Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

САВĂНМАЛЛИ ТЕ, ХУРЛАНМАЛЛИ ТЕ ПУР

Районти шалти ĕçсен пайĕнче вăй хуракансем 2002 çулăн пĕтĕмлетĕвĕсене, умри задачăсене пăхса тухма канашлу йĕркелерĕç. Унта ЧР шалти ĕçсен пайĕн ертỹçи А.В.Тарасов, шалти ĕçсен министрĕн çумĕ В.Г.Григорьев, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - халăха социаллă хỹтлĕх кỹрекен уйрăмăн пуçлăхĕ А.А.Константинов, районти халăх сучĕн председателĕ Г.И.Семенова, район прокурорĕ И.И.Сорокин пулчĕç. Малтанах А.В.Тарасов пĕтĕмлетỹ турĕ. Вăл палăртнă цифрăсем ытлашши савăнтармаççĕ. Çулталăкра район территорийĕнче саккуна хирĕçле 806 ĕç тупса палăртнă. 2001 çулпа танлаштарсан, преступлени тăвасси 40,6 процент чакнă. Криминаллă милици енĕпе усал ĕç пурнăçласси палăрмаллах сахалланни савăнтарать. Йывăр преступлени тăвасси 58,4 процент, саккуна хирĕçле питĕ йывăр ĕç тунă тĕслĕх 7,5 процент, çынна вĕлерни 18,8 процент, пусмăрлани 69,0 процент, хваттертен япала вăрлани 50,4 процент, пусмăрласа çаратни 36,1 процент, хурах пусни 33,3 процент, хăратса туртса илни 53,8 процент чакнă. Кунта учетра тăракан çынсемпе уйрăммăн калаçни те, предприяти, учреждени, организаци ертỹçисемпе ăнлантару ĕçĕсем ирттерни те, тĕрлĕ профилактика мероприятийĕсем йĕркелени те самай витĕм кỹнĕ. Милицисен яваплă ĕçченĕсем тăрăшнипе пĕтĕм преступленисен 63,8 процентне уçса панă (2001 çулта 53,8 процент пулнă). Тупса палăртайманнисенчен хăшĕсем специалистсене преступлени тунă вырăна транспорта пула вăхăтра кăларса ярайманнипе, милици ĕçченĕсем çитменнипе çыхăннă. 2001 çулхипе танлаштарсан, обществăлла хăрушсăрлăх милицийĕн енĕпе обществăлла вырăнсенче тунă преступленисен шучĕ 17-рен 27-е çитни, преступлени тунине уçса палăртасси 13,7 процент таран чакни хамăрăн юратнă ялсем тăрăх пĕр шиксĕр утма тăхтамаллине кăтартать. Обществăлла вырăнта тунă ĕçсене регистрацилени çакна кăтартать: 6-шне çул çитмен ачасем, 9-шне ỹсĕр çынсем, 5-шне маларах судпа айăпланнисем пурнăçланă. Обществăлла вырăнти 27 преступленинчен 8-шне ушкăнпа тунă. 8181 гражданина административлă майпа явап тыттарнă. Çамрăк ăру - пирĕн пуласлăх. Анчах паянхи яш-кĕрĕм хăйсене лайăх енчен кăтартасшăнах мар. Акă 2002 çулта çул çитмен ачасем 64 преступлени тунине регистрациленĕ. Çак кăтарту малтанхи çулпа танлаштарсан 16,9 процент сахалтарах. Çулран-çул ача-пăча пурнăçлакан киревсĕр ĕç хисепĕ чакнине итлесе ларма кăмăллă. Анчах пирĕн районăн кăтартăвĕ республикăри вăтам кăтартуран 1,8 процент нумайрах пулни яш-кĕрĕмпе тата та нумайрах ĕçлемеллине калать. Нумай ялта культура çурчĕсем кану кунĕсенче те пысăк çăрапа питĕрĕнсе тăнине курма пулать. Çамрăксен ăçта кайса кĕмелле? Ирĕксĕрех урам тăрăх тухса "сулланаççĕ". Кăштах "киккирикĕ хĕрсен", вăя ниçта хурайманнипе иртсе пыракана çапса антараççĕ. Çак çул пĕр çамрăк çынна вĕлернĕ тĕслĕх те пур. Юлашки çулсенче çамрăксем хушшинче çын пурлăхĕпе пуйма шутлакансен йышĕ ỹсни сисĕнет. Криминаллă ĕçпе ытларах 16-17 çулхисем (пĕтĕмпе 44 çамрăк) 14-16 çулхисем (36 яш-кĕрĕм) çыхланаççĕ. Ачасене преступлени çулĕ çине тăрассинчен сыхлас тесе милици ĕçченĕсем тĕрлĕ операци ирттереççĕ: "Двор", "Кража", "Безнадзорность", "Подросток"... Çавăн пекех ашшĕ-амăшсемпе тĕл пулса калаçаççĕ, ачасем вĕренекен вырăна тухса çỹреççĕ. Çул çинче аварисен хисепĕ ỹсни те питех савăнтармасть. 144 автоаварире 53 çын пурнăçран уйрăлнă, 163-шĕ сусăрланнă. Çавăн пекех шалти ĕçсен пайĕнче вăй хуракансен хăйсен дисциплини пирки те сăмах каламасăр хăвармарĕç. Паян милици ĕçченĕсенчен нумайăшĕ халăхшăн тĕслĕх пулмаллине манать пулмалла. Вĕсен яланах дисциплина енчен çирĕп пулмалла, хăйсене хăйсем тытма пĕлмелле. "Манăн милици мана сыхлать" каларăша та асра тытмалла. Халăх вĕсем çине шанса пурăнтăр.


13 января 2003
00:00
Поделиться