САККУНЛĂХПА ÇЫНЛĂХ ХỹТĔЛЕВÇИСЕМ
Январĕн 12-мĕшĕ прокуратура ĕçченĕсен кунĕ
Ыран, январĕн 12-мĕшĕнче прокуратура ĕçченĕсем хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ. Çак паллă кун ячĕпе район прокурорĕ И.И.Сорокин редакци хăни пулса пирĕн темиçе ыйту çине хурав пама вăхăт тупрĕ.
- Илья Иванович, 1722 çулта Пĕрремĕш Петĕр патша прокуратура туса хуни çинчен калакан указа алă пусса çирĕплетнĕ чухне “Сей чин - око наше”,- тенĕ. Унăн пĕлтерĕшне паянхи кунпа еплерех танлаштарма пулать?
- Прокуратура системинче тăрăшакансен паянхи ĕçĕ чылай анлăрах. Халĕ пирĕн çине саккунсене тата саккунлăха çирĕп тĕрĕслесе тăрасси çеç мар, этем прависене хỹтĕлесси те тиенет. Кунсерен: çĕр, çурт-йĕр, ĕçри тавлашу, налук, ĕç сыхлавĕ тата ытти ыйтусемпе вун-вун çын кĕрсе тухать. Çав вăхăтрах пенсионерсемпе инвалидсен кăткăс ыйтăвĕсене татса памалла.
- Халăха ĕç укçи вăхăтра тỹлеменнипе те эсирех ĕçлетĕр.
- Ку енĕпе çакна калама пултаратăп. Кăçал кăна администраци енĕпе йĕркене пăснă должноçри 116 ертỹçĕне айăпланă. Вăл шутра ĕç укçи вăхăтра тỹлемен пирки явап тытнисем те сахал мар. Пĕр сăмахпа каласан актуаллă, паянхи кунхи чи çивĕч ыйтусене сахал мар татса пама тивет. Çавна пулах пулĕ тĕрлĕ ыйтупа килекенсен йышĕ те ỹссех пырать.
- Çапах та преступлени çулĕ çине тăнисемпе, уйрăмах йывăр (çынна вĕлерни, йывăр амантни) преступленисене уçса парасси сирĕн чи пирвайхи тивĕç теме пулать ĕнтĕ.
- Тĕрлĕ преступленисен шучĕ çулсерен ỹссе пырать. 2000 çулта суда 32 уголовнăй ĕç ярса панă пулсан, иртнĕ çул А.Н.Толстокорыйпа В.С.Николаев следовательсем 42 ĕçе суда янă. Уйрăмах çакна палăртса хăварас килет. Преступленисен ытларах пайĕ эрех-сăрапа ашкăннипе пулса иртет. Халăхшăн, пирĕн пурнăçшăн çак сиенлĕ пулăмпа япăх кĕрешетпĕр. Манăн, уйрăмах ял администраци пуçлăхĕсене ятлас килет. Хăйсен территорийĕсенче вăрлассине, хирĕçессине пĕтерес тĕллевпе вĕсем начар ĕçлеççĕ. Тĕллевлĕ профилактика ĕçĕсем ытларах ирттермелле, вĕсем ячĕшĕн çеç ан пулччăр. Культура учрежденийĕсенчех эрех ĕçсе çапăçнă тĕслĕхсем те сахал мар.
Хăш-пĕр хуçалăхсенче хаклă пурлăх упранакан вырăнсенче те хуралçăсем çук. Ку енĕпе манăн “Чувашский бройлер” акционер обществин директорне Николаев Вадим Ивановича ырăпа асăнас килет. Кукăр алăллисем кунтан нимĕн те илсе тухаймĕç.
- Усала курать - усал пулать, лайăха курать - лайăх пулать тенĕ ваттисем. Аслисем ачасем умĕнчех ĕçетпĕр, вăрлатпăр.
- Чăнах та воспитани ĕçĕ япăххине те каламалла. Ашшĕ-амăшĕ ĕçет, ачасем ирĕклĕн çапкаланса çỹреççĕ. Вăрлама хăнăхаççĕ, çамрăклах эрехпе туслашаççĕ. Иртнĕ çул кăна авă, питĕ йывăр преступлени тунă, çул çитмен 5 çамрăка айăпланă. Каларăмăр, кусем йывăр преступлени тунисем. Дача çурчĕсенчен, хваттерсенчен, шкулсемпе ытти учрежденисенчен вăрлакансем мĕн чухлĕ тата.
- Илья Иванович, каларăр ĕнтĕ. Сирĕн пата тĕрлĕ ыйтупа сахал мар çын килет. Вĕсен пур ыйтăвне те татса пама май пур-и?
- Хамăртан мĕн килнине эпир йăлтах тума тăрăшатпăр. 2002 çулта пирĕн пата 494 çăхав килнĕ, вĕсенчен 83-шне туллин тата ăнăçлă татса панă. Юлашкинчен çакна каласшăн. Камăн мĕнле ыйту пур, тархасшăн кĕрĕр, эпир пулăшма яланах хатĕр.
- Илья Иванович, тавах пирĕнпе калаçма вăхăт тупнăшăн.
Прокуратура ĕçченĕсен професси уявĕ ячĕпе Сире тата сирĕн системăри пур ĕçченсене те ĕçре ăнăçу, çирĕп сывлăх та телей сунатпăр.