TĔЛЛЕВЛĔ ĔÇЛЕНИПЕ
Раççей Федерацийĕн Правительствин 2001 çулхи февралĕн 16-мĕшĕнче кăларнă “Раççей Федерацийĕн гражданĕсене патриотла воспитани парасси çинчен” хушăвне пурнăçласа çулсеренех оборона, спортпа техника организацийĕн уйăхлăхĕ иртет. Кăçал та вăл январĕн 23-мĕшĕнчен пуçланчĕ, февралĕн 23-мĕшĕччен пырать. Пирĕн районти çак организацие (малтан ДОСААФ пулнă) Ю.В.Кудряшов ертсе пырать.
Юрий Васильевич, çамрăксене патриотла воспитани парса тăван çĕршыва хỹтĕлеме яланах хатĕр çынсем ỹстерес ĕçре 1966 çултанпа ĕнтĕ. Малтанах вăл республикăра тăрăшнă. Пилĕк çул республикăри ДОСААФ председателĕн заместителĕнче те вăй хунă. 1972 çултанпа вара - пирĕн районта.
Юрий Васильевичăн пархатарлă ĕçне тивĕçлипех хакланă. Çĕршыв шайĕнчи виçĕ наградăна тивĕçнĕ вăл. Çичĕ хут ятлă сехетпе чысланă ăна. “Ĕçри хастарлăхшăн” тата Совет Союзĕн пĕрремĕш виçĕ гут геройĕ А.И.Покрышкин ячĕллĕ медалĕсем те унăн кăкăрне илемлетеççĕ. Унсăр пуçне унăн тĕрлĕ знаксемпе Хисеп грамотисем
сахал мар.
Ю.Кудряшов çирĕм пилĕк çул ĕнтĕ республикăри РОСТО организацийĕн бюровĕн членĕ. Вăл çак организацин Пĕтĕм Раççейри 9-мĕш сьезчĕн делегачĕ те.
Паян Ю.В.Кудряшов “Тăван Ен” хаçат редакцийĕн хăни.
- Юрий Васильевич, çамрăксене патриотизмла воспитани парас ĕçре оборона, спортпа техника организацийĕ мĕнле вырăн йышăнать?
- Унăн пĕлтерĕшне пĕр сăмахпа калаймăн. Çыннăн мĕн ачаран тăван çĕршыва юратма, ăна сыхлама вĕренмелле. Апла пулсан унăн спортпа та туслă пулмалла, сывлăхне те çирĕплетмелле. Хăй вăхăтĕнче шкулсенче пăшалтан тĕл пеме те вĕрентнĕ. Шел пулин те халĕ эпир ăна пур çĕрте те пурнăçлаймастпăр.
- Çак ĕçре эсир ытти организацисемпе пĕрле ĕçлетĕр ĕнтĕ.
- Паллах, шкул, çар комиссариачĕ, вĕрентỹ, культура управленийĕсем тата ашшĕ-амăшĕ те - пурин те пĕрле ĕçлемелле. Акă, февралĕн 6-мĕшĕнче районти çар комиссариачĕн ларусен залĕнче оборона, спортпа техника организацийĕн пленумĕ иртмелле. Унта шкулсенчи ОБЖ учителĕсем, çар комиссариачĕн офицерĕсем, ял, поселок администрацийĕн пуçлăхĕсем, культура çурчĕсен заведующийĕсем, ĕçпе вăрçă ветеранĕсем тата çар училищисенче вĕренекен пирĕн район каччисем (çак вăхăта хăшĕсем отпуска килмелле) хутшăнĕç. Пурнăçĕ çăмăл мар та çапла пĕрле пухăнса калаçни самай пысăк усă кỹрет.
- Юрий Васильевич, шкулсенче йĕркеленĕ тĕрлĕ кружоксем, музейсем те хăйсен витĕмне кỹреççĕ пек туйăнать.
- Кỹкеçри 1-мĕш шкулта Н.А.Востриков авиаципе ракета кружокне ертсе пырать. Тутаркассинче А.В.Ишова ертсе пынипе ĕçпе вăрçă музейне лайăх йĕркеленĕ. Çатра Лапсар (Т.И.Терентьева), Ишек (А.Н.Миронов) шкулĕсенче те çак музейсем ырă сăмаха тивĕç. Ытти шкулсенче те пур-ха чунĕсене парса тăрăшакансем, вĕсене пурне те пысăк тав.
- Çамрăксене çар ретне тăратма хатĕрленĕ пĕтĕмĕшле ăмăртура пирĕн районти çар комиссариачĕ иртнĕ çул республикăра 1-мĕш вырăна тухнине тата ытти çулсенче те малти вырăнсенчен пĕрне йышăннине, “Зарница” тата “Орленок” çарпа спорт вăййисенче республикăра пирĕн команда малтисен шутĕнче пулни те эсир хăвăр ĕçе тĕплĕн пурнăçлама тăрăшнине палăртать пулĕ.
- Организацин ветеранĕ пулнă май çакна палăртма кăмăллă. Пирĕн районта çамрăксене воспитани парас ĕçпе çыхăннă пур организацисем те пĕр пулса пĕр тĕллев патне пыма тăрăшни тата район администрацийĕ енчен яланах пулăшу пулни пире ĕçре хавхалантарса, чăрмавсăр ĕçлеме май парать.
- Юрий Васильевич, халĕ уйăхлăх пырать те ĕнтĕ. Ытти çулсенчи пекех тĕрлĕ мероприятисемпе пуян пулĕ вăл.
- Çирĕм ытла мероприяти иртмелле. Шкулсенчи ОБЖ тата физкультура учителĕсемпе семинар-заняти пулĕ, хĕллехи тата çуллахи “Зарница-2003” тата “Орленок” командирĕсемпе канашламалла. Шкулсенче, ĕç коллективĕсенче 1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕршыва хỹтĕлесе паттăрлăх кăтартнă геройсем çинчен калаçусем ирттермелле тата ытти те. Унсăр пуçне уйăхлăха халалланă спорт ăмăртăвĕсем те иртĕç.
- Тавах сире Юрий Васильевич, кăмăллă калаçушăн. Ĕçĕрте ăнăçу сунатпăр.
П.ПАВЛОВ. Г.СЕМЕНОВ фото ỹкерчĕкĕ.