕ, килнĕ чухне - çывăрма хатĕрленеççĕ,"- тенĕччĕ пĕр пуçлăх. Апла пулин те хĕрарăм пĕтĕмпех хăй тăвать, ачисене çуса тăхăнтартать, апат пĕçерсе çитерет, шкултан киле парса янă ĕçсене тума пулăшать. Воспитани ĕçĕ ытларах амăшĕн витĕмĕпе пулса пырать. Ача-пăча ыррине курсан, ырă пулать, усала курсан - усал пулать тенĕ ĕлĕкех ваттисем. Çирĕпленмен ача ăсĕнче пĕчĕк япăх та лайăххинчен хăвăртрах тымар яма пултарать. Амăшĕ кунĕ манăн шел пулин те, паянхи хĕрарăм умĕнчи ыйтусем çинчех чарăнса тăрас килет. Ĕлĕк сакăршар - вуникшер ача çуратса ỹстернĕ, çирĕп ăру хатĕрленĕ. Пур çемье те ачисене шкула вĕрентме ярайман пулсан та ăслă-тăнлă çитĕнтерме тăрăшнă, ĕçре пиçĕхтернĕ. Асли кĕçĕннине вĕрентсе пынă. Халĕ вара пачах урăхла ỹкерчĕк. Йышлă çемьесем сайра тĕл пулаççĕ. Пирĕн районта нумай ачаллă 828 çемье, вĕсенче 2741 ача ссет. Çав шутра виçĕ ачаллисем - 649 çемье, тăваттăллисем - 122, пиллĕклисем - 44, улттăллисем - 9, çичĕ ачалли - пĕрре, сакăр ачалли - 3. Алькешре пурăнакан Красавцевсем вунă ывăл çитĕнтернĕ. Якутарин Степановсем вунпĕр ача, Çĕньялти Виноградовсен те вунпĕр, пиллĕкĕшĕ шкула каяççĕ. Район больницинчен пĕлтернĕ тăрăх, ача çураласси çулсерен чакса пырать. 1997 çулта 431 ача çуралнă пулсан, пĕлтĕр 384 ача çеç. Ачаллă пулма ăс кирлĕ мар, ача пăхма ăс кирлĕ тенĕ ваттисем. Ача çуратнипех амăш пулаймăн.
Нумай ачаллă çемьесем хушшинче патшалăх укçине кĕтсе ларакансем те çук мар. Вăл çемьесенче ашшĕ-амăшĕ кунĕн-çĕрĕн ссĕр, сак тулли ларакан ачи-пăчи çĕтĕк тăхăннă, хырăмĕсем выçă. Сăпкара йĕрсе выртакан ача сасси те амăшне "урăлтармасть". Патшалăх ачасене ятран паракан пособи укçине ĕçсе яраççĕ. Çак килпетсĕрлĕхе, харкашу -çапăçăва, ултава, хисепсĕрлĕхе, тĕрĕсмарлăха курса пăсăлаççĕ те ачасем. Çак мар-и-ха вăхăт иртсен çемье проблеминчен общество проблемине куçать. Кайран пăхатăн та - саккуна пăсакансем хушшинче вĕсен ачисем, чирлекенсем хушшинче те ытларах хỹтлĕхсĕр çемьере ỹснисем. Айăплама вара ачасене васкатпăр, ашшĕ-амăшĕн йĕркесĕрлĕхĕ, выçăллă-тутăллă пурнăç илсе çитернĕ-çке вĕсене çакăн патне.
Арçын ĕçет çур пурнăç, хĕрарăм ĕçет пĕтĕм пурнăç арканать. Маларах асăннă тĕслĕхсем те çакна аван палăртаççĕ.
Иртнĕ çул Кỹкеçри ваттисен çуртĕнчи пĕр кинемейĕн сăмахĕсем халĕ те ăшран тухмаççĕ, чуна çỹсçентереççĕ. "Хĕрĕр пур-çке, ун патĕнче мĕншĕн пурăнмастăр-ха?- тесен. -"Хĕрĕмрен тухса килтĕм те ĕнтĕ. Кашни кун ĕçет, ним çукран хĕнесе урама кăларса ярать". Мĕнле-ха апла, çут тĕнче парнеленĕ, кунне-çĕрне пĕлмесĕр ырми тăрăшнă тăван амăшĕпе мĕнле сив чунпа çапла хăтланма пултарать-ха вăл. Хăй ача çуратса курман пулсан юрĕччĕ - хăй те икĕ ача амăшĕ-çке.
Куккук амăшĕсем чăваш хĕрарăмĕсем хушшинче те нумайланса пыни чĕререн тарăхтарать. Пирĕн районта 2001 çулта 33 ачана интерната вырнаçтарнă, пĕлтĕр 40 ачана. Тăван амăшĕ чĕрĕ, сывă пурăннă чухнех çакнашкал çынсен ачисен хăр тăлăха тăрса юлни те юрăхсăр. Темле пулсан та ача чухне кирек камăн та амăшĕн ăшшине туйса ỹсес килет-çке. Эпир чăваш хĕрарăмĕ вăтанчăкрах, мĕскĕнрех, сăпайлăрах теме хăнăхнă. Анчах пурнăçра пулакан хăш-пĕр ỹкерчĕксем урăххи çинчен калаççĕ.
Чăн-чăн Анне - ачишĕн хĕвел пек ăшă. Унăн ăшшинче ỹснĕ çын хăйĕн ачисене те çавăн пекех пăхма тăрăшать. Пурнăç темле йывăр пулсан та хĕрарăм ятне ярас марччĕ, хисеплĕ аннесемпе аппасем, йăмăксем. Хĕрарăм çемье ăшши, кил вучахне тытса тăраканĕ пулнине манас марччĕ. Уяв ячĕпе сире, хаклă аннесем!