Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

ДЕПУТАТСЕМ - ВУН ПĔР ЫЙТУПА

10 декабря 2002 года Виçĕм кун районта виççĕмĕш созыври Депутатсен пухăвĕн черетлĕ вун улттăмĕш ларăвĕ иртрĕ. Кун йĕркине 11 ыйту кĕртнĕ. Кашниех пĕлтерĕшлĕ пулин те, 2003 çул валли бюджет йышăннине чи пысăк ĕçсенчен пĕри тесе хакламалла. Килес çулхи финанс докуменчĕ пирки сăмах пуçариччен вара депутатсем кăçалхи тăхăр уйăхра бюджет епле пурнăçланнине тишкерчĕç. Райадминистраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - экономика пайĕпе пурлăх управленийĕн пуçлăхĕ А.Е.Егорова районăн социаллă пурнăçĕн тата экономика аталанăвĕн килес çулхи прогнозĕн тĕп кăтартăвĕпе паллаштарчĕ. Депутатсем çавăн пекех район территорийĕнчи çуртсен функци пĕлтерĕшне улăштарас йĕркене пăхса тухрĕç, культурăна аталантарасси çинчен йышăннă 5 çуллăх программа епле пурнăçланнине тата ыттине тишкерчĕç. Ларун ĕçĕ пирки каярах тĕплĕнрех çырса пĕлтерĕпĕр.


10 декабря 2002
00:00
Поделиться
;