Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

КỹКЕÇРИ АЧАСЕН ИСКУССТВО ШКУЛНЕ - 40 ÇУЛ

Иртнĕ эрне кун Кỹкеçри ачасен искусство шкулĕ 40 çулхи юбилейне уявларĕ. Паллă кун районти культура çуртĕнче иртрĕ. 1962 çулта Кỹкеçре “Çичĕ çул вĕренмелли Музыкăпа ỹнер шкулĕ” уçма палăртаççĕ. Малтанах музыка шкулĕ уçăлать, художество шкулĕ 1986 çулта çеç хăйĕн пĕрремĕш таланчĕсене йыхравлать. 1966 çулта шкулта 59 ача вĕреннĕ, çав шутран фортепиано уйрăмĕнче - 36, халăх ушкăнĕнче - 23 ача. 1967 çулта шкултан пилĕк çул ăс пухнă пĕрремĕш баянистсем тухаççĕ. Пĕрремĕш номерлĕ свидетельство В.Федоров, 2-мĕшне - В.Иванюшин, 3-мĕшне В.Мамайкин илеççĕ. Тепĕр икĕ çултан, çичĕ çул вĕреннĕ хыççăн, пианистсем те алла свидетельство тытаççĕ. Çапла çул хыççăн çул иртет, 40 çул та хыçа юлать. Çак вăхăт хушшинче музыка шкулĕ 250 ача вĕрентсе кăларать, юлашки вунă çулта 110 ача, вун иккĕшĕ шкула “аван” паллăпа пĕтереççĕ. Çулсерен майĕпен аслă çул юпленнĕ пек шкулта чылай уйрăмсемпе специализацисем пуçараççĕ. 2001 çулхи июлĕн 13-мĕшĕнче музыка шкулĕ художество шкулĕпе пĕрлешет, Кỹкеçри ачасен искусство шкулĕн статусне илет. Шкула пуçарса яраканĕ, унăн пĕрремĕш ертỹçи Л.И.Надеждин пулнă. 1965 çултан пуçласа 33 çул пĕр улшăнми музыка шкулне И.С.Никитин ертсе пырать. Вăл тăрăшнипе шкул çĕнĕ çурта куçать. 1998 çултан 2000 çулччен шкул тилхепине М.Я. Павлова тытса пырать. Маргарита Яковлевна тăрăшнипе вокалпа хореографи уйрăмĕ уçăлать. Шкул та хăйĕн шал енчи илемне тупать. Икĕ çул ĕнтĕ халĕ шкул ертỹçи Н.В.Васильева. Надежда Викторовна ĕçлеме пуçласан халăх инструменчĕсен музыка класĕн ансамблĕ ĕçлеме пуçлать. Уявра социаллă хỹтлĕх пайĕн ертỹçи А.А.Константинов юбилярсене саламларĕ. Надежда Викторовнăна “Кулььурăри парăмлă ĕçсемшĕн” медаль çакса ячĕ. Унтан сцена çине районти культура пайĕн ертỹçи М.Я.Павлова тухрĕ. Шкула ертсе пыракансене, ачасене юбилей ячĕпе ăшă сăмахсем каларĕ, вĕрентекенсене пархатарлă ĕçшĕн тав турĕ, парне пачĕ. “Музыка шкулĕнчен вĕренсе тухса аслă пĕлỹ илсе каялла тăван шкула вĕрентекен пулса таврăнаççĕ. Вĕсен хушшинче В.Г.Федоров, М.Ю.Яковлева, М.П.Федоров, Б.В.Федоров,- палăртрĕ М.Я.Павлова.- Çапах та, кунта ĕçлекенсем пулсан та пирĕн шкултан вĕренсе тухнисем Пенза, Чулхула облаçĕсенче, таллинта тата ытти çĕрте пурăнаççĕ, хăйсен пурнăçне музыкăпа çыхăнтарнă”. - Паянхи куна шкулта 16 педагог вăй хурать: музыка уйрăмĕнче - 10 çын, художествăра -3, хореографинче-3. Пысăк квалификациллĕ, педагогика категорийĕсемпе ĕçлеççĕ. М.Я.Павлова педагогсене Хисеп грамотисемпе, тав çырăвĕсемпе чысларĕ. Тутаркасси искусство шкулĕн директорĕ О.А.Матина хăйĕн ĕçтешĕсене саламласа юрă парнелерĕ, пианино çинче вылярĕ. Çавăн пекех юбилярсене районти культура пайĕн профсоюз председателĕ С.В.Демидова, ЧР Культура училищин хореографи уйрăмĕ, “Чувашгражданпроектран” П.Ю.Васильев, вĕрентỹ управленийĕн пай пуçлăхĕн çумĕ К.В.Фаизова, Çĕньял культура çуртĕнчи “Çăлкуç“ ансамбль, хыркассинчи ачасен музыка шкулĕн ачасен хор ушкăнĕ тата ытти килнĕ хăнасем саламларĕç. Савăнăçлă мероприятин иккĕмĕш пайĕнче искусство шкулĕн вĕренекенĕсем пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Сцена çинчи ачасене курсан паян талантсем пĕтменнине туйнипе чунтан хăпартланатăн. Тĕрĕсех, çакăн пек туслă, пĕр тĕллевлĕ, тăрăшуллă, искусствăна чунтан парăннă çынсем çеç талантсене “çуратаççĕ”. Искусствăн чăн илемне туйма, ăнланма вĕрентекенсем эсир мар-и-ха? Сирĕн ăста алăсенчен вĕренеççĕ те ĕнтĕ ачасем. Тавах сире.


24 декабря 2002
00:00
Поделиться