Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

ĂÇТА МĔН ХАК?

Пĕр лавккаран теприне кĕрсе тухма ỹркенмен çын вăл е ку тавар хакĕ ăçта мĕнлине аван пĕлет-ха. Анчах та час-час хутламанни питех тĕшмĕртмест те пуль. Чăнах та, ăçта туянсан аванрах-ши? Пасарта-ши е лавккара? Республикăри "АРИС" информаци служби хыпарланă тăрăх, магазинти çăкăр йỹнĕрех. Унта вăл 5 тенкĕ те 30 пус тăрать, пасарта - 5 тенкĕ те 75 пус. Батон та 55 пус йỹнĕрех: 5 тенкĕ те 5 пус. Тип çу патне пасарах çул тытмалла. Хамăр çĕршывра туса кăлараканнин пĕр литрĕ унта 31 тенкĕ, ют çĕршыври - 36 тенкĕ. Магазинта вара 34 тата 40 тенкĕ. Сахăр песукĕн хакĕ пĕр пекрехех. Чи йỹнĕ хак ик çĕрте те - 18 тенкĕ. Çапах та пасарта 19 тенкĕрен иртмест, хăш-пĕр магазинта 21 тенкĕ те 40 пус таран кăларса хума тивет. Кĕрпе-макарон хакĕ пĕрешкелтерех. Юлашки вăхăтра уйрăмах хакланса кайнă хуратул кĕрпине магазинта 16 тенкĕ те 5 пуспа тупса илме пулать, ахальлĕн ун хакĕ 20 тенкех капашать. Аш-пăшсăр пурăнайманнисем валли савăнăçлă хыпар. Сысна тата ĕне какайĕ пасарта вăтамран - вунă тенкĕ йỹнелнĕ. Шăмăллă сысна какайĕ 50 тенкĕ тăрать, шăмăсăрри - 70 тенкĕ. Шăмăллă ĕне ашĕ - 45 тенкĕ, шăмăсăрри - 60 тенкĕ. 1-мĕш категориллĕ çăмартана вуннăшне 19 тенкĕ те 50 пуспа сутаççĕ, 2-мĕш категорилли 17 тенкĕ тăрать. Лавккара 21 тата 19 тенкĕпе сĕнеççĕ. 1-мĕш категориллине вуннăшне 23 тенкĕпе ыйтакансем те пур. Халĕ вара выльăх-чĕрлĕх сутакансене пĕлме интереслĕ темиçе цифра. Мăйракаллă шултра выльăхăн пĕр килограмм чĕрĕ виçи 6 тенкĕ те 46 пусран пуçласа 20 тенкĕ таран. Ку вăл самăрлăхран килет. Чи мăнтăррине 21 тенкĕпе ярăнтарма пулать, чи начаррин хакĕ - 6 тенкĕ те 46 пусран пуçласа 9 тенкĕ те 50 пус таран. 2-мĕш тата 3-мĕш категориллĕ сыснан хакĕ вăтамран 29 тенкĕ. 4-мĕш категориллине 17 тенкĕ те 34 пусран пуçласа 29 тенкĕ таран параççĕ. Стандарт маррине килограмĕ - 16 тенкĕ те 20 пусран пуçласа 17 тенкĕ те 40 пуса çити сутаççĕ..


04 февраля 2003
00:00
Поделиться
;