Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

ÇĔНĔ САККУНСЕМ - ÇĔНĔ ЙĔРКЕ

2001 çулхи декабрь вĕçĕнче РФ Президенчĕ В.Путин пенси реформине пурнăçа кĕртме виçĕ саккуна алă пуснă: “РФ ĕç пенсийĕсем çинчен”, “РФ патшалăх пенсийĕпе тивĕçтересси çинчен” тата “РФ пенсин обязательнăй страхованийĕ çинчен”. Асăннă саккунсем паянхи пенсионерсен пурнăçне мĕнле улшăну кĕртрĕç, пенси виçине епле ỹстерчĕç? Çак тата ытти ыйтусем çине РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн пуçлăхĕ А.М.Исаева хуравлать. - 2001 çулхи декабрь уйăхĕнче районта тỹлекен пенси калăпăшĕ 14 миллион та 525 пин тенкĕ пулнă пулсан 2002 çулхи декабрь уйăхĕнче 18 миллон та 801 пин тенке çитрĕ. Вăтам пенси калăпăшĕ декабрь уйăхĕнче 1299 тенкĕпе танлашрĕ. Февралĕн пĕрремĕшĕнчен пуçласа пенсине те 1,065 хут индексацилерĕмĕр, августăн пĕрремĕшĕнчен пуçласа - 1,09 хут. Чи малтанах çакна палăртмалла: ĕçлекен пенсионерсене те 2002 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пуçласа пенсине уйрăм коэффициентпа шутласа тỹлеме тытăнчĕç. Вĕсен шутне нумай çул ĕçленĕшĕн паракан пенси илекенсем те кĕреççĕ. ăçта ĕçленине пăхмасăр, уйрăм коэффициентпа шутланă тулли пенси тỹлеме пуçларĕç. I ушкăн инваличĕсен, 80 çултан иртнĕ ватăсен ĕç пенсийĕн тĕп шайĕ самаях хăпарчĕ. Пенсионер çемйинче ĕçлеме пултарайманнисем - ачасем - пулсан, çỹлерех палăртнă саккунсемпе килĕшỹллĕн вĕсен пенсийĕн тĕп шайне пысăклатса патăмăр. Çавсен шутне пĕтĕмĕшле йĕркепе е уйрăм ĕç условийĕсене пула ватлăхра паракан пенси илекенсем, I, II, III ушкăн инваличĕсем тата нумай çул ĕçленĕшĕн паракан пенси илекенсем те кĕреççĕ. Ĕçлеме пултарайман ачасем пурри çинчен Пенси фончĕн районти управленине тивĕçлĕ документ тăратмалла. Çурçĕрте ĕçленĕ пенсионерсене те хавхалантарчĕç. Вĕсен пенсийĕсене, енчен те Инçет Çурçĕр районĕсенче календарьлĕ 15 çултан е унти районсемпе танлаштарнă вырăнсенче календарьлĕ 20 çултан кая мар вăй хунă тата пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ арçынсен - 25 çул, хĕрарăмсен 20 çултан сахал мар пулсан, пенсионерăн вăтам ĕç укçин шайлашăвне 1.2-рен ирттернĕ виçепе хăпартма пуçларĕç. Иртнĕ çулхи пĕрремĕш январьте малтанхи федераци саккунĕсем вăйран тухрĕç. 2002 -мĕш çулхи пĕрремĕш январьтен пуçласа пенсине тухакан çынсене пенсисене шутласа парас, ăна тỹлес çĕрте вĕсемпе усă курмаççĕ. Çĕнĕ саккунсемпе килĕшỹллĕн Раççей Федерацийĕн гражданĕсен ĕçлĕ пенсийĕ виçĕ пайран - базăллă, страховкăллă тата пухăнса пыракан пайран тăрать. Пĕлтĕрхи пенси реформиччен пенсине икĕ саккунпа шутласа панă. Çĕнĕ саккунсем тăрăх пенсине ĕç укçине пăхса, ĕç укçинчен мĕн чухлĕ взноссем тỹленине пăхса тỹлеме йышăннă. Çĕнĕ пенси моделĕнче ĕç стажĕн пĕлтерĕшĕ пĕчĕкрех, малтанхи пенси саккунĕнчи пек мар. Кивĕ саккунсенче пенси шутланă чух ĕç укçин 55 процентне шута илччĕр тесен хĕрарăмсен 20 çул, арçынсен 25 çул ĕçлемелле пулнă. Ку вăл унчченхи саккунсемпе килĕшỹллĕн ĕç стажĕн чи пĕчĕк норми пулнă. Енчен те ĕç стажĕн чи пĕчĕк норминчен нумайрах ĕçленĕ пулсан кашни ытларах ĕçленĕ çулшăн пĕр процент хушса панă, анчах та çирĕм процентран мала мар. Хĕрарăмсен пенсине шутланă чухне хĕрĕх çултан, арçынсен 45 çултан ытла стаж илмен. Пĕлтĕрхи пĕрремĕш январьтен вăя кĕнĕ çĕнĕ пенси саккунĕсенче ĕç стажĕн пĕлтерĕшĕ пĕчĕк, чи кирли - миçе çул страхланнă çыншăн социаллă налук тата страховка взносĕ пенси системине хывни тата вĕсем харпăр хăй счечĕ çинче çырăнни. Çакăн пек çулсем пилĕк çул пулсан - гражданинăн ĕç пенсийĕ илме ирĕк пулать. Тепĕр майлă каласан, çĕнĕ саккунпа килĕшỹллĕн, пилĕк çул - ĕç пенсийĕ илсе тăма ирĕк паракан чи пĕчĕк стаж. Çав вăхăтрах хĕрарăмсен ĕç стажĕ вырăнне ача çуратас умĕн тата çуратнă хыççăн ача çулталăк çурăна çитиччен пăхма паракан отпуска кĕртме пултараççĕ, анчах ку вăхăт виçĕ çултан ытла пулмалла мар. Арçынсен çарта пулнă икĕ çула та кĕртме пултараççĕ. - Эппин ĕç стажĕ пилĕк çул пулсан, малалла мĕн тума ĕçлемелле тесе калакан та пулĕ? - Çĕнĕ саккун кашни ĕç çыннине ытларах ĕçлеме хистет. Мĕншĕн тесен ытларах ĕçленĕ çул стаж коэффициентне мар пулин те, ку е вăл страхланнă çыншăн пенсин страховкăллă пайне тỹлеме пенсин пухăнса пыракан пайне тỹлемелли взноссем пухăнса пынине пĕлтерет. Страхланнă çулсем нумайрах пулсан, страховкăллă тата ытти тỹлевсем пухăнаççĕ, пенси капиталĕн калăпăшĕ ỹсет - пенси шайĕ хăпарать. Çĕнĕ саккунсемпе килĕшỹллĕн ĕç стажĕ пенси шайĕ çине витĕм кỹмест. Ĕç стажĕ вырăнне взноссем тỹленĕ çул, ĕç укçи вырăнне - харпăр хăй счечĕ çине пухăннă страховкăллă взнос шута илĕнет. Малтан пенсине тухнă чух предприятисенчи кадрсен службисем тăратнă ĕç стажĕпе юлашки 24 уйăхри е 60 уйăхри вăтам ĕç укçи çинчен тăратнă справкăсемпе килĕшỹллĕн пенси органĕсем пенси шутласа панă. Çĕнĕ пенси моделĕнче пĕтĕм учета пенси фончĕн органĕсенче йĕркелеççĕ. Кашни страхланнă çыннăн интересĕсене сыхласа хăварас тата патшалăх обязательствисене çирĕплетес шутпа кашни страхланнă çыннăн харпăр хăй счечĕ çинче страховкăллă взнос мĕн чухлĕ хывăннине çырнă, страховани тỹлевĕсене персонификациленĕ. - Пĕтĕмĕшле пăхсан халь ĕç кĕнекинчи информаци мар - персонификаци учечĕ тĕп вăй йышăнать-и? - Тĕрĕсех. Пенсине тухнă чухне ĕç кĕнекине мар - персонификаци учетĕнчи харпăр хăй пенси счечĕсем çинчи информацине тĕпе хураççĕ. Персонификаци учетĕнче мĕн чухлĕ тỹлемелли çинчен, мĕн чухлĕ тỹлевсем куçарни çинчен сведенисем, пенси капиталĕ ỹсни, çав шутрах пухăнса пыракан пай, страховкăллă пай индексациленни, инвестици тупăшне çырса хуни - пĕтĕмĕшле пенси правипе çыхăннă пĕтĕм сведенисем пур. Пирĕн тĕп задачăсенчен пĕри вăл - çак сведенисем тĕрĕс пулни тата вĕсене тĕплĕн сыхласа упрани пулса тăрать. Çĕнĕ саккунпа килĕшỹллĕн тĕрĕс мар сведени тăратнăшăн ĕç паракансем явап тытаççĕ. Кашни страхланнă çын çулталăкне пĕрре хăйĕн пенси фондĕнче уçнă счетĕнчи сведенийĕсемпе паллашма пултарать, предприятисем тăратакан информаци тĕрĕслĕхне палăртма, çавăн пекех ĕç параканне вĕсене тỹрлетме ыйтма пултарать. Ĕç параканĕ килĕшмесен хăйĕн интересĕсене суд урлă хỹтĕлеме пулать. Кун пек чухне Пенси фончĕ те страхланнă çынсене майлă пулать. - Пенси тỹлесси укçа-тенкĕ енчен епле тивĕçсе пырать? - Районти предприятисемпе организацисем, фермер хуçалăхĕсем, хăй тĕллĕн ĕçлекенсем, пĕр сăмахпа каласан - страховательсем пенси тỹлеме хывнă укçа-тенкĕ çулталăк хушшинче 98 миллион та 879 пин тенкĕпе танлашрĕ. Çав вăхăтрах пенси тỹлеме 209 миллион та 735 пин тенкĕ тăкакларăмăр. Районта пухăннă укçа-тенкĕ пенси тỹлеме 43,8 процент кăна çитрĕ. Дотаци шучĕпе 117 миллион та 775 пин тенкĕ тỹленĕ. - Алевтина Михайловна, çĕнĕ саккунпа пенсие виçĕ пайран - базăллă (тĕп), страховкăллă тата пухăнса пыракан пайран шутланни пирки маларах асăнтăр. Вĕсен уйрăмлăхĕсене ăнлантарса памăр-ши? - Уйрăмлăхĕ вĕсене епле шутласа панинче, пенсине тỹлеме укçа-тенкĕ епле пуçтарăнса пынинче тата укçа-тенке епле тăкакланинче. Пенсин базăллă пайне илес пулсан ку вăл - тивĕçлĕ канăва тухма вăхăт çитнĕ, çавна пула ĕç укçисĕр юлакана патшалăх тỹлекен пособи. ăна патшалăхăн пенсипе тивĕçтерекен системинче страхланнă çынсене шутласа параççĕ. Арçынсен пенсине каймалли вăхăт - 60 çул, хĕрарăмсен - 55 çул. Çыннăн патшалăхăн пенсипе тивĕçтерекен системинче пилĕк çултан кая мар страховкăллă взнос тỹлесе тăнă вăхăт пулмалла. Кун пек чухне, çĕнĕ саккун тăрăх, граждансене пенсине каймалли çула çитсен вăл пенсине тỹлемелли заявлени памасăрах ĕç пенсийĕн пĕр пайне - базăллă пайне тỹлеме пуçлаççĕ, ăна çын малалла ĕçлет пулсан та тỹлеççĕ. Ытти пайĕсене пенсионер заявлени çырнă хыççăн кăна тỹлеме пуçлаççĕ. Пенсин тĕп пайĕн шайне çулсерен федераци бюджетĕнче çирĕплетсе хăвараççĕ. Пенсин страховкăллă пайне палăртассине тата ăна тỹлеме укçа-тенкĕ уйăрассине патшалăх пенси страховани системинче йĕркелесе пыраççĕ. Пенсин страховкăллă пайĕ страхланнă çыннăн ĕç укçин калăпăшĕпе тỹрремĕн çыхăннă. Ĕç укçи мĕн чухлĕ пысăкрах, çавăн чухлĕ унтан страховка укçи нумайрах куçараççĕ, çапла майпа пулас пенсин калăпăшĕ те ỹсет. Взнос тỹлемелли тариф паянхи куна илсен - 28 процент (ял хуçалăхĕнче ĕçлекен предприятисен 20,6 процент), вăл икĕ пая пайланать. Пĕрремĕш 14 проценчĕ пĕрлĕхлĕ социаллă налук шучĕпе пенсин базăллă пайне тỹлеме каять - вăл пурин те пĕр пек, паянхи кун 522 тенкĕ те 38 пус, малашне ăна пенсионерăн пурăнмалли шайăн чи пĕчĕк виçи чухлĕ çитерме палăртнă. Çавăнпа та ĕç укçин шайĕ, унтан тỹленĕ налук шайĕ те базăллă пенси çине тỹрремĕн витĕм кỹмест. Енчен те пенсин тĕп пайне пенсине тухсан обязательнăй майпа тỹлемелле пулсан, пенсин страховкăллă пайне пенсионер хăй палăртнă пек е пĕтĕмĕшпех, е тулли мар пайне илме пултарать, е пĕтĕмĕшпех илмессе пултарать. Ку вара, унăн счечĕ çинче пухăнса пыракан пенси капиталне ытларах пухăннă май, страховкăлла пенси пайĕн шайне хăпартма май парать. Иртнĕ çулхи опыт çакна кăтартрĕ - тĕрлĕ регионсенче пенсине тухакансен йышĕнчен 3-5 проценчĕ çеç пенсин страховка пайне илес мар тесе заявлени çырнă. Паллах, кун пек йышăнăва пысăк ĕç укçи илекенсем, вĕсем пенсине тухсан та ĕçлеме пăрахмаççĕ пулсан, тăваççĕ. Пенсин пухăнса пыракан пайне тỹлеме те ĕç укçинчен страховкăллă взнос тỹлемелле. Анчах та харпăр хăй счечĕ çине пухăнса пыракан пенси пайне тỹлеме килнĕ взнос хальхи пенсионерсене тỹлеме каймасть. ăна кашни страхланнă çынна валли инвестици тупăшĕ хывас шутпа патшалăхăн тупăш кỹрекен хучĕсене инвестицилеççĕ. Ку вара пенсин пухăнса пыракан пайĕн шайне хăпартма май парать. - Пенсине вăхăтра шутласа тата çитерсе парасси, пенси прависене конвертацилесси, персонификаци учетне тĕплĕн туса пырасси, харпăр хăй счечĕ çине информаци кĕртсе пырасси тата ытти чылай кăткăс ĕç тăрать паян пирĕн умра. Пур ыйтăва тĕплĕн туса пыма пенси фончĕн специалисчĕсен те, организацисемпе предприятисен те, страхланнă çынсен те саккунри обязательствăсене палăртнă вăхăтра тата кирлĕ пек туса пымалла, тачă çыхăнса ĕçлемелле.


03 января 2003
00:00
Поделиться