ÇĔНĔ ТЕХНОЛОГИПЕ
АНАТОЛИЙ АКСАКОВ:
Ытлари кун Шупашкар районĕнче РФ Патшалăх Думин депутачĕ А.Г.Аксаков пулни çинчен “Тăван Ен” пĕлтернĕччĕ. Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисенчен, Шупашкар, Сĕнтĕрвăрри, Куславкка районĕсенчен суйланса Патшалăх Думин депутачĕ пулса тăнăскер, вăл чăннипех хăйĕн суйлавçисем çинчен хыпса çуннине ĕçĕ-хĕлĕпе кăтартса парать.
Анатолий Аксаков Тутаркассинче йăтăнса тăракан “Культура керменĕн” ыйтăвне татса парассине, çавăнпа пĕрлех ку ялта Ачасен творчество çурчĕ тăвас тĕлĕшпе укçа-тенкĕ уйăрасси пирки шутланине иртнĕ номерте пĕлтертĕмĕр. Паллах, вăл хăйĕнчен мĕн килнине пĕтĕмпех тăвĕ. Анчах та паллă, тивĕçлĕ документсем хатĕрлес тĕлĕшпе вырăнта та кирлĕ чухлĕ вăй хумалла. Çакăн çинчен Анатолий Геннадьевич райадминистрацийĕнчи тĕл пулура тепĕр хут аса илтерчĕ: “Хальхи пурнăç çавнашкал - кам харсăртарах çавна нумайрах лекет”.
Анчах ку сăмах май пултăр. Депутат акă тата мĕн пирки каларĕ: - Çырансене çирĕплетес ĕç тума 6 миллион тенкĕ укçа уйăрнă, апла Юртукассинче ку ĕç малалла пырĕ. Регионсене Аталану фондĕнчен пысăк сумма яла газификацилеме каять. Республика бюджетĕнче ку тĕлĕшпе 700 миллион палăртнă, Мускавран тата эпир 100 миллион тенкĕ “туртса кăларма” май тупрăмăр. Апла, 2003 çул Шупашкар районĕшĕн чăннипех газификаци çулĕ пулмалла. Ан тив, пирĕн хресчен те хăйĕн çуртне йỹнĕ топливăпа ăшăтма пултартăр. 3 кун каялла ЧР строительство министрĕпе В.Филатовпа, РФ çул-йĕр службин директорĕпе курнăçнă. Чăваш Ен валли ку службăн бюджетĕнчен тата 250 миллион тенкĕ ытларах илесси çинчен татăлтăмăр. Ку укçана виçĕ района: Шупашкар, Сĕнтĕрвăрри, Куславкка районĕсене уйăрăпăр. Унта уйрăммăн 41 миллион тенкĕ ялсем хушшинчи çул тума тесе палăртнă. Ку укçа та çав суммăнах кайĕ. Вĕсене вăхăтра илес тесен, паллах, сирĕн енчен те çанă тавăрса ĕçлеме тивет,- терĕ А.Г.Аксаков депутат администраци ĕçченĕсене.- Ялти интеллигенцие шантарма пултаратăп, вĕсем малашне унччен пулнă çăмăллăхсемпе туллин усă курĕç. Енчен те 1928 çулта вĕсене СССР Совнаркомĕн йышăнăвĕпе палăртнă пулсан халь, акă, нумай пулмасть вĕсене “Федерацин çурт-йĕр политикин никĕсĕсем” саккунпах çирĕплетрĕмĕр. Çăмăллăхсем учительсем, врачсем, ыттисем валли - пурте упранса юлаççĕ, вĕсене федераци бюджетĕнчен тивĕçтерсе тăрĕç. Ку тĕлĕшпе çĕршывĕпе 1,7 миллиард тенкĕ уйăрнă, Чăваш Ене - 100 миллион тенкĕ майлă. Укçа-тенкĕ ытларах çурт-йĕр программине пурнăçлама каймалла.
Тепĕр саккун вăл - сăра продуктне телевиденипе сăпайлăрах рекламăласси çинчен. Чи малтан ку рекламăра çынсемпе выльăх-чĕрлĕх сăнарĕпе усă курма юраманни, унсăр пуçне 17 сехетрен 23 сехетчен сăрана реклама тума вуçех чарасси. ăна икĕ вулавпа йышăннă, анчах сăра кăларакансем хирĕç тăнине питĕ лайăх туйма пуçларăмăр. Апла, ку тĕлĕшпе кĕрешỹ пулĕ.
Пирĕн парти тата Думăри “халăх депутачĕ” ушкăн çине тăнипе виçĕ вулавпа тепĕр саккун проектне йышăнма май пулчĕ. Анчах ăна çỹлти палата - Федераци Канашĕ - çирĕплетмерĕ. Халь е 301 сасă пухса унăн йышăнăвне пăрахăçламалла, е хамăрăн позицине палăртса сенаторсемпе канашлама тивет. Сăмах электроэнерги, газ тата ытти тарифсене бюджетра палăртнинчен ытлашши ỹстермелле марри çинчен пырать. Мĕншĕн тесен çакă тавар хакĕсене сасартăк ỹстерсе ярать... Эпир 301 сасă пухасси иккĕленỹллĕ, çавăнпа та, енчен те сенаторсем ку проекта килĕштермесен пирĕн фракци электроэнергетикăна çĕнетсе улăштарасси çинчен калакан саккуна хирĕç сасăлĕ. Урăхла каласан, Правительствăн ирĕксĕрех пирĕн сăмаха та шута илме тивĕ. Ку тĕлĕшпе ĕçлетпĕр.
Çакăн хыççăн РФ Патшалăх Думин депутачĕ, Халăх партин Чăваш Енри, Атăлçи федераци округĕнчи председателĕ, Думăри “халăх депутачĕ” ушкăн ертỹçин çумĕ, Экономика политики енĕпе ĕçлекен комитет пуçлăхĕн çумĕ, А.Г.Аксаков пухăннисен ыйтăвĕсене хуравларĕ. Çав шутра “Халăх партийĕ” çинчен те.