ТЕЛЕЙЛĔ ÇУЛ ПУЛТĂР
Çул çинче çỹрекенĕн нуши пысăк. Ваттисенчен те час-часах “çула тухассинчен темрен хăранă пек хăратăп” текен сăмахсене илтме пулать. Ара, çапла пулмасăр. Пĕрремĕшĕнчен автобусне кĕтсе илеймесĕр халтан каятăн, тепринчен сан кĕтнĕ транспорту чарăнăва çитсен те е лараятăн, е çук. Палăртнă вырăна каймашкăн сана кирлĕавтобус чарăнăвне çитес тесен темиçе километр утмалла пулсан, пушшех те чĕр нуша. Ăшă кунсенче çакă ытлашши тарăхтармасть. Çумăр лỹшкенĕ, çил-тăман алхаснă кунсенче ирĕксĕрех çỹç вирелле тăрать.
Апаш тăрăхĕнче пурăнакансемшĕн çулçỹрев кăштах çăмăлланĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн виçĕм кунтан вара кунта Эсеккасси-Паçпак-Апаш-Шупашкар маршрутпа “ГАЗель” çỹреме пуçларĕ. “Çак маршрута йышăнупах çирĕплетнĕпулсан, паллах, вăхăтлăха кăна çỹрекен пулмĕ. Вăхăт иртнĕçем аслă çултан аякра вырнаçнă асфальт сарнă ялсене маршрутсем уçма тăрăшăпăр”,- пухăннă çынсен умĕнче сăмах илчĕрайон администрацийĕн пуçлăхĕА.П.Князев. Г.Н.Софронов предприниматель халăх килĕшнĕхыççăн “ГАЗель” хуларан ирхине 5 сехет те 50 минутра , каçхине 17 сехет те 15 минутра çула тухассине, юлашки чарăну шĕкĕр Шупашкарта чукун çул вокзалĕумĕнче иккенне, билет хакĕ13-14 тенкĕрен хаклă пулманнине, автобус çул çинче 40-45 минут ирттернине пĕлтерчĕ. Хĕллехи вăхăтра автобус кунне икĕхут рейс тăвĕ, çулла вара халăх ыйтнипе çĕнĕрасписани йĕркелĕç. Транспорт çăмăллăхсемсĕр пулин те, пенсине тухнă çынсен куçĕнче савăнăç хĕлхемĕ ялкăшрĕ. Ара, вĕсене çур километр утасси те мĕне тăрать. Халĕпĕр шухăшсăрах кирлĕвырăна çитме пултараççĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕырă хыпар татах пĕлтерчĕ. Çитес вăхăтра Апаш ял администраци территорийĕнче археологи ыйтăвĕсемпе пысăк конференци иртмелле, федераллă çул тăрăх вышкăсем лартнă хыççăн малашне сотовăй телефонсем çине куçма йỹнерех пуласси тата ытти. Çакăн хыççăн пĕрремĕш рейс çула тухрĕ. Телейлĕçул пултăр Апаш территорийĕнче пурăнакансене.