ПИРĔН ХУТШĂНУСЕМ ÇИРĔПЛЕНСЕХ ПЫЧЧĔР ĂНЛАНУСĂРЛĂХ ВАРА Ç
Пичет кунне халалланă хăйĕн статьинче (январĕн 22-мĕшĕ) пирĕн штатра тăман корреспондент С.Витков паянхи “Тăван Ен” çинчен: “Тираж чакасси чарăнса ларчĕ. Хаçат тусĕсен шучĕ 300 ытла çын хушăнчĕ. Апла, сахалтан та тепĕр 1000 çын районăн активлă гражданинĕ пулса тăчĕ...”,- тет пирĕншĕн савăнса. Малалла вăл хаçат интереслĕрех пулса тăнине, унта тĕрлĕрен критикăллă статьясем пичетленнине калать, хăйĕн асăрхаттарăвĕсене палăртать. Редакцие пырса тивекен ырă сăмахсене, уйрăмах, хамăрăн профессиллĕ уяв кунĕсенче, итлеме питĕ кăмăллă. Вĕсене малашне те тивĕçлĕ пулас тесе ырми-канми тăрăшăпăр. Тен, шăпах çакнашкал ăшă сăмахсем хистенипе “Тăван Енпе” çыхăннă тепĕр самант аса килчĕ. Анчах та вăл тепĕр майлăскер, начартарах пулăм, темелле. Юлашки çырăнтару тапхăрĕнче “АиФ-Чувашия” хаçат “Тăван Ене” хăйне майлă “лектерсе” илчĕ. Статьяра вĕрентỹ министрĕ, культура министрĕ, социаллă хỹтлĕх министрĕ, вĕсен заместителĕсем ачасен чăвашла хаçачĕпе журналне тăван шкулне валли хăйсен укçипе (500 тенкĕ) çырăнса панине пĕлтернĕ. Çав вăхăтрах Шупашкар район хаçатне учительсене хăйсенчен ирĕк илмесĕрех ĕç укçинчен кăларса çырăнтарнă тенĕ. Мĕн пурĕ те çапла çеç...
Çакнашкал каласа хуни пире, редакцире ĕçлекенсене, тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕ. Мĕншĕн тесен пĕр енчен, “Тăван Ен” вăл питĕ япăх, ăна çынсене пусахласа çеç çырăнтарма пулать-мĕн, тепĕр енчен, уйрăм çын укçине хуçинчен ыйтмасăрах тăккалани - вăл та ăнланмалла мар, тĕрĕссипе калас-тăк, киревсĕр япала. Хамăр шутпа эпир ку самантсене тĕрĕсмарлăх, пĕр енчен - хаçатăн, тепĕр енчен учительсене укçа паракансен таса ячĕсене варалани тесе хакларăмăр. Пĕрремĕш шухăш - суда заявлени çырасси пулчĕ. Мероприятисенчен пĕринче эпĕ, тĕп редактор пулнă май, “АиФ- Чувашия” хаçатăн тĕп редакторне, хам лайăх пĕлекен журналиста курсан: “Хăвăр çырса кăларнă сăмахăрсене судра туллин хỹтĕлеме пултараятăр-и вара?”- тесе ыйтрăм. Анчах та вăл судра тупăшас шутлă пулманни часах курăнчĕ. Ман ыйту çине хуравлас вырăнне вăл çакнашкал тĕрĕс мар информаци хăш çăл куçран тухнине каласа пачĕ. Хам енчен ăна ăнлантăм. Çырăнтару тапхăрĕнче массăллă информаци хатĕрĕсем хушшинче хирĕçỹ тухни илемсĕр пулнине тата хаклă вăхăта суя япала çине усăсăр тăккалани вырăнлă пулманнине тĕпе хурса ырă çыннăн кăмăлне пăсакан ку япалана кая хăварас терĕм.
Халь акă, вăхăт иртнĕçемĕн, каларăм, вăл çĕнĕрен аса килчĕ. Пирĕн район çыннисем “АиФ-Чувашия” хаçатăн декабрьти çав номерне вулама пултарнă, çавăнпа ку ыйтăва хаçатрах çутатса парас терĕмĕр.
Шупашкара çыраканни, тĕп çăл куçĕ вăл - Галина Иванова - Çĕнĕ Шупашкарти радиона ертсе пыраканскер. Упăшки - Александр Иванов районта, Шăмăш ял шкулĕн директорĕнче ĕçленĕскер, халь кунта учительте вăй хурать. Шăпах Александр Дмитриевича ирĕксĕр çырăнтарнă пулать...
Çак кунсенче Шăмăшри шкулта пултăм. Чи малтан директорпа калаçрăм. Надежда Анатольевна пĕрре те ирĕксĕрлесе, пусахласа “Тăван Ен” çырăнтаракан çын пек туйăнмарĕ мана. Вăтам çулсенчи сăпайлă чăваш хĕрарăмĕ. Çырăннă чухне Александр Дмитриевич нимех те ытлашши хирĕçлемерĕ, уйрăмах ăна пула çакнашкал сас-хура тухасса шутлама та пултарайман терĕ вăл. Александр Ивановпа курнăçиччен ытти учительсемпе куçа-куçăн калаçса пăхас терĕм. Кĕçĕн классене вĕрентекен И.И.Никитинашăн, А.А.Карпова завучшăн ку пăтăрмах - пачах та тĕлĕнмелле шăв-шав, вĕсем, сăмахран, район хаçатне яланах çырăннă, ку çур çулшăн та никам агитацине те кĕтсе тăман. Çавнах акă Ф.П.Волков музыка учителĕ те калать: “Хамăр районта ĕçлетпĕр пулсан кунта мĕн пулса иртнине пирĕн пĕлмеллех”,- тет вăл. Шкулта ĕçлекен 20 учительтен 13-шĕпе калаçса илме май тупрăм. Чăн та, кам çырăнас темен вăл çырăнмасăрах юлнă. Акă, сăмахран, Г.В.Яковлева, хими вĕрентекенĕ, çырăнман. Çакăншăнах вăл никампа та тăшманлă та, туслă та пулса тăман. Çавнах ОБЖ учителĕ В.Г.Мареев пирки те калама пулать-тĕр. Александр Иванов ку ретрен тухса ỹкет. Вăл кăмăлсăр. Аргуменчĕсем çеç ăша илмелĕх çителĕксĕр хăйĕн. Акă, ун шучĕпе, вырăс чĕлхипе литератури вĕрентекен А.А.Шипатова, Г.В.Яковлева ăна майлă ĕнентерỹллĕ аргументсем илсе кăтартма пултараççĕ. Александра Алексеевна çакна манран илтсен: “Чăннипех те кулăшла... Мĕнле арçынсем кайрĕç...”- тесе çеç калама пултарчĕ. Хаçат çырăнни ăна, ытларах вырăсла калаçаканскере, вырăсла-чăвашла калаçу кĕнеки туянма хистенĕ-мĕн. Апла, малашне чăвашла та вулама пултарать. Яковлева пирки те каларăм, çырăнтару тапхăрĕ коллегисемпе тытакан унăн хутшăнăвĕсене начар енчен пачах та пырса тивмен. Мĕнле вĕсем тикĕс пулнă, çавăн пекех тикĕс юлнă. Çакна хăйĕнпе кăмăллă калаçни питĕ лайăх çирĕплетрĕ.
Вĕçлесе мĕн калама пулать-ха? Çапла, тĕрĕсех, эпир хамăр çине çакнашкал яваплăх илнĕ: хаçата интереслĕ тăвас, миçемĕш çул ĕнтĕ республикăра малта пыракан Шупашкар районне вăл чăннипех те тивĕçлĕ пултăр тесе тăрăшмалла. Унран та ытла - хамăр умма лартнă тĕллев пирĕн çакăн пек: малта пыракан района татах малалла туртакан кăларăм пултăр. Кăткăс хутшăнусене уçăмлаттăр йывăр пурнăçа çăмăллаттăр. Инфлормаци хăвачĕ пысăк, унпа туллин усă курмалла пултăр. Çавăн пек пултăр тесен, паллах, ăна сарас тесе те пĕтĕм вăйран ĕçлемелле. Анчах, каçарăр та, никам та никама та ирĕксĕрлеме шутламан, çакă тĕрĕс мар пулĕччĕ. Кăна нумайăшĕ пĕлет. ăнланать те. Майĕпе усă курса кам хăйĕн ирĕкĕпе “Тăван Ене” çырăннă, вĕсем вара сахал мар - пин те ултçĕр çын е çемье ытла - вĕсене пурне те чĕререн тав тăватăп, ырлăх-сывлăх сунатăп. Çав шутра учительсене те, Шăмăшра курса калаçнă, анчах çỹлте асăнман вĕрентекенсене те, паллах: пуçламăш классенче вĕрентекен С.Г.Леонтьевана, чăваш чĕлхи учительне Г.И.Порфирьевана, пуçламăш классенче вĕрентекен Н.А.Львована, Е.А.Зорина историка, вырăс чĕлхипе литература учительне Л.Д.Никитинана, директор заместительне, вырăс чĕлхипе литература учительне Р.Ю.Федорована. Вулакансемпе журналистсем хушшинчи хутшăнусем çирĕпленсех пыччăр, пирĕн пурнăç малалла аталансах, пуянлансах пытăр.