Анатолий Князев: ПĔРНЕ ПĔРИ ĂНЛАННИ КИРЛĔ
Ку çулталăк Шупашкар районĕшĕн пĕлтерĕшлĕ пулăмсемпе палăрса юлчĕ. 2001 çулта, шăпах декабрь вĕçĕнче, Чăваш Республикинче Президент суйлавĕ иртрĕ. Н.В.Федоров Правительствăна тĕпрен çĕнетрĕ, пирĕн район администрацийĕн пуçлăхне те хăйĕн патне илсе кайрĕ... Кĕçех эпир çĕнĕ ертỹçĕллĕ пулса тăтăмăр. Ытлашши тĕпчемесен те лайăх курăнать: Шупашкар районĕ тахçан малтанхи пек аяла анмарĕ, экономикăпа социаллă пурнăç енĕпе те, ял хуçалăх отраслĕнче те - малтисен ретĕнче. Унран та ытла 3 квартал республикăри районсем хушшинчи ăмăртура пĕрремĕш пырать. Ахăртнех, çăмăлах пулмарĕ-тĕр çулталăк пуçламăшĕнче ларнă районăн çĕнĕ пуçлăхне пĕр вĕçĕмсĕр çакнашкал пысăк темп тытса пыма.
Хаçат хăни пулма, иртнĕ çула пĕтĕмлетсе çитес тапхăрти задачăсем çинчен каласа пама Çĕнĕ çул умĕн Шупашкар район администрацийĕн пуçлăхне А.П.КнязевА чĕнтĕмĕр.
- Ял хуçалăхĕшĕн ку çул ăнăçлă килчĕ теме йывăр. Апла пулин те лайăх кăтартусемпе вĕçленĕ хуçалăхсем те чылай пулчĕç. Экономика малаллах аталанчĕ. Район кăçал хăйĕн 75 çуллăх юбилейне паллă турĕ. Эсир, Анатолий Пантелеймонович, хăвăр енчен 2002 çула мĕнле кăмăл-туйăмпа ăсатса яратăр?
- Çулталăка пĕтĕмлетсе нумай калама пулать. Кăçал, район уявне палăртнă чухне, докладра, нумай-нумай кăтартусем тăрăх экономикăпа социаллă пурнăçри ĕç-хĕле çутатрăмăр. Çапах та халь туллин пĕтĕмлетме май пур.
Уйрăммăн ял хуçалăх отрасльне илес-тĕк, çухатусем, чăн та, аванах пулчĕç. Тыр-пула палăртнă кăлăпăш чухлĕ илеймерĕмĕр. Ĕçне вара, пĕлтĕрхинчен ытларах турăмăр, укçи-тенкине - удобрени, органика илмешкĕн, 40 процент нумайрах хыврăмăр. 11 миллион тенкĕ тавăрса памалла мар укçа уйăртăмăр. Çу кунĕсем типĕ килнипе тĕш-тырă, ытти культура апатланаймарĕ, удобренин усси пачах та курăнмарĕ. Çавна май юлашкинчен выльăх апачĕ тĕлĕшĕнчен те лару-тăру япăхланчĕ. Анчах та унчченхи опыта шута илсе выльăха ăнăçлă хĕл каçарма, ытти енĕпе те çур кунĕсене лайăхпа кĕтсе илме пулать тесе шутлатăп. Пирĕн районăн специализацийĕ вăл, чи малтан - сĕт, аш-какай, пахча-çимĕç. Республикăра туса илекен аш-какайăн 30 процентне пирĕн район кăларать. Майĕсем пирĕн ытларах та. 4 чăх -чĕп фабрикинчен хальлĕхе пĕри кăна ăнăçлă ĕçлет: “Чувашский бройлер”. Ыттисем тĕлĕшпе кăçал хăш-пĕр ыйтăва татса патăмăр, çитес çул малалла ĕçлĕпĕр. Ял хуçалăхĕнчи япăх ĕçлекен ытти хуçалăхсем енĕпе те, паллах, тимлесех тăратпăр. Пирĕншĕн çак е вăл предприятирен налук мĕнле ытларах илесчĕ тени мар - пĕрремĕш вырăнта, пĕрремĕшĕ вăл - халăхăн социаллă ыйтăвĕ. Пĕр-пĕр ялта е поселокра пурăнакан çынсем тивĕçлĕ ĕç укçи ĕçлесе илме пултарччăр, çемйисене тăрантарччăр. Администраци политики çавнашкал: район халăхĕ вырăнтах ĕçлесе лайăх пурăнма пултартăр. Хамăрăн хуçалăха, яла, района хамăрăнах ура çине тăратма май пур. Лайăх ĕçлекен çынсем, специалистсем тухса кайсан тăван кил, тăван ял тата вăйлăрах юхăнса кайĕ. Никама та кирлĕ мар çакă.
Çав вăхăтрах тĕслĕх илмешкĕн аван ĕçлекен предприятисем нумай пирĕн. Акă вĕсем: “Атлашевский” ЯХПК, “Приволжское” вĕренỹ хуçалăхĕ, “Ольдеевская” агрофирма, Куйбышев ячĕллĕ хуçалăх, “Чебоксарскагропромхими” МП, Тутаркассинчи улма-çырлапа пахча-çимĕç консервĕсен завочĕ, “Агарикус”. “Ольдеевская” предприяти, сăмахран, хăйĕн 30 гектар çĕрĕ çинче республика туса илекен пахча-çимĕçĕн 40 процентĕнчен ытла çитĕнтерет...
Промышленность предприятийĕсене илес-тĕк, Ишлейри пысăк вольтлă аппаратура заводне палăртмалла. Районти пĕтĕм промышленность продукцийĕнче унăн тỹпи - 60 процент ытла. Юлашки çулсенче тепĕр пĕчĕк отрасль, курортпа санатори предприятийĕсем, вăйлă аталанма, лайăх налук кỹме пуçларĕç. Кăçал “Волжские зори” никĕсĕ çинче республика шайĕнчи курорт зони йĕркелесе яма ирĕк илтĕмĕр. Ку зонăна тата “Волжанка”, “Солнечный берег” кĕреççĕ. Вĕсемпе малашне “Атăл” хуçалăх та пĕрлешме пултарать.
Промышленность предприятийĕсенчен тата “Универсала”, Апашри кирпĕч заводне, ДРСУна асăнмалла. Хута ярас тапхăрта - “Будавин” предприяти. Вăл “сухое вино” текен эрех кăларакан завод пулĕ. Проектпа палăртнă хăвачĕ пысăк. Малтанлăха вăл уйăха 10 миллион тенкĕлĕх продукци кăлармалла. Енчен те ку предприятие те хута ятăмăр-тăк, социаллă нумай ыйтăва татса пама май килет.
- Социаллă ыйтусем тĕлĕшпе иртнĕ çул еплерех пулчĕ?
- Кăçал вĕрентỹ валли 92 миллион тенкĕ уйăрнă. Кунашкал пысăк укçа-тенкĕ 2002 çулта - пĕрремĕш хут. Юсав ĕçĕсене тума çеç 7 миллион тенкĕ панă. Çитес çула 100 ытла миллион тенкĕ палăртнă. Çакă - райбюджетăн пысăк пайĕ. Социаллă хỹтлĕх çинчен калакан 15 саккуна, çав шутра инвалидсем, ветерансем çинчен калаканнисене, пирĕн районта туллин пурнăçланă. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан темиçе хут нумайрах укçа-тенкĕ уйăрнă. Унсăр пуçне Пенси фончĕ урлă сахал мар пулăшу килнĕ. Кăлтăксем те пулаççĕ-тĕр. Анчах, пĕтĕмĕшпе, ăнăçлă ĕçленĕ тенĕ пулăттăм.
Кăçал районти тĕп больницăна тĕпрен юсарăмăр. 3 врач офисне уçрăмăр. Юлашкине - Ишекре - ĕнер çеç, Н.В.Федоров Президент килчĕ. Çитес çул çавнашкал тата 3 офис уçмалла. Ишлейри поликлиникăн никĕсне кăçал çулла хыврăмăр, вăл 2003 çулта хута кайсан тĕп больницăна нумай çăмăлтарах пулать. Ку енĕпе Г.Г.Васильев депутат нумай пулăшрĕ...
Анатолий Пантелеймонович панă интервью хаçата шăнăçайми пысăк пулчĕ. Паянхи ырă тĕслĕхсемсĕр пуçне палăртнă плансем çинчен, çав шутра çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха çĕнетес программа çинчен те нумай каласа пачĕ вăл. Кашнийĕнчех - цифрăсемпе, фактсемпе çирĕплетсе. Унран та ытла: уйрăм предприятисем çинчен те район пуçлăхĕ питĕ тарăн пĕлет иккен. Ахальтен мар ĕнтĕ пирĕн район нмай енĕпе малта пырать, шухăшларăм эпĕ. Хаçат формачĕ çавнашкал пĕчĕк пулнăшăн темиçе шут шеллесе илтĕм.
А.П.Князев çитес çул ăнăçлăрах пулассине шанать. 2003 çулта энерги, газ, топливо хакĕ ỹсмелле, çакă хăйне евĕрлĕ начар витĕм кỹме пултарать, анчах та район малаллах аталанать, тет вăл. Юлашкинчен вăл районта пурăнакансене Çĕнĕ çул ячĕпе ырлăх сунчĕ.
- Паллах, пирĕн пурнăçра пурте лайăх теме çук, питĕ нумай çитменлĕхĕ те. Вĕсене пĕрле кар тăрса çеç пĕтерме пулать,- терĕ Анатолий Пантелеймонович.- Çавăнпа пĕрне пĕри ăнланни, чăтăмлăх сунасшăн. Анчах та, чи малтан пурне те тулли телей, çемье ăшши, çирĕп сывлăх, ăнăçу сунатăп.