ТĔЛЛЕВĔ ПĔРРЕ - ШАНЧĂКЛĂ ĂРУ ỸСТЕРЕССИ
Паян пирĕн обществăн пуçне ыраттаракан çивĕч ыйтусенчен пĕри вăл - çул çитмен çамрăксем йĕркене пăсни. Çак тỹнтерле пулăма кăшт та пулин чакарас тĕллевпе шалти ĕçсен пайĕн çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен уйрăмĕ ачасен ашшĕ-амăшĕсемпе, прокуратурăри, шкулсемпе больницăсенчи специалистсемпе тата ыттисемпе те пĕрле пулса тĕрлĕ мероприятисем ирттерет. Апла пулсан унăн усси еплерех-ши? Çакăн çинчен каласа парĕ те "Тăван Ен" вулаканĕсене шалти ĕçсен пайĕн çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен уйрăмĕн пуçлăхĕ, милици майорĕ П.Н.Шмуллина.
- Полина Николаевна, куратпăр, кунне-çĕрне пĕлмесĕр районти çамрăксем хушшинче эсир. Час-часах ашшĕ-амăшĕсемпе курса калаçатăр, шкулсенче тĕл пулусем ирттеретĕр. Мĕнле пĕтĕмлетỹ тума пулать?
- Юлашки çулсенче преступлени çулĕ çине тăнă ачасен шучĕ чакса пырать пулин те, савăнмалли сахал. Вĕсем пачах та пулмасан çеç эпир лăпкăн пурăнма пултаратпăр. 1999 çулта çул çитмен çамрăксем алхасасси уйрăмах ỹссе кайрĕ. Çак çул вĕсем йĕркене пăснă 133 преступление шута илнĕ. 2000 çулта вара вĕсен шутне нумаях мар та 123-е çити чакарма май килчĕ. Тепĕр çулне (2001 çулта) 77 çамрăк саккуна хирĕçле ĕç тунă, иртнĕ çул вара 64 ачан харсăрла ĕçне шута илнĕ. Шел пулин те пирĕн районта преступлени шучĕ республикăри вăтам кăтартуран пысăкрах.
- Паллă ĕнтĕ, преступлени çулĕ тĕрлĕрен. Кунта ют пурлăха вăрласси те, хĕнесси те, мăшкăлласси тата вĕлересси те кĕрет. Апла пулсан пирĕн çамрăксем хăш енĕпе ытларах палăраççĕ?
- 2001 çулта, сăмахран, вăйпа хăратса укçа е пурлăх туртса илни 9 тĕслĕх пулнă. Иртнĕ çул вара ун пекки пĕрре те пулман. Малтанхи çул вăйлă хĕненĕ икĕ çамрăка явап тыттарнă пулсан, иртнĕ çул пĕрне çеç.
- Паллă ĕнтĕ, пурнăçри йывăрлăхсем общество сывă марринчен те нумай килеççĕ Экономикăпа социаллă пурнăçри йывăрлăхсем çуратаççĕ те çул çитмен çамрăксем тĕрĕс мар çул çине тăрассине.
- Шел пулин те, юлашки çулсенче ашшĕ-амăшĕ ачисем умĕнчи яваплăха сахалрах туйма пуçларĕ. Аслисем ытларах хăйсемшĕн çеç пурăнасшăн, хăйсен ырă мар тĕслĕхне алла илме пулăшаççĕ вĕсене. Çĕньялта пурăнакан пĕр çемьене пысăк инкек пырса çапать. Амăшĕ эрехпе туслашни ачисен пуласлăхне тĕксĕмлетет. Йăмăкĕсемпе шăллĕсене епле те пулин тăрантарассине аслăраххи хăй çине илнĕ. Вăл Шупашкарти пасарта ĕçлесе илнĕ укçапа вĕсем валли сĕт, çăкăр илсе килет. Иртнĕ çул ашшĕ сарăмсăр вилсен çемье пурнăçĕ тата та йывăрланать. Тăлăха юлнă ачасене тивекен укçана та амăшĕ ĕçсе ярать, лешсене выçă хăварать. Шел пулин те кун пек тĕслĕхсем пĕрре çеç мар.
- Инкек пĕччен çỹремест теççĕ те халĕ пирĕн кил умне наркомани чирĕ те çитсе тăчĕ. Çамрăкем унпа алхасма пуçлани сисĕнет.
- Чăнах та ку çамрăксен пуласлăхĕшĕн питĕ хăрушă. Çавăнпа та çулсеренех тĕрлĕ енлĕ мероприятисем сахал мар иртеççĕ. Иртнĕ çул, авă, "Килкарти", "Çарату", "Ачасене ирĕккĕн хăварни", "Çамрăклăх" операцисем тата "Çамрăксем наркотике хирĕç" акци тата ыттисем те иртнĕ. 14 çула çитеймен 8 çамрăк преступника Шалти ĕçсен министерствин ятарлă приемникне, пĕр ачана Красноармейски районĕнчи Упи ялĕнче вырнаçнă ятарлă шкула ăсатнă.
- Полина Николаевна, каларăмăр ĕнтĕ, çамрăксем преступлени тăвасси юлашки çулсенче чакса пырать пулин те, республикăри вăтам кăтартуран пысăкрах. Çакă пирĕн район икĕ пысăк хула çумĕнче вырнаçнипе те çыхăннă пулĕ.
- Канмалли кунсенче районти ялсене дискотекăна тата юлташĕсем патне килекен хула ачисем те йĕркене пăснă тĕслĕхсем сахал мар. Иртнĕ çул та ун пекки темиçе пулнă. Вĕсем çапăçнисĕр пуçне час-часах хваттерсене кĕреççĕ, кĕçĕнреххисене хывăнтараççĕ.
Юлашкинчен манăн тепĕр хут çакна палăртса хăварас килет. Çĕршыв, халăх пуласлăхĕ çутă та таса пултăр тесен пирĕн пурин те пĕрле пулса пĕр тĕллевлĕ ĕçлемелле. Паллах чи малтан хăйсен тĕпренчĕкĕшĕн ашшĕ-амăшĕ яваплă.