Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

УЯВ ИРТЕТ - ЫЙТУ ЮЛАТЬ

Пичет кунĕнче манăн хаçатсемпе журналсем провинцире пурăнакан ахаль çыннăн пурнăçне епле витĕм кỹни пирки сăмах пуçарас килет. Район шайĕнче хаçат пĕлтерĕшĕ мĕнле-ши? Район тата республика пурнăçĕпе кăшт та пулин кăсăкланакан кашни çыншăн вăл чăнлăха тухмалли алăк. Кỹкеçре 1996 çултанпа пурăннă май, эпĕ те "Тăван Ен" пирки хамăн шухăш-кăмăлăма пĕлтересшĕн. Çак çулсенче манăн кун-çулăм райхаçат редакцийĕн коллективĕпе тачă çыхăнчĕ. Ăна пулах эпĕ хамăн пурнăçăн пĕлтерĕшне тупрăм. Анчах хальхинче ун пирки мар сăмахăм. Пĕлтĕр "Тăван Ене" унччен республика хаçатĕнче вăй хунă çĕнĕ журналист ертсе пыма пуçларĕ. Вăл килнĕренпе тираж чакасси чарăнса ларчĕ. Хаçат тусĕсен шучĕ кăçалхи çур çуллăха 300 çын ытла ỹсрĕ. Апла пулсан, сахалтан та тепĕр 1000 çын районăн активлă гражданинĕ пулса тăчĕ. Хаçат интереслĕрех пулса тăнине сăнама кăмăллă. Тĕрлĕ енлĕ критика стайисем хăюллăнрах кун çути курма пуçларĕç. Чăваш пичечĕн кунĕнче манăн район хыпарçин шалти содержанине малалла улăштарассишĕн мĕнпур позитивлă вăя аталантарса пыма чунтан вăй сунас килет. Çав вăхăтрах хама пăшăрхантаракан шухăшăма уçса парасшăн. Чăваш калаçу чĕлхи вырăс сăмахĕсемпе тĕлĕнмелле çỹпĕленнĕ. Сăмах май, чăваш чĕлхи çеç мар. Эпĕ вунă çула яхăн Мари Республикинче пурăннă май, "икчĕлхелĕхе" унта та асăрханăччĕ. Çавна май чăваш калаçăвне вырăс сăмахĕсенчен тасатмаллине ăнлантарса парасси хаçатăн тĕп утăмĕ пуласса шанатăп. Чăваш чĕлхи темле йывăр чĕлхепе калаçакан чăваш - ертỹçĕсене хăюллăрах питлемелле. Вырăслипе çăмăллăнах улăштаракан сăмахсемшĕн вĕсене намăс пултăр. Ертỹçĕсене кура кайран ахаль çынсем те число, уйăх, кун ячĕсене тата ыттине те чăвашлах калĕç. Юрий Сементере итлеме кăмăллă, çав вăхăтрах урамри чăвашсен калаçăвне йышăнма епле йывăр. Енчен те пирĕн республикăра патшалăх чĕлхи иккĕ пулсан "Тăван Ене" пĕтĕмпех вырăсла кăларма вăхăт мар-ши? Çакна та шута илмелле пек туйăнать. Çамрăксен кăларăмне кун çути кăтартасси те çивĕч проблема. Вĕсен тематики питĕ анлă. Кунтах вĕренỹ те, ĕçе вырнаçасси те, çар та, çемье те япăх витĕм кỹрекен наркоманипе алкоголизм та, преступлени тăвасси тата ытти вун-вун ыйту. Чăваш пичечĕн кунĕнче çаксем хумхантараççĕ мана. Уяв иртет - татса паман ыйтусем юлаççĕ. Хаçат малаллах пурăнать. Анчах çĕнĕ утăм тумасăр. "Тăван Ен" вара район пурнăçĕн политикипе, экономика, общество тата социаллă пурнăç аталанăвĕпе паллаштаракан пĕртен-пĕр информаци çăл куçĕ пулса тăрать. Эфир вăхăчĕ хĕсĕккине пула телевидени те, радио та пичет кăларăмĕн лайăх енĕсемпе танлашаймаççĕ. Хаçат чылай япала пирки пĕлтерет, ăна нумайăшĕ вулать. Юлашкинчен эпĕ Пичет кунĕ ячĕпе Кỹкеçри издательство çуртне, "Тăван Ен" хаçатăн редакцине, штатра тăман авторсене тата вулакансене саламласа çирĕп сывлăх, тухăçлă ĕç, пур енлĕ ăнăçу сунатăп.


22 января 2003
00:00
Поделиться