Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

УНРАН ТĔСЛĔХ ИЛМЕЛЛИ ПУР

13 декабяр 2002 года В.Н.Иванов халĕ 64 çулта. Çамрăк мар тинех. Тивĕçлĕ канăва тухнăранпа нумай кунпа çĕр ылмашрĕ ĕнтĕ. Кун каçа кил-Çуртри ĕçе кăштăртатса пурнăçласси, ыталарах "сенкер экран" умĕнче ларса илемлĕ фильмсем, тĕрлĕ передача курасси уншăн аякра тăрать. Нумайăшĕ пек хăçан пенсине каяп-ши, вара тинех хуçалăхра вăй хурасси хыçа юлать тесе те шутламан вăл. Паянхи кун Владислав Николаевич Кадыков ячĕллĕ хуçалăхра яваплă участока ертсе пырас ĕçре чун канăçне тупать. Алă усса ларма юртаманранах, кулленхи ĕçри кашни çитменлĕхе асăрхама, çийĕнчех унран хăтăлмалли майсене палăртма пултарнăшăнах вуннăмĕш çул ăна 2-мĕш уйрăмăн заведующийĕ пулма шанаççĕ. Хушнине тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлакан, усăллă ĕç тăвас тесе пурăнакан Владислав пичче хуçалăх производствине аталантарассишĕн пĕтĕм кун-çулĕпе вăй-халне панă. 32 çул... Çак çулсенче миçе çĕр гектар çине ылтăн пĕрчĕсем акман-ши, мĕн чухлĕ çĕлен шуса тухмалла мар уйра тырă вырман-ши? Тăрăшнине кура чыс теççĕ. Акă пĕлтĕр В.Иванов Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ ята тивĕçрĕ. Апла пулсан вăйпитти çынсен, хуçалăх ĕçĕнчен пăрăнма тăрăшакансен Владислав Николаевичран тĕслĕх илмелли пурах. * Ывăнма пĕлмен заведующин пит-куçĕнче яланах йăл кулă çиçет.


14 декабря 2002
00:00
Поделиться
;