САЛАМЛАТĂП
Хаклă ентешсем!
Пĕтĕм чунран сире чи кĕтнĕ, кăмăллă тата Раççейри темĕнле юмахри пек уявсемпе - Çĕнĕ çул тата Христос çуралнă кун ячĕпе саламлатăп! Ку уявсем ыттисем пек мар, вĕсем кашнин пурнăçĕнче мĕн те пулин çĕннине, тахçанах кĕтнине тума пултарнăшăн çутă туйăм тата мăнаçлăх, çитес çула кĕме ырă шанăç вăратаççĕ.
Иртсе каякан 2002 çул пирĕн тăван Чăваш Ене çĕнĕ çитĕнỹсем илсе килчĕ. Общество ăс-тăнĕнче тăнăçлăх палăрчĕ. Экономика палăрмаллах çирĕпленчĕ, социаллă сферăра нумай çĕнĕ обьект туса лартрăмăр, ытти республикăсемпе тата облаçсемпе ĕçлĕ хутшăнусем пуянланчĕç. Раççей Правительстви хакланă тăрăх, пирĕн патăмăрта, пĕтĕм федераципе илсен, общество финансĕсен чи уçă тата эффективлă тытăмне туса хунă. Чăваш Ен тĕп хули “Раççей Федерацийĕн чи хăтлă хули” ята çĕнсе илчĕ, ку Шупашкарта кăна мар, пĕтĕм республикăра пурăнакансен ĕçне пысăка хурса хаклани пулать. Эпир пурăнмалли çуртсем, шкулсем тăвассипе, çул-йĕр, газ пăрăхĕсем хывассипе нумай та тухăçлă ĕçлерĕмĕр, пĕтĕм Чăваш Енре пĕтĕмĕшле практика врачĕн хальхи вăхăтри çĕр офисĕнчен тăракан тытăма туса хунă тата шкул ачисене ятарлă автобуссемпе турттарса çỹрессине йĕркеленĕ. Республика, XXI ĕмĕрпе тан утса, чи малтанах шкулсенче информатизаци программине анлăлатрĕ, халăха пĕтĕмĕшле сете-интернета- кĕмелли республикăри тата Раççейри пĕрремĕш пунктсене уçнă та ĕнтĕ. Тата, чи кирли, пирĕн республика, экспертсем хакланă тăрăх, инвестици хывассине илĕртессипе федераци субьекчĕсен хушшинче малти çирĕммĕшĕ, инвестици потенциалĕн ỹсĕмĕн хăвăртлăхĕпе вара Раççейри ертсе пыракан виçĕ регион шутне кĕнĕ.
Çитес 2003 çул та çĕннипе лайăххи чылай пуласса шантарать. Чăваш Республикинче вăл Çемье çулталăкĕ тата хăвăрт утассипе Европăн V Кубокне ирттерессипе палăрса тăрать, Чăваш Ен тĕп хулине вара Атăлçин культура тĕп хулин хисеплĕ рольне шанса панă. Эпир икĕ хут пысăкрах вăй-хăватпа çурт-йĕр çавăрăпăр, йăла-йĕркене хăтлăрах тăвăпăр, компьютеризаци йĕркелĕпĕр, социаллă инфраструктурăна аталантарса, спорта йышлăн хутшăнмалли условисене лайăхлатса пырăпăр. Çакăн валли пирĕн никĕс пур - республикăн çирĕп бюджечĕ те, Чăваш Енĕн пĕтĕм гражданĕн хăйĕн çемйин, çывăх çыннисен тата общество ырлăхĕшĕн ĕçлес пысăк туртăм та.
Хамăр ентешсене, вĕсен çемйисене, туссене тата ĕçри партнерсене ăнăçу, сывлăх, ырлăх, телей сунатăп! Çитес 2003 çулта сирĕн асамлă Çĕнĕ çул каçĕнче шухăшласа хунă ырă ĕмĕтсемпе шанăçсем пурнăçа кĕрсе пыччăр!
Чăваш Республикин Президенчĕ