Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

Н.ПАРТАСОВА Çамръксене юрату сунчç

Çамръксен пуçарулъхĕ - Чъваш Ен пуласлъхĕ” ятпа иртрĕ январĕн 23-мĕшĕнче республикъри çамръксен форумĕ. Пирĕн районтан унта 9 делагат хутшънчĕ. Çамръксен аслъ пухъвне Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Н.Ю. Партасова килнĕ. Форума Чъваш Республикин çамръксен ыйтъвĕсемпе ĕçлекен комитет председателĕ Е.Г. Петров ертсе пычĕ. “Пирĕн республикъра çамръксен ыйтъвĕсемпе ĕçлесси çулсерен въй илсе пырать. 2002 çулта къна, акъ, темиçе нормативлъ документ йышънтъмър. Республика Президенчĕн мартън 6-мĕшĕнче алъ пуснъ Указĕ пурнъçа кĕрсе пырать те ĕнтĕ. Въл çамрък çемьесене çурт тума е хваттер туянма пулъшасси, пултаруллъ, тĕрлĕрен çитĕнỹсем тунъ 1000 çамръка уйъхсерен 500-шер тенкĕ стипенди парасси тата ытти те,- терĕ Наталия Юрьевна хъйĕн саламлъ съмахĕнче. Çамръксене лайъх пĕр сĕнỹ пачĕ. - çç въл - ĕç, вĕренỹ въл - вĕренỹ, карьера въл - карьера. Манън сире юрату сунас килет, юратър, ача-пъча çуратмалли çинчен манса ан кайър. Пирĕн Правительство сире ку ĕçре çитĕнỹсем тума хушать”. Залра ларакансем ку съмахсене тъвъллън алъ çупса кĕтсе илчĕç. Пирĕн Правительствъна çакън пек илемлĕ, ъслъ тата çамрък хĕраръм ертсе пыни делегатсенче мънаçлъх туйъмĕ въратрĕ. Е.Г.Петров хъйĕн докладĕнче вара республикъри çамръксен ĕçĕ-хĕлĕ çинче тĕплĕн чарънса тъчĕ. Районсемпе хуласенчи ĕçлекен çамръксем çинчен, вырънта çамръксен политики енĕпе мĕнле ĕçлени çинчен каласа пачĕ. Съмах май, форум ĕçне Муркаш район администрацийĕн пуçлъхĕ В.И.Вязов хутшънчĕ. Ун пирки социаллъ политика министрĕ П.С.Краснов “яланах çамрък” терĕ. Тухса калаçакансем чылай пулчĕç. Чи интересли, усълли вара Йĕпреç район администрацийĕн çамръксемпе ĕçлекен пай пуçлъхĕ Н.Рузаева хъйĕн ĕç опычĕпе паллаштарни. Ку районта 14 ял администрацийĕ, кашнинчех çамръксемпе ĕçлекен ятарлъ специалист пур. Пурте аслъ пĕлỹллĕ, пуçаруллъ. Йĕпреç çамръкĕсен шучĕ пурĕ те 7 пине яхън. Вĕсемпе 15 çын ĕçлеççĕ. Пирĕн районта вара 16 пин çамрък, çитменнине хула çумĕнче пурънатпър. 23 специалист ял администрацийĕсенче тата район шайĕнче тепĕр ертсе пыракан пулсан пирĕн районта та преступленисен, çамръксем умне сиксе тухакан йывърлъхсен шучĕ чакнъ пулĕччĕ. Вĕсен опычĕпе районти предприятисемпе организацисен ертỹçисене паллаштаръпър, уйръм калаçусем ирттерĕпĕр. Ял администрацийĕсен пуçлъхĕсем малтанлъха обществълла майпа пуçънса çамръксемпе ĕçлеме къмъл тъвакан хĕрỹ чĕреллĕ, пуçаруллъ ятарлъ çынсем уйърасса шанас килет. Форум вĕçĕнче тĕрлĕ конкурссен çĕнтерỹçисене, ĕçре сулмаклъ утъмсемпе малта пыракансене, уйръм ỹсĕмсем тъвакансене парнесем, дипломсемпе грамотъсем парса чыс турĕç. Вĕсенчен пĕри - Апашри вътам шкул вĕренекенĕ Венера Комиссарова, республикъри “Çамръксем наркотиксене хирĕç“ акцин плакат ỹкерчĕкĕсен конкурсĕнче 2-мĕш вырън йышъннъскер.


25 января 2003
00:00
Поделиться
;