Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

ХАÇАТ ВăХăТРА ÇИТĔ

Хаçат-журнал салатас тĕлĕшпе унччен Çĕньял почта уйрăмĕ яваплă пулнă 8 яла паян Шупашкарти 14-мĕш почта уйрăмĕн почтальонĕсем валеçеççĕ. (Эпĕ ăнланнă тăрăх, вĕсем унччен те çак ялсенех çỹренĕ, анчах - Çĕньялти уйрăмран). Хаçата çырăннисем ăна вăхăтра илсе тăраççĕ-и, вĕсен мĕн вулас килет, çитес тапхăра çырăнтару еплерех пырать?.. Пире, хаçатра ĕçлекенсене, ку ыйтусем хумхантармасăр пултараймаççĕ. Вĕсемпе интересленсе ытлари кун Ашмарин урамĕнчи 61-мĕш çурта, 14-мĕш почта уйрăмне, çитрĕм. Ырă кăмăлпа кĕтсе илнĕ почта уйрăмĕн пуçлăхĕ С.И.Рыбакова Çĕньял тăрăхĕнче почта валеçекен Люда Иванова тата Юлия Казанкина почтальонкăсемпе паллаштарчĕ. Вĕсемпе пĕр енне çỹрекен Надя Шихматова килсе çитеймен иккен-ха. Ноябрĕн 20-мĕшĕ тĕлне “Тăван Ене” 33 çынна çырăнтарнă кунта. Анчах ку тĕлĕшпе ыйтусем те пур-мĕн. Районтан вăхăтра илсе çитерейменнипе вулакансем хаçата пĕр е икĕ кун кая юлса илеççĕ... Çавна май шăмат кун тухнă телепрограмма та тепĕр чухне вĕсен аллине эрне пуçламăшĕнче çеç лекет-мĕн. “Тен, сирĕн шăмат кун мар, хаçата эрне кун кăлармалла,- теççĕ хĕрсем. - Вара вăл шăмат кун пирĕн вулакансем патне çитĕ... Унсăрăн, кунашкал ĕç-пуç çур çул майлă тăсăлать ĕнтĕ, анчах никам та, çав шутра пуçлăхсем те шарламаççĕ...” Чăн та, хĕрсем асăрхаттарнă пулăм вулакансемшĕн çеç мар, пирĕншĕн, хаçатне кăларакансемшĕн те сисчĕвлĕ япала. Тĕп редакторта 3 уйăх çеç ĕçленĕ май эпĕ те кăна халь, çырăнтару тапхăрĕнче кăна пĕлтĕм. Ан тив, ĕçĕ пирте хамăрта мар, хаçата экспедици тăвакансенче пултăр, çапах та вулакансемпе уççăн, ним пытармасăр калаçакансем, шăпах эпир, редакци ĕçченĕсем. Пирĕн хушăмăрта икĕ кунлăх чăрмав пулмалла мар. Шансах тăратăп, ăна сирмешкĕн пирĕн хăват çитетех. Çывăх вăхăтрах пирĕн вулакансем хаçата тухнă кунах илсе тăма пуçлĕç. Сăмах май, Лапсар тăрăхне хаçат-журналпа тивĕçтерсе тăракан Шупашкарти 16-мĕш çыхăну уйрăмĕнчен те шăпах çак сăлтава пула “Тăван Ене” япăх çырăннине пĕлтерчĕç. Паллă, Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисем урлă тивĕçтерекен ытти ялсенче те лару-тăру çаплах ĕнтĕ. Апла ку ыйту тахçанах “пиçсе” çитнĕ, кая юлнă пулсан та ăна татса памаллах. Тата ытти ыйтусем тавра калаçрăмăр эпир 14-мĕш çыхăну уйрăмĕнче. Анчах та пуринчен ытла хумхантараканни хаçат хăйĕн вулаканĕ патне вăхăтра çитменни пулчĕ...


28 ноября 2002
00:00
Поделиться