УЯВРА ПИРЕ ТЕ ЧЫСЛАРĔÇ
Массăллă информаци хатĕрĕсене епле кăна хакламаççĕ пулĕ. Вăлах - тăваттăмĕш влаç та, вăлах - общество тĕкĕрĕ те. Чăнах та, тен, яланах пултараймасть, çапах та пурнăçа тĕрĕс те пур енлĕн çутатма тăрăшать журналист. Çавăншăн юратать те ăна вулакан, итлекен, куракан.
Ытлари кун, январĕн 22-мĕшĕнче, тĕп хуламăрти Пичет çуртне массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем пуçтарăнчĕç. Ахаль мар, професси уявне. Вăл кун Чăваш пичечĕн кунне официаллă майпа паллă турăмăр. Пирĕн республикăра чи пĕрремĕш чăваш хаçачĕ кун çути курнипе çыхăнтарса пуçарнă çак уява тăваттăмĕш çул палăртаççĕ.
Чăваш пичечĕн кунне калем ăстисене, теле- тата радио журналистсем çеç мар, хаклă хăнасем те хутшăнчĕç. Вĕсен шутĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Н.Партасова, федераллă округăн Чăваш Республикинчи представителĕ А.Муратов, ЧР Патшалăх Канашĕн культура енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Е.Сергеева, экономика аталанăвĕн министрĕ М.Илларионова, вĕрентỹ министрĕ Г.Чернова, культура тата национальноçсен ĕçĕсен министрĕ О.Денисова, шалти ĕçсен министрĕ В.Антонов, çамрăксем енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Е.Петров, ЧР Президент Администрацийĕн информаципе тишкерỹ управленийĕн пуçлăхĕ С.Чекменева пулчĕç.
Паянхи кун пирĕн республикăра çĕре яхăн тĕрлĕ хаçат тухса тăрать. Пĕтĕмĕшле тираж 800 пин экземплярпа танлашать. Чăваш пичечĕн кунĕ журналистсемшĕн çеç мар, полиграфи предприятийĕсенче, кĕнеке издательствинче ĕçлекенсемшĕн те уяв. Вулакан патне хаçат-журнал вăхăтра çиттĕр тесе тăрăшакансем те тав сăмахне илтме тивĕç.
Савăнăçлă пухăва ертсе пынă ЧР вице-премьерĕ - пичетпе информаци министрĕ Н.Володина уяв телеграммисемпе паллаштарчĕ. Чăваш пичечĕн кунĕпе Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем А.Аксаков тата А.Котюсов саламланă.
Уявра вун-вун журналист тĕрлĕ грамотăпа тав сăмахне тивĕçрĕ. Çавсен шутĕнче "Кỹкеçри издательство çурчĕ" РПУПра тимлекен икĕ çын та пулчĕ. Пĕри - "Тăван Ен" хаçатăн операторĕ Г.Львова, тепри - предприятин йĕрке шăратакан машина наборщици Г.Андриянова. Вĕсем РФ Пичет, телерадиовещани тата массăллă коммуникаци хатĕрĕсен министерствин Хисеп грамотине тивĕçрĕç. "Тăван Ен" хаçата та уявра палăртрĕç. Район хыпарçи хуласемпе районсен хаçачĕсем хушшинче виççĕмĕш вырăна тивĕçнĕ. Шалти ĕçсен министерстви çулсерен ирттерекен конкурсра "Тăван Ен" кăçал та мала тухма пултарчĕ. Хальхинче - пĕрремĕш. Уншăн ăна видеоплеер лекрĕ.