Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

СТАЛИНГРАД ВЕТЕРАНĔСЕНЕ ЧЫСЛАРĔÇ

Район администрацийĕн социаллă хỹтлĕх пайĕн пуçарăвĕпе кăçал Сталингард ветеранĕсене уйрăммăн чысларĕç. Сăлтавĕ те çук мар. Сталинград хули çумĕнче çĕнтерỹ тунăранпа 60 çул çитрĕ. Çакă хăйне евĕрлĕ паллă пулăм пулса тăчĕ. Мухтава тата хисепе тивĕçлисем - Сталинград ветеранĕсем пирĕн районта паянхи кун тĕлне - вун иккĕн. Шел пулин те, уява саккăрăн çеç çитме пултарчĕç. Ветерансен хисепĕ çулсерен чакса пырать, сывлăхĕсем те хавшаççĕ-çке вĕсен. Сăмах май, ял администрацийĕсен пуçлăхĕсене ватăсене тимлĕх уйăрнăшăн тав сăмахĕ калас килет. Вĕсем тăрăшнипех ветерансем тĕл пулăва хутшăнма май тупрĕç, вăй-хал çитерчĕç. Пысăк шайра иртрĕ социаллă пулăшу центрĕнчи пысăк шайра иртрĕ тĕл пулу. Уяв саламĕсем хускатрĕç ветерансен суранлă чĕрисене. Савăнăç куççулĕ витĕр куç илмесĕр итлерĕç ЧР Президенчĕн Николай Федоровăн уяв саламне. ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Анатолий Князев вуласа пачĕ, уяв ячĕпе саламласа хăй енчен ырлăх-сывлăх сунчĕ. "Эсир Тăван çĕршыва юратни - çамрăк ăрушăн ырă тĕслĕх. Сирĕн чăтăмлăхпа паттăрлăх ĕмĕрех асра юлĕ, Тăван çĕршыва юратма, хỹтĕлеме хистĕ. Тав сире, ветерансем - канлĕ ватлăх, тăнăç пурнăç терĕ ветерансене Анатолий Пантелеймонович. Районти çар комиссарĕ Александр Кочуров та уявăн сумлă хăни пулчĕ. Александр Алексеевич Сталинград хули çумĕнчи çапăçун историне тепĕр хут аса илчĕ, ентешĕмĕрсен паттăрлăхĕпе чăтăмлăхне палăртрĕ. Район администрацийĕн социаллă хỹтлĕх пайĕн пуçлăхĕ Анатолий Константинов патриотизм енĕпе çамрăк ăрăва тивĕçлĕ воспитани панăшăн уйрăмах тав турĕ ветерансене. Сталинград ветеранĕсене уяв ячĕпе чысласа хисеп паллисем - "Сталинград çапăçăвĕнче çĕнтерỹ тунăранпа 60 çул" ятлă медальсем кăкăр çине çакрĕç. Уява çитейменнисене киле кайса чысларĕç. Медальсемпе пĕрле 900-шер тенкĕ пулăшу та пачĕç. Юлашкинчен çавра сĕтел тавра ларса чейпе, апат-çимĕçпе сăйланчĕç. Районти культура çурчĕ çумĕнчи "Юманлăх" хĕрарăмсен вокал ансамблĕн илемлĕ ташши-юррисемпе киленчĕç. Ветерансем тĕл пулупа кăмăллă юлчĕç, уява йĕркелекенсене тав турĕç.


07 февраля 2003
00:00
Поделиться