АЛЛА ЧЕРККЕ ТЫТИЧЧЕН ШУХĂШЛАСЧĔ, ТĂВАНСЕМ
17 декабря 2002 года
Пĕрмаях çул çинче пулнă май, темĕн те куратăн, илтетĕн. Чарăнура кирлĕ автобуса кĕтсе тăнă чухне час-часах ỹсĕр çынсене тĕл пулатăн. Юлашки вăхăтра чăнах та эрех ĕçекенсен йышĕ самай нумайланчĕ. Урамра ура çинче аран тăракан арçынна ик енчен çавăтса утакансене, пĕр-пĕр юпа йăванса каясран е асфальт ан тартăр тесе ик алăпа çатăрласа тытакана, чарăнури сак çинче вырăн тупнăскере курсан тĕлĕнме пăрахрăмăр. Мĕнле сăлтава пула эрех черккипе туслашаççĕ-ха? “Чунра пит йывăр пулнипе ĕçме пуçларăм. Пĕр-ик черкке пушатсанах пурин çинчен те манса каятăн, сан чунна кăшлакан шĕкĕ те таçта кайса кĕрет. Эх, лайăх-çке вара. Çапла ĕçме вĕренсе кайрăм та. Хăнăхасси нимĕн те мар, чарăнма вара питех те йывăр”,- тенĕччĕ наркологи диспансерне сывалма килнĕскер. Çапла, пĕрисем арăмĕ пăрахса кайнă пирки, теприсем кăшт хăюллăрах пулас тесе симĕс шĕвеке тутанса пăхаççĕ, виççĕмĕшсене пурнăç йывăрри çак çул çине тăма хистет. Пĕр-пĕр нушана е хуйха стаканра пытарни ырă утăм мар, паллах. Тата халь ним çукран черкке хыççăн черкке эрех е стакан çине стакан сăра пушатма та хăнăхса çитрĕмĕр. Ара, “сенкер экранпа” пур каналпа та кашни çирĕм минутран чи техĕмли, чи кăпăкли, чи тутли тесе сăра пирки мĕн тĕрлĕ реклама роликĕсем çавăрттармаççĕ. Илĕртỹллĕ хĕрсем çинчен манса кайсах киленсе ларакан арçын е çĕнĕ çулпа саламлама килме пуçтарăннă Хĕл Мучи хĕрарăмсен уявĕ тĕлне çитнĕскер мĕн ĕçнине пĕлме те интереслĕ-çке. Çĕнĕ этикеткăллă сăра е “çутă пуçлине” суту-илỹ сентри çине тухса хунă-хуман туянса тутанса пăхма тăрăшатпăр.
Алла черкке тытма сăлтавĕ те час-часах тупăнать. Кирек мĕнле ĕç тусан та пирĕн эрех-сăрапа паллă тумалла. Ача çуралсан, йăла тăрăх, килте те, юлташсемпе те пепкене “çăвас пулать”. Çĕнĕ çурт, машина ĕмĕре пытăр, лайăх чуптăр тесе тĕпппипе сыпса памалла. Пасартах е лавккаран çĕнĕ япала илсен те пуçĕ юлтăр, тумтирĕ çĕтĕлтĕр тесе пĕр самантрах черккене çавăрса хуратпăр. Пĕр-пĕр праçник пулсан вара...(чăвашсен уявĕсем те час-часах пулса пыраççĕ). Мĕн чухлĕ савăнăç. Тост хыççăн тост. Çавăн пек чаплă сăмахсемшĕн ĕçсе памасан çылăх пулать. Пĕр хĕрсе кайсан шурри те, хĕрли те, сăри те, аншарли те каять. Тепĕр кун ирхине вăранатăн та - пуç ыратать чăтма çук. Хăвăртрах уяв сĕтелĕ патне чупатăн. Анчах кунта та çăлăнăç тупаймастăн. /нер тĕпппипех, пĕр тумлам юлми хаяр шĕвеке пушатнă. Мухмăр чĕртме кĕсьере кĕмĕл те çук. Пĕр çул анчах юлать - сиккипе кивçенле килте юхтарса сутакансем патне. Камăн, ăçта, миçепе тавар пуррине куç хупсах пĕлеççĕ.
Килте хатĕрлекен хаяр шĕвеке кашни районта тĕрлĕрен калаççĕ. Пĕрисен вăл - аншарли, теприсен - сăмакун, виççĕмĕшсен - ханша. Кашнийĕ тата ăна тĕрлĕрен тăвать - сахăртан та, сахăр кăшманĕнчен те юхтаракансем пур. Апла-и, капла-и, анчах çак ĕçе пурнăçлакансем çулсерен нумайланса пыраççĕ. Пирĕн районта 2002 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 1-мĕшĕччен саккуна пăсса килте эрех юхтарнине 124 тĕслĕх регистрациленĕ. Ку енĕпе Кỹкеçсем маçтăрсем пулни курăнать. Ишлей, Тутаркасси тăрăхĕнчи халăх та район центрĕнчен юласшăн мар. Пĕтĕмпе 545,5 л сăмакун туртса илнĕ. Тупса палăртнă çынсене çакăншăн 50 пин те 330 тенкĕ штраф хунă, 19 пин çурă тенкĕ тỹлеттернĕ. Халăх çỹрекен вырăнта ỹсĕр курнă 1844 гражданина административлă майпа явап тыттарнă. Ытларах черкке енне вăй вĕресе тăракан 30-40 çулти çынсем туртăнни сисĕнет. Унран та ытла йỹçĕ шĕвеке çамрăк çын ăша ярать пулсан, пушшех те килĕшỹсĕр. Кăçал пĕтĕмпе çул çитмен 56 ачана эрех ĕçнĕшĕн административлă майпа айăпланă. 16-18 çулхи яш-кĕрĕм ỹсĕр çỹренине курсан чун ыратать. Паян каччăсем автан сăхса пĕтерейми çăлтăрлă каçсене хĕрсемпе юнашар мар, эрех ĕçсе ирттереççĕ.
Чиперккесен те çылăхĕсем нумай. Пĕр алăра сăра савăчĕ, çăварта пирус мăкăрлантаракансенчен мĕнлерех ача амăшĕсем пулаççĕ-ши? Кăçал пирĕн районта пĕтĕмпе 476 ача çуралнă пулсан, вĕсенчен 5 проценчĕ кăна сывă, тĕреклĕ. Хăрушла ỹкерчĕк. Кунта организма çамрăклах эрех-сăра ĕçсе, пирус туртса амантса хăварни те, ытларах ỹсĕрле çие юлни те витĕм кỹрет, паллах.
Симĕс шĕвеке тутанни тĕрлĕ инкек патне илсе çитерни пирки нихăшĕ те шутламастпăр. Хуйхă алăк урати урлă ярса пуссан чавса çывăх та, çыртма çук. Кая юлса мĕншĕн ĕçнĕ-ши тесе хамăра айăплатпăр. Кăçалхи 7 уйăхри кăтарту тăрăх республикăра 337 гражданин алкогольпа наркăмăшланса пурнăçран уйрăлнă. Пирĕн районти 8 çын та çак сăлтава пулах тек хĕвел ерипен шуса тухнине кураймĕç. Симĕс шĕвек пĕр вĕçĕмсĕр ăша кайнине пула инсульт, инфаркт тата ытти чир-чĕрпе çут тĕнчерен уйрăлнисем нумай. Хаяр шĕвек хăйĕн хура ĕçне тăватех ĕнтĕ. Нумай черкке çавăрса хунă хыççăн киле те çитеймесĕр шартлама сивĕре шăнса вилнĕ тĕслĕх те час-часах илтме пулать. Пушарта та ытларахăшĕ эрехе пула вилеççĕ. Нумай чухне пĕр сăлтав- самаях хăналаннă хыççăн сигарет туртма шутлаççĕ. Хăйсем вара чĕртнĕ пируспах çывăрса каяççĕ. Кăçал районта 14 çын пушарта пурнăçран уйрăлнă пулсан вĕсенчен 11-шĕ - “çуттине” ăша янипе. Çапла, эрех нихçан та ырри патне илсе çитермест, çутă малашлăх шантармасть. Тинĕс тĕпĕнчен тухатăн, черкке тĕпĕнче путатăн теççĕ çав.
Эрех-сăрана пулах çемье арканни, халăх сывлăхне çакă сиен кỹни, чирлĕ ачасем çурални, правăна хирĕçле ĕçсем, преступлени тăвасси ỹсни, паллах, Чăваш Республикин Президентне Н.В.Федорова та канăçсăрлантарать. Мĕншĕн тесен алькогольпе иртĕхни республика экономикине пысăк сиен кỹрет, обществăн социаллă пурнăçпа экономика тата ăс-хакăлпа кăмăл-сипет никĕсне хавшатать. Çаксене пурне те шута хурса вăл кăларнă “Алкогольпе усă курнине тĕрĕслесе тăрассине, алкоголизмран тата ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхесрен сыхланассине вăйлатас тĕлĕшпе хушма мерăсем йышăнасси çинчен” Указ декабрĕн 4-мĕшĕнчен вăя кĕчĕ. Унпа килĕшỹллĕн районта вĕрентỹ, сиплевпе профилактика учрежденийĕсенче, культура учрежденийĕсемпе тата вĕсен таврашĕнчи вырăнсенче, çавăн пекех 18 çул тултарман çынсене алкоголь шĕвекĕсемпе спирт хутăшлă продукци сутмалли саккунсене тата çирĕплетнĕ правилăсене пăснине; организацисенчи тата вĕрентỹ учрежденийĕсенчи ĕç вырăнĕсенче спиртлă шĕвексем ĕçме чарас тĕлĕшпе ĕçлев çинчен калакан саккунсем мĕнле пурнăçланнине тĕрĕслесе тăрасси вăйланать. /çкĕпе иртĕхесрен тата алкоголизмран сыхланас тĕлĕшпе тĕллевлĕ ĕçсем туса ирттермелле. Малашне нарколог тата психиатр пулăшăвĕ кирлĕ çул çитмен ачасене тупса палăртас тĕлĕшпе мерăсем йышăнăç. Çул çитмен çамрăксене эрех ĕçме явăçтаракансем те хăйсен хура ĕçне уççăнах пурнăçлаймĕç. Эрехпе иртĕхекенсемпе профилактика ĕçĕсем ирттерĕç. Ашшĕ-амăшĕн правине туртса илесси те самаях çирĕпленĕ. ỹсĕр пуçпа транспорт çине ларакансен те пуçтахланма пăрахмалла пулать тата ытти те.
Эпир çĕр çине пĕрре килетпĕр. Апла ăс-тăна çухатмасăр йĕркеллĕ савăнса юласчĕ.