Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

Çĕр лаптăкĕпе тĕрĕс усă курМАЛЛА

* Ял администрацийĕсен ĕçĕ-хĕлĕ Сарапакасси ял администраци территоринче вырнаçнă 8 ялти (Çатракасси, Сарапакасси, Мокшин, Хурăнлăх, Пикшик, Самуккасси, Шоркка, Колешша) 740 хуçалăхра 1705 çын пурăнать. Кунти йывăр лава Владимир Павлович ДИМИТРИЕВ туртма пуçлани виçĕ çул çитрĕ. Çак вăхăтра туса ирттернĕ ĕçсем çинчен каласа пама тата паян хумхантаракан ыйтусене хуравлама вăл, вăхăчĕ хĕсĕкрех пулин те, хаваспах килĕшрĕ. - Калаçăва çĕр ыйтăвĕнчен пуçлар-ха. Пирĕн кашниех унпа çыхăннă. - Ял администрацийĕн пĕтĕмпе 3 пине яхăн гектар çĕр. Çакăнтан халăха пурĕ 666,75 гектар çĕр тивĕçет. 2003 çулччен çĕре арендăна парас тĕлĕшпе ĕçленĕ. Пĕтĕмпе 218 арендатор пулнă. Кăçалтан вара çав ĕçе районти экономика уйрăмĕ йĕркелесе пырать. Паллах, пире тăрантаракан, тумлантаракан çĕр-аннемĕрпе усă курнăшăн эпир кĕмĕл тытса юлатпăр. Хушма хуçалăха аталантарма çĕр илнисем 1 соткăшăн 19 пус кăларса хураççĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕн йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн арендаторсем 10 сотка çĕршĕн 300 тенкĕ тỹленĕ. Çĕре арендăна илсе ĕçлекенсем ытларах Çатракассинче. Поселок пулнă пирки хăйсен çумĕнче вĕсен çĕр сахалрах. Çавăнпа та саккунпа памалли юлашки гектарĕсене хире уйăрса панă. Ĕçлеме ỹркенменнисем çак лаптăк çумнех тата темиçешер сотка арендăна илеççĕ. - Çĕрпе усă куракансем саккуна пăсни тĕл пулмасть-и? - Çĕршĕн налук пуçтарасси çивĕч тăрать. Арендаторсем хăйсен тивĕçне пĕлеççĕ, вăхăтрах кĕмĕл тỹлеççĕ. 1992 çулта саккунпа килĕшỹллĕн çĕнĕ çурт тăвакансене пурне те çĕр уйăрса панă. Вĕсен кашни çул налук тỹлемелле. Укçа вăхăтра тỹлеме маннăскертен хамăр шыраса çỹретпĕр. Халĕ вăл çынсенчен нумайăшĕ Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта, Мускавра пурăнни курăнать. Раççей тулашĕнче вырнаçнă тĕслĕх те пур. Палăртнă адреспа çырусем яратпăр. Нумайăшĕ каялла килеççĕ. Паянхи куна вунна яхăн çын палăртнă адреспа пач та пурăнманни паллă. Пирĕн çырăва илсен те килсе тỹлеменнисене 2002 çулта тухнă саккунпа килĕшỹллĕн суда паратпăр. Кашнийĕн çĕр лаптăкĕпе тĕрĕс, саккуна пăхăнса усă курас пулать. - Юлашки çулсенче çамрăксем яла ытларах юлма пуçларĕç. Нумай ялта “Çамрăксен урамĕ” тенине илтме пулать. Сирĕн территоринче еплерех? - Чăнах та, халĕ çамрăксем çемье çавăрса çурт лартса ялтах тĕпленсе пурăнасшăн. Сăмах май, çавна каласа хăвармалла - Сарапаккасси çамрăксенчен чи пуянни. Кашни çулах чул çуртсем хăпараççĕ. Пĕтĕмпе 10 çĕнĕ урам уçнă. 495 çĕнĕ çурт лартма çĕр уйăрнă. Çакă каллех çамрăксем яла туртăннине кăтартать. - Шкулсем те çĕр лаптăкĕсем илеççĕ. Вĕсемпе мĕнле усă кураççĕ? - Пирĕн территоринче Çатра Хочехматри вăтам пĕлỹ паракан шкул вырнаçнă. Шкул çумĕнче 7,6 гектар, унсăр пуçне уйра 5 гектар çĕр пур. Ачасене столовăйĕнче апатлантарма кăшман, кишĕр, çĕр улми, купăста туса илеççĕ. Кашни çул иртекен “Чи лайăх шкул çумĕнчи участок” конкурсра та пĕрре мар çĕнтернĕ вĕсем. - Çут тĕнчерен уйрăлакансен йышĕ хальлĕхе çуралаканнисенчен пысăкрах. Çакă витĕм кỹмест-и? - Ытлашшиех мар. Анчах пĕр самант пур. 8 яла 5 масар пирĕн. Паянхи кун Шоркка ялĕнче çĕнĕ масар уçасси пирки ыйту тăрать. Мĕншĕн тесен çак ялăн вăл питĕ аякра вырнаçнă. Чукун çул урлă каçмалли вырăна хупман чухне унта çитме тỹррĕн пĕр-ик километр кăначчĕ. ăна хупсан халăх тавран çỹреме тытăнчĕ. Кĕрлĕ-çурлă çумăр çунă, хĕлле çил-тăман тустарнă чухне питĕ кансĕр. Ял халăхĕ çывăхрах масар уçас пирки çырупа тухрĕ. Çак ыйтупа ĕçлеме пуçланă. - Ял администраци территорийĕнче тасалăх пирки мĕн каланă пулăттăр? - Пирĕн тăрăхра ку ыйту пĕрремĕш вырăнта тăнă. Урамри çỹп-çап камшăн лайăх? Никамшăн та. Халĕ 8 яла та газ кĕртнĕ хыççăн çурт умĕнче вут-шанкă сапаланса выртасси пĕтсе пырать. Кашни çулах районта ирттерекен конкурссене хутшăнатпăр. Халăх тасалăх хамăртан килнине ăнланса урамсене, хуçалăхсене тирпейлет. 1999 çулта Пикшик ялĕ “Районти чи лайăх ял”, 2000 çулта Çатракассинчи Центральнăй урам “Районти чи лайăх урам”, Сарапакассинчи Трофимовсен çемйи “Районти чи лайăх уйрăм хуçалăх”, Çатра-Хочехматри шкул “Районти чи лайăх шкул çумĕнчи участок” номинацисенче пĕрремĕш вырăна тухрĕç. 2001 çулта пирĕн шкул 2-мĕшне тухрĕ. Колешшари Егоровсен хуçалăхĕ чи лайăххине палăртрĕç. 2002 çулта комисси членĕсем Шорккари Октябрьский урамĕ пур енчен те чи таси пулнине, шкул çумĕнчи участок чи лайăххине пĕлтерсе пĕрремĕш вырăн пачĕç. * В.П.ДИМИТРИЕВ пуçлăх.


29 января 2003
00:00
Поделиться