Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

* Пуринчен ытла ĕç укçи калăпăшĕ пĕлтерĕшлĕ

Районти Пенси фончĕн управленийĕнче РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн пуçлăхĕ Р.А.Кондратьева йышăну кунĕ ирттерни пирки хаçатра пĕлтернĕччĕ. Йышăнусем хыççăн пирĕн корреспондент Р.А.Кондратьевана ыйтусем панă. - Роза Алексеевна, йышăнăва килнĕ пенсионерсен тĕп ыйтăвĕсем çинче чарăнса тăмăр-ши? - Паянхи кун пенсие вăхăтра тỹлеççĕ пулин те унăн шайĕ пĕчĕк пулни чылайăшне канăçсăрлантарать. Хăшĕсен ĕç стажĕ тивĕçлипех, анчах вĕсем вăй хунă вырăнта ĕç укçи пĕчĕк пулнипе пенси виçине ỹстерме май çук. Акă йышăнăва килнĕ Апашри кинемейĕн те çапла пулса тухнă. Хăй вăхăтĕнче тĕрлĕ йывăр вырăнта ĕçленĕ - пур çĕрте те ĕç укçи сахал пулнă. Вăл пенсие техничка ĕç укçипе тухнă. Вăл вăхăтри вăтам ĕç укçипе танлаштарсан та унăн тупăшĕ 33 процента çеç ларать. Кунта темле тăрăшсан та нимле ỹстерме çук. Мĕнпе те пулин пулăшас тесе 1966-1972 çулсенче стройкăра ĕçленĕ ĕç укçи çинчен калакан справка илсе килме сĕнтĕмĕр. Нумайăшĕ çакăн йышши кирлĕ хутсене Пенси фончĕн ĕçченĕсем тупасса шанаççĕ. Апла мар. Эпир пенсионертан йышăннă сведенисем тăрăх çеç пенси шайне палăртма пултаратпăр. Енчен те, калăпăр, хăш-пĕр хутсене инçетри çĕршывсемпе хуласенче тăрăшнă ĕç вырăнĕсенчен ыйтса ямалла пулсан пулăшупа килнисене хирĕçлеместпĕр, эпир ыйтса яни ĕçе хăвăртлатать çеç. Ĕлĕк пурнăçĕ те çăмăл пулман, ачаранах йывăр ĕçсене кỹлĕнме тивнĕ, анчах шел, çамрăк çулсене кĕртейместпĕр, саккун хушмасть. Ĕç стажне 16 çултан çеç илме юрать. 14-16 çулхисен саккун тăрăх тулли мар ĕç кунĕ пек çеç шутланать. Тĕл пулăва килекенсене Пенси саккунĕсене кĕртнĕ улшăнусене каласа, ăнлантарса патăмăр. Хăвăрах куртăр ĕнтĕ, кунта килнисен ыйту сахал мар. - Свидетельсен çирĕплетĕвĕпе хăçан усă кураççĕ? - Организацисемпе предприятисен архивра документсем сыхланса юлман пулсан свидетельсен çирĕплетĕвĕ кирлĕ. Кун пек тĕслĕхсем ытларах вăрçă вăхăтĕнче тата хыççăн пурăннă ватăсен тĕл пулать. Вăрçă çулĕсенче нумай хуçалăхра чылай документ упранса юлайман. - Эппин, çакна шута илсе çĕнĕ саккунпа персонификаци учечĕ вăя кĕни питех те вырăнлă. - Çапла, халăхшăн тĕп çăмăллăх çакă. Çын ăçта, çĕршывăн хăш кĕтесĕнче ĕçлесен те унăн тупăшĕ пенси фондĕнче уйрăммăн палăрса, упранса пырать. Пенси çулĕсем çитсен шыраса çỹремелле пулмасть. - Уйрăм предприниматель патĕнче ĕçлекенсен пенси çулне çитсен йывăрлăхсем пуррине илтнĕ. Кун пирки мĕн калама пулать? - Кунта чăнах та лару кăткăсрах, ултавлă тĕслĕхсем тĕл пулаççĕ. Нумаях пулмасть Сĕнтĕвăрри районĕнчен пĕр хĕрарăм шăнкăравларĕ. Ĕç укçи илнĕ чухне ведомость çине 400-500 тенкĕ алă пусать, алла вара - 10 пине яхăн илет имĕш. Хăшĕсене ку тивĕçтерет те пулĕ, çавăнпа кун пирки шарласа, шавласа каймаççĕ. Анчах та пурнăçра паянхи кунпа çеç пурăнни каярахпа чылай ỹпкелештерĕ. Пенси çулне çитиччен те тем курасси пулĕ... - Республикăра чылай ял хуçалăх предприятийĕсен хăвачĕ чакса пырать. Çакă тỹрремĕнех халăхăн ĕç укçи пĕчĕк пулни, каярахпа пенси те сахал илесси патне илсе пымасть-и? - Хăвăрах шутлăр-ха, халĕ пенси валли кивĕ саккунри пек стаж мар - ĕç укçи малти вырăна тухать. Ĕç пенсийĕ илес тесен çул çитмелле, 5 çул ĕç стажĕ пулмалла. Предприяти ĕç укçи тỹлеймест е вăл пĕчĕк виçеллĕ пулсан пенсин база шайĕ те хăпармасть. Паллах, халĕ ĕç кунĕшĕн çеç ĕçлесшĕн халăх. Çавна май чылай хуçалăх юхăнса пырать. Паян-ыран саланса каяс пек. - Роза Алексеевна, пĕтĕмĕшле, Пенси фончĕн уйрăмĕн пирĕн районти пенси фончĕн ĕçне мĕнле хак патăр? - Эпир района, вырăна тухса çỹрессин тĕп тĕллев вăл - халăха пулăшасси тата пенси ĕçченĕсене тĕрĕслесси. Ытти районсене кайсан вăл тăрăхра 8-9-шар пин пенсионер пулсан йышăну кунне 25-30 çын пырать. Кунта районĕпе 14 пин пенсионертан 9 çеç килчĕç. Ку пенси илсе çитерекенсем ватăсене ăнлантарма пултарнипе те çыхăннă. Йышăнăва килнĕ пĕр кинемей почтальонсемпе кăмăллă пулнине палăртрĕ. Шупашкар районĕнче пысăк çитменлĕхсемех тĕл пулмарăмăр. Ватăсем тăратнă документсемпе пуринпе те усă курманни палăрчĕ. Пенси виçине шутламалли 60 уйăха суйланă чухне тухăçлă вариантсене илменни асăрханчĕ. Килнĕ çынсен хăшĕ-пĕрин пенсийĕ 12-14 тенкĕ ỹсрĕ. - Калаçушăн тав.


04 февраля 2003
00:00
Поделиться