СУСĂР ÇЫНСЕМ МĔНЛЕ ÇĂМĂЛЛĂХСЕМПЕ УСĂ КУРАÇÇĔ?
Декабрĕн 3-мĕшĕнче пĕтĕм тĕнчери Инвалидсен кунĕ. Республикăра 91 пин инвалид шутланать, пирĕн районта 2859 сусăр çын. Вĕсене патшалăх еплерех çăмăллăхсем парать-ха, унпа пурте усă курма пултараççĕ-и? Çакă тата ытти ыйтусене социаллă пулăшу центрĕн ертỹçи Л..В.Ананьева хуравлать.
- Статистика кăтартăвĕ тăрăх, пирĕн районта 1 ушкăнри инвалид- 335, I ушкăнрисемI - 1193, III- 1062. Кỹкеçри ачасен инвалид çуртĕнче республикăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен килнĕ 212 ача вырăн тупнă. Пирĕн районта ача-инвалидсене ашшĕ-амăшĕ хăйсемех пăхма тăрăшать. Вĕренме пултаракансем шкула çỹреççĕ. Йывăррисене вĕрентекенсем киле пырса вĕрентни те тĕл пулать.
- Ача-инвалидсене пулăшу парас тĕлĕшпе сирĕн центр мĕнле ĕçлет?
Кăçал 24 ача-инвалида “Утес” санаторире канма путевка патăмăр. Ноябрĕн 26-мĕшĕнче хулара ЧР социаллă политика министерстви йĕркеленĕ ача-инвалидсен спорт фестивалĕ иртрĕ. Унта районтан 15 ача пулса курчĕç. Пĕтĕмĕшле ку енĕпе Инвалидсен обществи пысăк ĕçсем туса ирттерет, вăл ачасемпе çеç мар - аслисене те пулăшу кỹрет. Çавăн пекех ашшĕпе амăшĕ иккĕшĕ те инвалид пулнă чухне вĕсен ачисене каникул вăхăтĕнче кану лагерĕсене кайма путевкăсем паратпăр.
Инвалидсен кунĕ тĕлне республика бюджетĕнчен 14200 тенкĕ уйăрнă. Çав укçа ачасемсĕр пуçне те тивет.
Шăпа кỹрентернĕ çынсене чăнах та çăмăл мар. Инвалидсене, инвалид-ачасене пăхса ỹстерекен çемьесене патшалăх енчен мĕнлерех çăмăллăхсем параççĕ-ха? Унпа пурте усă курма пултараççĕ-и?
- ЧР Министрсен кабинечĕн 1997 çулхи майăн 8-мĕшĕнчи “Раççей Федерацийĕнчи инвалидсене социаллă хỹтлĕх парасси çинчен” федераци саккунне пурнăçа кĕртмелли мерăсем çинчен” йышăнура ыйтусене тĕплĕн çутатнă. Унта инвалидсене, инвалид-ачаллă çемьесене вут-шанкă тата çĕр кăмрăкĕ туянма, обществăлла транспортпа усă курма çăмăллăхсем палăртнă.
Акă çурт-йĕршĕн тỹлессинех илер. I,II,III ушкăнсенчи инвалидсене - çемье членĕсене шута илмесĕр, инвалид-ачаллă çемьесене - пĕтĕм çемьешĕн 50 процентлă çăмăллăх параççĕ. Тỹлеве пурăнмалли лаптăкăн социаллă нормине тĕпе хурса палăртаççĕ. Нормăран иртекен лаптăкшăн çăмăллăх памаççĕ.
- Унăн виçи мĕнле-ши?
- Хулара çав норма çын пуçне пĕтĕмĕшле лаптăкăн 18 тăваткал метрĕпе тата çемье е пĕр çын пуçне 9 тăваткал метр хушма лаптăкпа танлашать. Ялсенче çав норма 20 тата 9 тăваткал метр. Пĕр пỹлĕмлĕ хваттерсенче пĕччен пурăнакансем валли пĕтĕмĕшле лаптăк 33 тăваткал метр пулмалла.
- Транспорт пирки калас пулсан...
- I,II,III ушкăнсенчи инвалидсем, инвалид-ачаллă çемьесем хула çывăхĕнчи тата хулари пур транспортпа та, таксисĕр пуçне, тỹлевсĕр çỹреме пултараççĕ. Кунашкал правăпа çавăн пекех инвалид-ачан ашшĕ-амăшĕ, опекунсем, попечительсем, инвалид ачана пăхакан социаллă работниксем, I ушкăнри инвалида тата инвалид ачана ăсатакансем те усă кураççĕ.
Сывлăш, чукун çул, юхан шыв тата автомобиль транспорчĕсен хуласем хушшинчи линийĕсемпе çỹреме инвалидсем, инвалид-ачасем, I ушкăнри инвалида тата инвалид-ачана ăсатакансем октябрĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа майĕн 15-мĕшĕччен билетăн çур хакне çеç тỹлеççĕ. Çав транспортпах майăн 16-мĕшĕнчен тытăнса сентябрĕн 30-мĕшĕччен асăннă категорири çынсем çулталăкра пĕрре (унта тата каялла) билетсене 50 процентпа туянаççĕ. Кунсăр пуçне I тата II ушкăнри инвалида тата инвалид-ачана ăсатакансем хуласем хушшинчи транспортпа сипленмелли вырăна çулталăкра пĕрре тỹлевсĕр кайса килме пултараççĕ.
- Асăннă çăмăллăхсемпе усă курма мĕнлерех документсем хатĕрлемелле?
- Патшалăх сусăр çынсене паракан çăмăллăхсемпе туллин усă курас тесен инвалидсен документсене тĕрĕс те вăхăтра хатĕрлемелле. Çăмăллăхсене илме чи малтан инвалидлăх çинчен калакан справка пулмалла. ăна медицинăпа социаллă экспертизăн (МСЭ) патшалăх служби е врачпа ĕç эксперт комиссийĕ (ВТЭК) параççĕ. Паспорт кирлĕ. Инвалид- ачаллă çемьесен - хваттер паспорчĕ, инвалид-ача çуралнине ĕнентерекен хут, 16 çула çитмен ачана социаллă хỹтлĕх пайĕнчен инвалид пулнине ĕнентерекен справка пулмалла.
Çак хутсемпе район центрĕнче пурăнакансен хваттер тỹлевĕшĕн тата коммуналлă пулăшусемшĕн паракан çăмăллăхсене илме Пĕрлĕхлĕ заказчик дирекцине е пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятине пымалла. Ялсенче пурăнакансен электроэнергишĕн çăмăллăхсемпе усă курма Чувашэнергона каймалла. Енчен те электроэнерги, газ, шыв тата ыттисемшĕн тỹлемелли абонент кĕнекине инвалид ячĕпе çырман пулсан ял администрацийĕнчен сусăр çынпа пĕрле пурăнни çинчен справка тăратмалла.
Обществăлла транспортпа çỹренĕ чухне инвалидăн пенси кĕнеки тата вкладыш пулмалла. Инвалид-ачасем, вĕсен ашшĕ-амăшĕ, опекунсем, попечительсем, социаллă работниксем социаллă хỹтлĕх пайĕнчен илнĕ справкăпа тỹлевсĕр çỹреççĕ.
Хуласем хушшинче сывлăш, чукун çул, шыв тата автомобиль транспорчĕпе çỹренĕ чух çур хак тỹлемешкĕн пенси удостоверенийĕ е справка çине ятарлă штамп лартмалла, унсăрăн 50 процентлă çăмăллăх илме çук. çулталăкра пĕрре синленмелли вырăна тỹлевсĕр кайса килме ку документсемсĕр пуçне санаторипе курорт путевки, е сиплев учрежденийĕн направленийĕ, республика тулашне кайма - ЧР Сывлăх сыхлав министерстви панă направлени пулмалла.
- Çỹлерех асăннă çăмăллăхсем пирĕн районта мĕнле пурнăçланса пыраççĕ-ши?
- Федераци саккунне пурнăçласа коммуналлă пулăшушăн 3839 инвалида 662,2 пин тенкĕ тỹленĕ. Эмел илме 2302 çынна 1571,1 пин тенкĕлĕх пулăшу кỹнĕ, шăл протезĕ валли 111,2 пин тенкĕлĕх 50 çынна пулăшнă. Чернобылецсене сывлăх сиенĕшĕн федераци казначействи урлă 9 уйăхра 264,9 пин тенкĕ укçа куçарнă. Кăçал вăрçă инваличĕсене - 28, инвалидсене - 43, чернобылецсене 25 санатори путевки уйăрнă. Тỹлевсĕр çул çỹремешкĕн 234 сусăр çынна вкладыш панă.
- Калаçушĕн тав. Сирĕн ĕçĕр малашне те пулăшу кĕтекенсене пархатар кỹтĕр.