Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

ÇĔНĔ ТЕХНОЛОГИПЕ

6 декабря 2002 года “Ольдеевская” агрофирмăра Чăваш Республикин энергетика, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ В.Ковалев, Агропромбанк ертỹçи И.Письменская, Раççей Федерацийĕн Налук службин министерствин Шупашкар районĕнчи инспекцийĕн ертỹçи А.Кузнецов, Шупашкар район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ А.Егорова, районти ял хуçалăх управленийĕн начальникĕн çумĕ В.Мустаев, Çĕнĕ Шупашкарти санэпидемнадзор центрĕн ертỹçи Р.Ямалдиков пулса кунти виççĕмĕш уйрăмра вырнаçтарнă Голландире туса кăларнă çут çанталăк газĕпе хутмалли хуранпа тĕрлĕрен автоматика мĕнле ĕçленипе интересленнĕ. Вĕсем кун пек техника Раççейре те питĕ сахаллине палăртнă, килес çулхи валли хăяр калчисем ỹстернипе паллашнă. Уйрăмри котельнăй хута кайни агрофирмăшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулни каламасăрах паллă: чылай укçа-тенкĕ перекетлеме, ăшăпа туллин усă курма май парать. * Тĕл пулу вăхăтĕнче; хăяр калчисем. Г.СЕМЕНОВ фото ỹкерчĕкĕсем.


07 декабря 2002
00:00
Поделиться
;