Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

РЕВОЛЮЦИЛЛЕ ПУЛĂМ

Кỹкеçре интернет çыхăнăвĕпе усă курмалли пĕрремĕш обществăлла пункт уçăлчĕ Самани, чăн та, пĕр пек лайăх тăмасть пулсан та республика, çав шутра пирĕн район та малаллах талпăнать. Çакна хăш чухне пулса иртекен савăнăçлă пулăмсем çирĕплетеççĕ. Çĕнĕ çул умĕнхи эрнере Ишекре пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕ уçăлни çинчен эпир пĕлтернĕччĕ. Унашкалли районта виççĕмĕш пулчĕ. Çав кунах районшăн кăна мар, пĕтĕм республикăшăн пĕлтерĕшлĕ тепĕр ĕç пурнăçланчĕ: интернета тỹлевсĕр кĕмелли пĕрремĕш пункт Кỹкеçре, райадминистраци çуртĕнче уçăлчĕ. Унашкаллисем малашне ытти районсенче те пулĕç. Сăмах май, декабрĕн 27-мĕшĕнчех çакăн пек пункт Шăмăршă районĕнче те уçăлмаллаччĕ. Шупашкар район ертỹçи А.П.Князев хăни пулма вăл кун Кỹкеçе ЧР Президенчĕ Н.В.Федоров çеç мар, Раççей Федерацийĕн Экономика аталанăвĕн министерствин корпоративлă управлени департаменчĕн пуçлăхĕн çумĕ Ирина Задирако тата “УСП-Компьюлинк” акционерсен обществин директорĕ Владимир Левченко килчĕç. Райадминистрацин информатизаци пайĕн пуçлăхĕ Д.В.Жаворонкин пухăннисене компьютерлă технологисемпе, РИАС системипе, интернет çыхăнăвĕпе районта мĕнле усă курнине каласа пачĕ, çĕнĕ кабинетпа - интернет пункчĕпе - паллаштарчĕ. Н.В.Федоров хăй енчен общество усă курмалли çак пункта кĕске вăхăт хушшинчех хатĕрлесе çитернĕшĕн кунта ĕçлекенсене лайăх енчен палăртрĕ. Унăн пĕлтерĕшĕ çинчен вара РФ Экономика аталанăвĕн министерствин представителĕ И.Н.Задирако каларĕ. “Интернета кĕмелли черетлĕ вырăн уçăлнă, нимех те мар пек, анчах та ахаль çынсем çакăнпа влаç мĕнле ĕçленине, экономикăри лару-тăрăва тата ыттине тỹрремĕнех пĕлме пултараççĕ,- терĕ вăл.- Çакă хăех обществăри хутшăнусем кăна мар, пурнăç та çĕнĕ шая хăпарнине пĕлтерет. Пирĕн министерство, Çыхăну министерстви пекех, ку ĕçре Чăваш Ене 2003 çулта сумлăн пулăшма палăртать. Çапла сирĕн урлă Раççейри ытти регионсене “йăшăлтатма” хистесе тăрăпăр.” Ку кабинет пирки: “Электронлă Раççей” программăпа уçăлакан пĕрремĕш обьект”,- терĕ “УСП-помпьюлинк” компани пуçлăхĕ те. Ун хыççăн Президент компьютера çавăрса çыхнă хĕрлĕ хăйăва касрĕ. Çакă интернетпа общество усă куракан пункта уçнине пĕлтерчĕ. Кĕçех ун умне Кỹкеçри 1-мĕш шкулăн 8-мĕш класс ачи Данила Илларионов кĕрсе ларчĕ. Пысăк пуçлăхсем администрацинчи ларусен залне пресс-конференци ирттерме анчĕç. Çакнашкал пункт е центр уçнине Н.В.Федоров Президент яла пĕрремĕш радио е телевизор килнипе танлаштарчĕ. “Раççейре те пĕрремĕш çак япала - революцилле пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен вăл ялпа хула хушшинчи уйрăмлăха чăннипех пĕтерме май парать. Компьютерпа кирлĕ пек ĕçлеме пĕлмесен Раççейри нихăш регион та XXI ĕмĕрте тивĕçлипе палăрмĕ. Электронлă почтăпа усă курни, сăмахран, çырăва питĕ хăвăрт (3-5 минут хушшинче) кирек ăçта тата йỹнĕрех хакпа çитерет. Интернет вара влаç тытăмне уççăнрах, хутшăнусене тачăрах тăвать”,- терĕ Николай Васильевич.


04 января 2003
00:00
Поделиться
;