Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

ÇУЛТАЛĂК ÇЕÇ ЮЛЧỸ

Темиçе çул ĕнтĕ çĕршывра тĕп документа - кивĕ паспорта çĕннипе улăштарас тапхăр пырать. Çак ĕç 2003 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕнче вĕçленмелле. Пирĕн районта вăл мĕнле пыни пирки шалти ĕçсен пайĕн паспортпа виза службин пуçлăхĕ В.В.Степанов каласа парать. - Вячеслав Витальевич, "Тăван Ен" вулакансене аса илтерер-ха. Пирĕн районта миçе çыннăн паспортне улăштармалла тата паянхи кун тĕлне миçе улăштарнă? - Пурĕ 52859 çынна çĕнĕ документпа тивĕçтермелле. Хальлĕхе вара 33781 çын çĕнĕ паспортлă. 2002 çулта 17634 çынна çĕнĕ документпа тивĕçтермелле пулнă пулсан, 14142 çын ăна алла илнĕ ĕнтĕ. - Çулталăк вĕçленесси уйăх кăна юлчĕ, çак вăхăтра виçĕ пин ытла çыннăн документне улăштарма ĕлкĕреетĕр-и вара? - Юлашки вăхăтра темшĕн сахалтарах килме пуçларĕç. Çыннисем вăхăтра килсен пирĕнте ĕç тăмасть, эпир ĕлкĕретпĕр. - Паспорт улăштарма документсемпе килнĕ çын миçе кунтан ăна алла илме пултарать? - Виçĕ кунтан пуçласа 10 кун таранччен. Кирек епле пулсан та çак вăхăтран ирттерместпĕр, 10 кун - чи пысăк вăхăт. - Паспорт улăштарма пыракансен мĕнле документсемпе пымаллине тепĕр хут аса илтерер мар-и? - Чи малтан кивĕ паспорт кирлĕ, виçĕ фотоỹкерчĕк, паспортшăн 50 тенкĕ тỹленĕ квитанци тата вырăнти ял администрацийĕнчен илнĕ "форма №1" текен справка-заявлени. Пĕрремĕш хут паспорт илекенсен вара ун вырăнне çурални çинчен ĕнентерекен документ пулмалла. Сăмах май, паспортшăн тỹлес сумма часах ỹсме пултарать. Çавăнпа та тепĕр хут каласшăн, паян тумалли ĕçе ырана ан хăварăр. - Халĕ çак документа 14 çултан параççĕ, çавăнпа та сăн ỹкерчĕкĕсене улăштарасси еплерех пулса пырĕ? - Çирĕм тата хĕрĕх пилĕк çул çитсен улăштараççĕ, анчах та фотоне çеç мар, паспортне хăйне те. Çавăнпа та манăн çавăн пек асăрхаттару пур. Кăçал 44 çула çитнĕ граждансен документа улăштарма тăхтаса тăмалла, мĕншĕн тесен вĕсем кăçал улăштарсан та, çитес çул, 45 çул тултарсан, вĕсен паспорта тепĕр хут улăштарма тивет. - Шалти ĕçсен пайĕн сводки тăрăх, эрнесерен паспортпа виза йĕркине пăснă тĕслĕхсем пур. Мĕнпе çыхăннă вĕсем? - Кăçал çак йĕркене пăснă çынсем тĕлĕшпе эпир 710 протокол çырнă. Пĕрисем фотоне вăхăтра çыпăçтармаççĕ, теприсем ĕçта пурăннине вăхăтра регистрацилемеççĕ. çухатнă е вараласа хуратса юрăхсăра кăларнă тĕслĕхсем те пур. Çырăннă хыççăн упăшки хушаматне илнĕ мăшăрĕ хăйĕн паспорчĕ çине ăна 10 кунччен улăштарса çырман документ та усă курма юрăхсăр шутланать. - Вячеслав Витальевич, халĕ урăх çĕршывсене тухса çỹрекенсем те сахал мар, унта каймалли паспортсене сирĕн патăрта хатĕрлеме пулать-и? - Паллах, пĕр уйăх хушшинче йĕркелесе çитеретпĕр. - Хăйсен ачисенчен тарса çỹрекенсем те пур пулĕ-ха? - Вуннăн вĕсем халь пирĕн. Шыратпăр. - Тупăнсан мĕнле явап тытĕç? - Вырăнти шыравра пулсан чи пĕчĕк ĕç укçин икĕ сумми чухлĕ, Раççейри шыравра пулсан çав укçан виçĕ сумми чухлĕ штраф укçи тỹлесе шырав тăкакне саплаштарма тивет вĕсен. - Калаçушăн тавтапуç.


02 декабря 2002
00:00
Поделиться