ÇУЛТАЛĂКА РЕСПУБЛИКА ТУХĂÇЛĂ ВĔÇЛЕРĔ
Ку эрнере Чăваш Енри журналистсен союзĕн правленийĕ “Волжанка” туркомплексра хăйĕн пленумне ирттерчĕ. Унта район-хула хаçачĕсен редакторĕсене те чĕннĕ. Анчах та пленум умĕн журналистсемпе Н.В.ФЕДОРОВ Президент курнăçрĕ. 2002 çул вĕçленнĕ май вăл çулталăка пĕтĕмлетрĕ, ыйтусене хуравларĕ.
Н.В.Федоров шучĕпе иртсе пыракан çул Чăваш Еншĕн ăнăçлă килчĕ. Малтан палăртнă бюджета пурнăçланă кăна мар, ăна çур çул тата 9 уйăх кăтартăвĕсем тăрăх - икĕ хут - ỹстернĕ, пурĕ 650 миллион тенкĕлĕх пуянлатнă. Ку укçана пуринчен малтан общество инфраструктурине çирĕплетме - газификацилеме, çул-йĕр тума тата раонсемпе хуласене хĕле тĕплĕн хатĕрленнĕ çĕрте усă курма янă. Сăмах май, çулталăк кăтартăвĕсем лайăхланса пынипе май тупса Николай Васильевич пирĕнпе тĕл пулнă ытлари кун чухăнрах çемьесенче ỹсекен ачасене çĕнĕ çул парни памашкăн 3,9 миллион тенкĕ уйăрасси çинчен Указа алă пуснă.
Çулталăк вĕçленес умĕн тепĕр ырă хыпар: РФ çыхăнупа информаци министрĕн Л.Рейманăн пуçарăвĕпе Чăваш Ене информатизаци валли тата 32,5 миллион тенкĕ хушса панă. “Ку вăл республика компьютеризаци тĕлĕшпе пĕлсе тата тухăçлă ĕçленине шута илнипе лекнĕ пире”,- палăртрĕ Н.В.Федоров.
Хăйне евĕрлĕ тепĕр парне - Европа Кубокĕ ирттермелли тĕп стадиона “Олимпийскине” юсама 32 миллион тенкĕ уйăрни. 22-шĕ килнĕ те ĕнтĕ, юлни январьте çитет. Федераци тытăмĕсемпе тухăçлă ĕçлени ахальтен мар. Чăваш Енре укçа-тенкĕ перекетлĕ тата халăх пĕлсе тăмалла тытнине РФ премьер-министрĕ М.Касьянов та, финанс министрĕ А.Кудрин та курса тăраççĕ. Конституци кунĕ ячĕпе В.Путин ирттернĕ приемра А.Кудрин хăй çавнашкал тост каланă-мĕн. “Регионсенчен чи лайăх Чăваш Енри финанс тытăмĕшĕн”. “Кăна илтме питĕ кăмăллă пулчĕ”,- терĕ пире Николай Васильевич.
Ку çулталăкра çемье врачĕн офисĕсене тумалли программăн пĕрремĕш тапхăрĕ вĕçленчĕ. Сăмах май, ĕнер Ишекре 99-мĕш Патăрьел районĕнче 100-мĕш офис уçăлнă. Вĕсен çумне 100 машина панă. Офисссем хальхи вăхăт хатĕрĕсемпе медицина технологийĕсемпе пуян.
Газификаци программин те пĕрремĕш тапхăрĕ вĕçленчĕ. кун çинчен каланă май, Президент тĕлĕнмелле самант аса илчĕ. Комсомольскинче пулнă чухне вăл газовиксемпе калаçнă. Лешсем Ульяновскинче ĕçлесе илесшĕн пулнă, иккен. Анчах ĕç кăлараймасăр каялла таврăнма тивнĕ. Ара унта пĕтĕм облаç валли 28 миллион тенкĕ çеç уйăрнă, çав вăхăтрах хăйсен районĕ кăна ку çул 35 миллион тенкĕ илнĕ. Çитес çул вара Комсомольскинне 62 миллион лекмелле. Çавăн пекех газификаци ĕçĕсене Чулхула, Киров облаçĕсенче те 10-100 хут сахалтарах тăваççĕ.
“2002 çулăн малтанхи кăтартăвĕсемпе начар мар тесе хаклатăп”,- терĕ Президент. Çавăнпа пĕрлех 2003 çулхи бюджета епле пурнăçласси пирки те каларĕ. раççейре кризис-тем пулмарĕ-тĕк ытлашшипех пурнăçлаканĕ, хушма укçа-тенкĕ 1 миллиард таранчченех пулма пултарĕ терĕ. Çапла газификаци, çурт-йĕр, çул-йĕр строительствисем валли, апла, ытларах укçа уйăрма пулĕ. “Кам ĕçмест, унăн хăтлă çурт тума, лайăх хваттерте пурăнма май пултăр”,- каларĕ Николай Васильевич.
Нумайăшне хальхи вăхăтра тарифсем ỹсни пăшăрхантарать. Çав вăхăтрах Чăваш Енри электроэнерги хакĕ Мари Элтипе танлаштарсан та икĕ хут пĕчĕкрех. Нумайăшне тĕлĕнмелле, теприсене ăнланмалла мар çакă, анчах унăн пĕтĕм тупсăмĕ те пирĕн Президентăн “ЕЭС” РАО пуçлăхĕпе А.Чубайспа хутшăнусем ырă пулнинче иккен. Кăна Президент хăй те калать. Чăн та, Шупашкар ГЭСĕ вăл 100 проценчĕпех “ЕЭС” РАОн “хĕрĕ” шутланать-çке. Унта пĕр процент акци те Чăваш Енĕн çук: хăй вăхăтĕнче, 1992 çулта, упраса хăварайман.
2004 çулта Шупашкар районĕнче Пĕтĕм Раççейри ял çыннисен олимпиади иртмелле тенĕччĕ. Пулать-и вăл? Президент ку ыйтăва хуравласа шантарсах каларĕ: пулать. Ял хуçалăх министрĕпе А.Гордеевпа калаçса татăлнă, бюджета кĕртме палăртнă-мĕн.
Президент ытти ыйтусене хуравларĕ. Çав шутра хăйне пырса тивекеннисене те. Сăмахран, Президент Çĕнĕ çул парнисем шыраса лавккасем тăрăх чупса çỹрейменнине пĕлтерчĕ. Çавăнпа тăванĕсене саламласа вăл чун-чĕререн тухакан сăмахсене открытка çине çырса парнелессине каларĕ. Унăн ывăлĕ халь МГИМОра иккĕмĕш курсра юриста вĕренет-мĕн. “Хăçан та пулсан хăйĕн фирмине уçсан ун патне адвокат пулса ĕçлеме куçăп”,- шỹтлерĕ Николай Васильевич. Юлашкинчен журналистсене Çĕнĕ çул ячĕпе саламларĕ, пĕĕм Чăваш Енри халăх пекех çирĕп сывлăхлă пулма, ĕçре ăнăçусем тума, çемьере телей тупма ырă сунчĕ.