ПАТТĂРЛĂХ МАНĂÇМАСТЬ
Игорь Чепунова
вилнĕ хыççăн Паттăрлăх орденĕпе наградăланă.
Мана пограничник мар, шофер е тракторист кирлĕ", темиçе хутчен те каланă амăшĕ. Çук, итлемен Игорь. Çар çынни пулас ĕмĕчĕ, çĕршыва сыхлас тĕллевĕ пысăках пулнă-тăр. Чечняран юлашки хут килсен, март пуçламăшĕнче, сывпуллашнă чухне те çак сăмахсенех каланă. Тĕрĕссипе, ывăлĕ вăрçă хирне тухса кайнине те пĕлмен ашшĕ-амăшĕ. Нумай та вăхăт иртмен - апрелĕн 14-мĕшĕнче - Чепуновсен ячĕпе телеграмма та çитнĕ: "Сирĕн ывăлăр - Игорь Романович Чепунов аслă лейтенант - çар тивĕçне пурнăçланă чухне паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ". Тен, йăнăшнă. Чĕре çакна йышăнасшăн пулман. Епле йышăнăп-ха, ỹт-пĕве шăнтса яракан хыпар: "Игорь, кĕçĕн ывăл вилнĕ". Игорь тепĕр уйăхран тăван ялне ĕмĕрлĕхех таврăннă, цинк тупăкпа...
Иртнĕ эрне кун Кăшавăшри вăтам шкулта Игоре асăнса халалланă тата Паттăрлăх орденне тивĕçнĕ ятпа пуху пулчĕ. Мероприяти шкул ачисем салтак амăшĕсене халалланă концертпа уçăлчĕ. Концерт хыççăн çар комиссарĕ А.Кочуров полковник сăмах илчĕ. "Паянхи лăпкă мар пурнăçра çар çынни пулма ĕмĕтленни - паттăрлăх,- пуçларĕ Александр Алексеевич. - Унта сирпĕтеççĕ, унта вăрçă кĕрлет, çулăма камăн хăй ирĕкĕпе пуçне кайса чикес килтĕр". Игорь вара хăйĕн ĕмĕтĕнчен пăрăнман. Шкул хыççăн, 1995 çулта Мускаври чикĕ хуралĕн çарĕсен командирĕсене хатĕрлекен училищĕне вĕренме заявлени парать, кĕреймест. 1996 çул салтака каять, погранçара лекет. Çирĕп кăмăллă, хăйĕн шухăшĕнчен çапах парăнасшăн пулмасть çамрăк. Салтак тивĕçне пурнăçласа килсен тепĕр хутчен кайса çавăнтах куçăмсăр майпа вĕренме кĕрет. Чечняна каять. Игорь десантниксен куçса çỹрекен штурмансен ушкăнĕн ертỹçин çумĕ пулнă, Чечняпа Грузи чиккине хỹтĕленĕ. Вĕсем эрни-эрнипех Кавказ тăвĕсем çинчен таврăнман, унта пытанакан боевиксене хирĕç кĕрешнĕ. Юлашки çул çỹрев ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăман. Вĕсем тăххăрăн пулнă, Игорь - ушкăнра асли. Çав ылханлă кун ушкăн ту хăвăлĕ тĕлне çитсе чарăннă, шала кĕриччен малтан сирпĕтмелле. Анчах Игоре хăвăла кĕме пỹрмен...
Йошкар-Олари пограничниксен чаç командирĕ С.В.Черваков полковник Игорĕн ашшĕ-амăшне - Роман Андреевичпа Мария Егоровнăна - çакăн пек паттăр ывăл пăхса ỹстернĕшĕн тав турĕ, ăна çăлса хăварайманнишĕн вĕсенчен каçару ыйтрĕ. РФ Пограничниксен ячĕпе Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.Путин октябрĕн 4-мĕшĕнче алă пуснă Указĕпе килĕшỹллĕн ашшĕ-амăшне Паттăрлăх орденне пачĕ.
Районти социаллă хỹтлĕх пайĕн пуçлăхĕ А.А.Константинов хăй те Сопакасси ялĕнчен пулнă май Игорĕн ачалăхĕпе çамрăклăхĕ çинчен ăшă сăмахсемпе аса илчĕ, район администрацийĕ ячĕпе парне пачĕ, ачасен шкул организацине Чепунов ятне парасси пирки асăнчĕ.
Игорĕн класс ертỹçи пулнă, халĕ шкул директорĕнче ĕçлекен В.М.Моисеев аса илĕвĕ те чуна пăлхатрĕ.
Чепуновсем Сопакасси ялне Йĕпреç районĕнчен куçса килнĕ. Игорь, килĕнче кĕçĕнни, Кăшавăш шкулне 8-мĕш класа пынă. Вениамин Моисеевичăн хăйĕн класс ачисене уйăхсерен характеристика çырса памалли ятарлă журнал пулнă.
Пухура Игорь пирки асăннă сăмахсене, журналта çырăннă йĕркесем унăн сăпайлăхĕпе ыркăмăллăхне аван çирĕплетеççĕ: "... Ыттисенчен хăйне йĕркелллĕ тытма пĕлнипе уйрăлса тăратчĕ. Çĕнĕ йыша хăвăрт хăнăхрĕ. Уйрăмах палăрса тăракан енсем: çынна кỹренме пĕлменни, ĕçе тĕплĕн туни, чĕрĕ, савăнăçлă, сăмаха шутламасăр каламасть, тỹрĕ кăмăллă, лăпкă". Игорь класс ертỹçин пулăшуçи пулнă.
Вĕсен класĕнче виçĕ каччă çеç пулнă - Саша, Олег, Игорь. Яланах пĕрле çỹренĕ, туслă пулни каламасăрах паллă. Халĕ те класа кĕрсен куç умне çак виçĕ тус тухса тăрать. Игорь мĕн те пулин пĕлтерессĕн, калассăн туйăнать",- хурлăх куççулĕ витĕр пĕлтерет Вениамин Моисеевич. - ỹссен санран чăн-чăн командир пулать тесен чеен кулса илетчĕ, ачари ĕмĕтех пулнă çак.
Историпе вĕрентекен Е.Ф.Селиварова та асăннă сăмахсем çумне хушса пĕтĕмлетрĕ: "Тавра курăмĕ анлă пулнипе политика ыйтăвĕсем çине тивĕçлĕ хурав паратчĕ. Пирĕн шкулта çавăн пек каччă вĕреннĕшĕн мухтанатпăр, ашшĕ-амăшĕ умĕнче пуç таятпăр". Шкулта кашни çулах выпускниксен тĕл пулăвне йĕркелеççĕ. Игорь шкул пĕтернĕренпе пĕрне те сиктермен. Кирек ăçта пулсан та пĕрле вĕреннĕ юлташĕсемпе, юратнă вĕрентекенĕсемпе тĕл пулма васканă. Кашнинех ăшă сăмах каланă, тунсăхланине, курса калаçас килнине пытарман. Шкул ачисене лайăх вĕренме, ашшĕ-амăшне итлеме, вĕрентекенсене хисеплеме чĕннĕ. Çар тумĕ тăхăннă патвар та кĕрнеклĕ каччăн сăмахне итленĕ май, тен, хăшĕсем ун пек пулма, ун çулĕпе кайма та ĕмĕтленнĕ пуль.
Вениамин Моисеевич Игорьпе çыхăннă кун-çулне йĕрленĕ май унпа тĕл пулнă юлашки саманта аса илчĕ: "ăна тăвайкки çинче куртăм. Мăн сумкăпа, хыпаланса пырать. Сăнĕ пăлхавлă, пусăрăнчăклă. Çавăн чухне çакă юлашки тĕл пулу пулнине пĕлсенччĕ..."
Игоре халалласа 9-мĕш класра вĕренекен А.Григорьев "Черный ворон" сăвă вуласа пачĕ. 8-мĕш класри Б.Павлов та вăрçă хирĕнчи хĕрỹ тытăçăва сăнланă, варрине Игорь сăнарне вырнаçтарнă икĕ плакат хатĕрленĕ. Пĕрне - шкул музейне, теприне Йошкар-Олари пограничниксен чаç командирне С.В.Черваков полковника тыттарчĕ. Игорĕн ашшĕ - Роман Андреевич асар-писер вăхăтра пурăнни, çынна мораль, шухăш-кăмăл, пур енчен те хĕсни пăшал тытма хистени мĕн патне илсе çитернине асăнчĕ.
Мероприяти Игоре асăнса пĕр минут тăнипе вĕçленчĕ. Хăй вăхăтĕнче Игорь та вĕсем пекех çак сукмакпа шкула çỹренĕ, вĕренỹ хыççăн ашшĕ-амăшне пулăшма васканă. Унтанпа вăхăт чылай иртрĕ. Текех вăл "атте", "анне" тесе киле пырса кĕмĕ, аппăшĕсене ыталаймĕ, вĕрентекенсене тав сăмахĕ калаймĕ, шкул ачисен умне тухса калаçаймĕ... Апла пулин те, унăн çутă сăнарĕ кашнийĕн асĕнче упранĕ. Паттăрлăх нихçан та манăçмасть.