Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

РЫНОК АЛĂКĔСЕМ УÇĂЛЧĔÇ

Рынок экономики тетпĕр, çав вăхăтрах хамăрăн район центрĕнче - Кỹкеçре - пасара тухса кĕмелли пĕр паллă вырăн та çукчĕ. Тинех ку çитмелĕх хыçа юлчĕ. Мĕншĕн тесен поселок центрĕнче икĕ хутлă капмар та илемлĕ çурт хăпарса ларчĕ. ăна вырăнти “Гривис” пĕчĕк предприяти пуçарăвĕпе тата вăйĕпе çĕкленĕ. - Шупашкар районĕнче кунашкал пасар çурчĕ пулманччĕ-ха. “Гривис” ертỹçисем тата строительсем тăрăшнипе суту-илỹ тумалли лайăх вырăн халь Кỹкеçре те пур. Апла пулсан хамăра кирлĕ тĕрлĕрен тавара туянма малашне хулана çỹремĕпĕр, кунтах илĕпĕр,- терĕ рынока уçнă чухне район администрацийĕн пуçлăхĕ А.П.Князев.-Унсăр пуçне кунтах чĕрĕ аш-какай, тин çеç çитĕнтернĕ пахча-çимĕç туянма пулĕ. Пасара уçмашкăн райадминистраци ертỹçи килни - ăнсăртран мар. Республика кăларакан аш-какайăн 30 процентне пирĕн районта туса илеççĕ, çавăн пекех - чи нумай пахча-çимĕç. Анчах ку таварсене эпир тĕрлĕ хуласенчи пасарсенче куратпăр, нумай чухне Кỹкеçсем, ытти ял-поселоксенче пурăнакансем вĕсене аякра туянса илсе килеççĕ. Малашне ку тĕрĕсмарлăх пĕтмелле. Унсăр пуçне, А.П.Князев каланă тăрăх, çĕнĕ 60 ĕç вырăнĕ уçăлмалла, паллах, вĕсене кунта пурăнакансем йышăнĕç. - Пĕтĕмĕшпе илсен пирĕн позици çакăн пек: уçăлакан кирек хăш суту-илỹ предприятийĕ те чи малтан район халăхне усă кỹтĕр, унта пирĕн район çыннисем ĕçлеччĕр, хамăр патăмăрта кăларакан продукци сутăнтăр, вăл тухăçлă ĕçлесе ытти бюджетсем пекех район бюджетне тулма пулăштăр, çакă районти социаллă пурнăçа та çỹллĕрех шая хăпартма май парĕ,- палăртрĕ Анатолий Пантелеймонович. Уçăлнă чухне çавăн пекех Кỹкеç поселок администрацийĕн ертỹçи В.В.Вершинин, “Гривис” предприяти пуçлăхĕ В.П.Григорьев сăмах каларĕç. Шалта вара çутă, маччасем çỹллĕ, продукт сутакансене те - вĕсем аялти хутĕнче, промышленность таварĕсем сутакансене те хăйсене кирлĕ оборуованисем лартса, условисем туса панă. В.П.Григорьев каланă тăрăх, кунта хулари пекех суту-илỹ ĕçне çỹллĕ шайра йĕркелеме майсем çителĕклĕ. Енчен те сутуçăсенчен е тавар туянакансенчен мĕнле асăрхаттару е сĕнỹ пулас-тăк, вăл пурне те шута илме хатĕр. Уçнă чухне пулса кунта кĕрсе курнисем кăмăллă юлчĕç, хăшĕ-пĕри çĕнĕ çĕрте пĕрремĕш хут тавар туянчĕ.


09 января 2003
00:00
Поделиться