ÇĔНĔ ÇУЛА - ÇĔНĔ БЮДЖЕТПА
13 декабря 2002 года
Çапла асра юлĕ халăх "тарçисен" ытлари кунхи черетлĕ ларăвĕ. Унта районăн тĕп финанс документне йышăнчĕç пулин те, питех тавлашакансем пулмарĕç. Апла, бюджет пурне те: учительсемпе врачсенчен пуçласа аграрисем таранах - тивĕçтерчĕ ахăр. ăна йышăниччен депутатсем райбюджета кăçалхи тăхăр уйăхра епле пурнăçланипе паллашма пултарчĕç.
Кун йĕркинчи виççĕмĕш ыйтăва та - районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн килес çулхи прогнозĕн кăтартăвĕсене - депутатсем лăпкăнах çирĕплетрĕç. Муниципалитет укçи-тенкине реформăласси çинчен калакан программа та залрисене тавлаштармарĕ.
Депутатсен чылай йышăну тума тиврĕ. Культурăна упраса хăварасси тата ăна аталантарасси пирки йышăннă 5 çуллăх программа епле пурнăçланса пыни те, 2002 çулхи бюджета улшăнусемпе хушусем кĕртесси те хăвăрттăн татăлса пычĕ.
Ларăва пăхса тухма тивнĕ чи интереслĕ ыйтусенчен пĕри вара район территорийĕнчи пурăнмалли тата пурăнмалли мар çуртсен функци пĕлтерĕшне улăштарасси çинчен калакан положени пулчĕ. Ку ыйту паян çуралман. Çак енĕпе район маларах та ĕçленĕ. Анчах ыйтăва татса пама депутат корпусĕ хутшăнман. Кунтан та ытларах - ятарлă механизм пулман. Малалла çуртсен функци пĕлтерĕшне улăштарассипе тĕрлĕ служба специалисчĕсенчен тăракан комисси ĕçлĕ.
Кун йĕркинчи улттăмĕш ыйту уйрăмах кăткăс пулчĕ. Мĕншĕн тесен çакă çурт-йĕрпе çыхăннă. Районăн муниципалитет харпăрлăхĕнчи пурăнмалли пёлĕмсене бюджет сферинче тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхра тимлекенсене ĕçленĕ вăхăтлăх уйăрасси. Çапларах янăрать вăл. Анчах районта специалистсене ĕçлеттерес, пурăнма вырăн çуккисене пулăшас тĕллевпе çуралнă ыйтăва татса пама май килмерĕ. Мĕншĕн тесен унта юридици тĕлĕшĕнчен йĕркелесе çитермен самантсем пур-мĕн. Çапла асăрхаттарчĕ ларăва хутшăннă район прокурорĕ И.И.Сорокин.
Ларура çавăн пекех район администрацийĕн килес çулхи штатне çирĕплетрĕç, Депутатсен райпухăвĕн депутачĕн Г.Г.Васильевăн заявленине пăхса тухрĕç, награда ыйтăвĕсене татса пачĕç.
Ларăва район администрацийĕн пуçлăхĕ А.П.Князев ертсе пычĕ.