Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

11:15 Интервью врача-эпидемиолога Чебоксарского района

Декабрĕн 1-мĕшĕ – Пĕтĕм тĕнчери СПИД чирĕпе кĕрешмелли кун пулнă, ку куна 1988 ççлтан пуçласа, пĕрремĕш çын ку чирпе вилнĕ хыççăн ирттерме пуçланă. СПИД чирне пуçаракан ВИЧ-вирусĕ çынна тĕрлĕ майпа ерет: ар çыхăнăвĕ урлă тата наркотиксемпе усă курнă чухне пĕр шприцпа темиçе çын усă курни е шприцсене япăх сиенсĕрлетнĕ пирки. Тата тепĕр чухне вируслă хĕрарăм ача çуратнă вăхăтра е кăкăр сĕчĕпе тин çеç çуралнă ачана чирлеттерет. ВИЧ-вирусĕн йышĕ уйрăмах юнпа арçын е хĕрарăм ар шĕвекĕнче, кăкăр сĕтĕнче нумай. ВИЧ-вирусĕ çын юнĕнче сарăлса чир-чĕртен сыхланакан ятарлă вăй кăларакан клеткăсене сиенсĕрлетет. Майĕпен иммунитет е урăхла ятарлă вăй клеткисем вилнĕ хыççăн вирус ỹт-пỹре сарăлать. Çын вирус ернине малтанхи вăхăтра туймасан та пултарать. Анчах… тепĕр уйăхранах ар çыхăнăвĕпе пĕрле пулакансемшĕн е наркотиксене пĕр шприцпа йышăннă чцх е çуралакан хăйĕн ачишĕн паллах хăрушă. Пĕрле пурăнакансен е ĕçлекенсен хушшинче ытти мелпе, сăмахран, чашăк-тирĕк е апат-çимĕç е шыв, теттесем урлă сарăлмасть. ВИЧ-вирусĕ ỹт-пỹре пуррине вăхăтра тупса палăртма юна тĕрĕслеттермелле. Ку тĕрĕслеве вируспа тĕл пулнă хыççăн пĕр виçĕ-ултă уйăхран ирттерсен анализ пĕлтерĕшĕ шанчăклăрах. Малтанхи пĕрремĕш виçĕ уйăхра вирус йышĕ сахалтарах пирки анализра палăрмасан та пултарать. Юн тĕрĕслевĕ палăртнă тăрăх, ВИЧ-вирусне тупса палăртнăранпа 21 çул çеç иртнĕ пулсан та, çĕр çинче ку вируспа сиенленнĕ çынсен йышĕ сехетсерен ỹсет. Атăл тăрăхĕнчи Федераллă округра çеç кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 56505 çыннăнне ВИЧ-вирусне палăртнă, вĕсенчен 340 çын Чăваш республикинчен. Пĕр Самара облаçĕнче çеç 17458 çынăнне, Оренбург облаçĕнче 9370 çынăнне, Тутар республикинче – 5221 çынăнне, Ульяновск облаçĕнче 5048 çынăнне тата ытти Атăл тăрăхĕнчи Федераллă облаçĕнче нумай çынăнне вирус тупса палăртнă. Вĕсенчен ытларахăшĕ çамрăк çынсем пулнине шута илсен, ку вирус тĕнчипех пысăк инкек патне илсе пырать. Вирус йышĕ ỹт-пỹре йышланса майĕпен сывлăха хавшатать. Температура пысăк шайра нумай вăхăт тăсăлни, сăлтавсăр варвитти е тарлани пулать, хăвăрт начарланнине СПИД чирĕ пуçланăвĕ теме пулать. СПИД чирĕнчен сыхланас тĕллевпе ар çыхăнăвĕсене сиенсĕрлетес тĕлĕшпе презервативпа усă курни хальхи вăхăтра чи пысăк вырăн йышăнать. Мĕншĕн тесен, вирус уйрăмах юнпа арçын е хĕрарăм ар шĕвекĕсенче нумай. Презервативпа усă курни партнера ВИЧ-вирусĕнчен тата ытти юрату чирĕсенчен (сифилис, гонорея тата ыттисем) е плансăр хырăм юлассинчен сыхласа хăварать. ВИЧ-вирусĕ ерме пултарнине вăхăтра тĕрĕслеттермелле. Ку тĕллевпе район больницин поликлиникинче ерекен чирпе кĕрешекен е венери чирĕнчен эмеллекен е урологи кабинечĕсенче ятсăр анализсем пама пулать. Унсăр пуçне Шупашкарта Ленин проспекчĕнчи 32 «а» çуртра СПИД чирĕпе кĕрешекен центрта анализсене яланах йышăнаççĕ. Унта 20-20-86 телефонпа шăнкăравлама пулать. СПИД-чирĕ – XXI-мĕш ĕмĕр инкекĕ. Паянхи кун чиртен сыхланасси – ар çыхăнăвĕсене сиенсĕрлетесси тата наркомани «тĕтĕмĕнчен» çамрăк ăрăва сыхласа хăварас тĕллев государствăллă ĕç. Шупашкар районĕнчи патшалăхăн санитарипе эпидемиологи центрĕнчи ерекен чирсемпе кĕрешекен аслă категориллĕ врачĕ Петрова Елена Ивановна


09 декабря 2002
00:00
Поделиться