Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

ТĂВАТТĂМĔШ КОНСТИТУЦИ

10 декабря 2002 года Декабрĕн 12-мĕшĕ - Раççей Федерацийĕн Конституци кунĕ. Демократи тата ирĕклĕх çинче никĕсленнĕ Раççейĕн çĕнĕ Конституцийĕ - çĕршывăн Тĕп саккунĕ çурални кăçал тăхăр çул. Пирĕн историре паянхи Конституцисĕр пуçне татах та пулнă. Вĕсен уйрăмлăхĕпе тытăмĕ пирки Чăваш патшалăх педагогика университечĕн пĕтĕмĕшле тата регионсен истори кафедрин заведующийĕ, истори наукисен кандидачĕ Г.И.Тафаев каласа парать. - Иккĕмĕш Конституцинче пĕрремĕшĕнчи шухăшсемех пулнă тесе калама пулать - коммунизм тăвасси, уйрăм пурлăха пăрахăçлани, ирĕклĕхпе пĕр тан правалăх... Çỹлтисем ăна хресченсем валли çыратпăр тенĕ. Тĕрĕссипе каласан, Брежнев вăхăтĕнчи кКнституцире те - 1977 çул - социализм аталанăвĕнче демократи тата ирĕклĕх йышши йĕркесем çырăннă, анчах пурнăçра халăх валли пулман. Кăна кашни пĕлет. 1993 çулхи Конституци - 4-мĕш пулать. Ку вăл - Çĕнĕ Раççейĕн пĕрремĕш Конституцийĕ. ăна ыттисемпе - ĕлĕкхисемпе танлаштарсан - референдумра йышăннă. Пĕрремĕш хут кунта президент институчĕ пирки палăртнă. Ĕлĕкхи конституцисене çырма лайăх çырнă пек, анчах пурнăçра унăн вăйĕ сисĕнмен. Демократи прависемпе тивĕçĕсем кайри вырăна тухнă, халĕ - малта. Пĕр сăмахпа, ĕлĕкхи конституцисем патшалăхшăн пулнă, хальхи вара - халăхшăн. Тепĕр уйрăмлăх вăл - пирĕн Конституцире патшалăх çинчен "демократиллĕ тата социаллă право патшалăхĕ" тесе çыраççĕ. В.Путин килнипе промышленность вăйланса, çирĕпленсе кайрĕ. Социаллă патшалăх тени пурнăçа кĕрсе пырать. Ĕçсĕррисен шучĕ чакать. Статистика кăтартăвĕ тăрăх, малтан 10 миллион çын ытлаччĕ, халĕ - 6-7 миллион. Экономика, социаллă сфера, культура лайăх енне улшăнса вăй илет. Чăваш Конституцийĕнче те - президент институчĕ пур. Символ, ялав тени чăвашсен пулман пулсан, халĕ вĕсем çинчен Конституцире те асăнни пур. Асăрхăр - нумай пулмасть ЧР Президенчĕ Н.Федоров кĕнекесенче, буклетсенче, рекламăсенче чăваш ялавĕн тĕсĕсемпе усă курмалла терĕ. Эпĕ ку шухăш тĕрĕс тесе шутлатăп. - Шупашкар районне илсен мĕн калама пулать? - Шупашкар районĕнче хăй вăхăтĕнче шкулсемпе, хуçалăхсенче перестройка, демократи тĕлĕшпе сахал мар лекцисем вулаттăмăр. Социологи тĕпчевĕсем ирттереттĕмĕр. Чăваш Президенчĕн суйлавĕ вăхăтĕнче те опроссем йĕркелерĕмĕр. Эпир хресчентен те, интеллигенцинчен те ыйтнă. 70 проценчĕ президент институтне чысланă, 3-4 проценчĕ хирĕç пулнă. Вăхăт вара хăйĕнне кăтартса пачĕ - президент институчĕ кирлех. Хăшĕсем çакă хресчене пулăшмасть теççĕ. Кунта вара каллех çакна асăнма пулать: газификаци, çул-йĕр тăвасси, çĕнĕ шкулсем хута ярасси, компьютеризаци - пурте пирĕншĕн. Темле пулсан та хуçа пулмалла. - Вăхăт иртет. Çамрăксем - малалла, аслисем вара час-час Брежнев вăхăтне аса илеççĕ... - Ку çакăнпа сăлтавланать. Сталин чухне халăх хăранă, Хрущев чухне тĕрлĕ реформăсем пулкаларĕç - каллех шикпе пурăннă, Брежнев чухне лăпкăрахчĕ. Урамра кун пекех вăрламан, çапăçман, ачасем çапкаланса çỹремен. Унсăр пуçне вăрçăсем кĕрлемен. Тепĕр пысăк сăлтав вăл - халăх ун чухне çамрăкрах пулнă, халĕ ватăлса пырать: ача çураласси çынсем вилнинчен чылай пĕчĕк. Тĕрĕссипе Раççейре халăх нихçан лăпкă пурăнман. Халăх ватăлнăçемĕн хăйĕн пурнăçне хыçалалла пăхать, çамрăк - малалла. - Пирĕн халăх паянхи кун кăштах иртĕннĕ пек туйăнмасть-и? - Кăштах çирĕплетни пăсмасть. Эпĕ хăратмалла тесе каласшăн мар- халăхăн кăштах шутламалла: нумай ĕçет, туртать, вăрçать, çапăçать. Килте аслине итлемесен вăрçаççĕ, кунта та çавăн пекех пулмалла. Демократи тетпĕр пулсан - дисциплина та пулмалла: ĕçре те, çемьере те, урамра та, коллективра та. - Раççейĕн Çĕнĕ Конституцийĕнче улшăнусем пулĕç-и? - Ельцин кайсанах хăш-пĕр депутатсем Конституцине урăхлатас терĕç. РФ Президенчĕ В Путин ăслă каларĕ: "Конституци пирки пĕр дискусси те пулмалла мар. Ĕçлемелле, ĕçлемелле. Йĕрке, çирĕп дисциплина пулмалла. Вăхăт çитĕ - пăхса тухăпăр, тен, хăш-пĕр положенисене ун чухне ылмаштарăпăр",- терĕ. Совет Союзĕнче виçĕ конституци пулчĕ. Америкăра 200 çул ытла - пĕрре çеç. 1993 çулхи Конституцие референдумпа йышăннă пулсан - малалла та çапла тăсасчĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн пĕчĕк улшăнусем, паллах, пулкалĕç. - Чăваш Конституцийĕ пирки мĕн калама пулать. - Чăваш Конституцийĕн 10-11 çул кризис пычĕ. Эпир ытти автономиллĕ республикăсемпе танлаштарсан юлашкисем пултăмăр. Ун чухне чăваш халане аса илсе: "Эй, чăвашсем, хăйсен çăпатине сырса кунта та хăйсен телейĕнчен юлчĕç",- терĕç. Кайран "Пĕрлехи федераци саккунĕсене пăхăнман законодательство акчĕсене тепĕр хут пăхса тухасси çинчен" РФ постановленисем пулчĕç. Пирĕн ытти республикăсемпе танлаштарсан кăлтăк-шăйрăк çеç тупăнчĕ. Чăваш ăслă халăх пулнине, ĕçе тĕплĕ тума пултарнине тепĕр хут кăтартса пачĕ.


11 декабря 2002
00:00
Поделиться