Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

СТАЛИНГРАД ПАТĔНЧИ ÇĔНТЕРĔВЕ ЧЫСЛАСА

Сталинград хулине нимĕç фашисчĕсенчен ирĕке кăларнăранпа февралĕн 2-мĕшĕнче 60 çул çитет. Вăрçă ахрăмĕ чылайăшĕн чĕринче тарăн йĕр хăварнă. Чăвашсен пин-пин ывăл-хĕрĕ юнлă та хаяр çапăçусенче паттăррăн пуçне хунă. Вĕсен историри манăçсăр та мухтавлă паттăрлăхне палăртса республикăра Сталинград ветеранĕсен тĕл пулăвĕсем иртнĕ, фронтовиксене чысланă. Волгоградра юбилее халалланă мероприятисем пуçланнă. Вырăнти облаç администрацийĕ чĕннипе унта Шупашкартан ветерансем А.В.Ковшов тата Çĕнĕ Шупашкартан А.П.Тюльканов кайнă. Республика делегацине ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ В.И.Карпов ертсе пырать.


03 февраля 2003
00:00
Поделиться
;