Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

УЙĂХЛĂХ МАЛАЛЛА ПЫРАТЬ

Хỹтĕлевçĕсен кунне халалланă уйăхлăх малалла пырать. Акă “Аткар” спортпа çар клубĕн пуçарăвĕпе яшсемпе хĕрсен ушкăнĕнче алă вăйне виçес енĕпе ăмăртусем ăнăçлă вĕçленчĕç. Пур виçере тенĕ пекех “Аткар” клубăн спортсменĕсем палăрчĕç. 18 çултан аслă мар хĕрсен ушкăнĕнче хăйсен виçисенче Екатерина Кириллова, Анна Смоленцева, Екатерина Шакова, Лариса Васильева, Екатерина Лаврентьева, Мария Иванова тата Оксана Никитина; яшсен ушкăнĕнче Игорь Молоков, Николай Димитриев, Андрей Степанов, Дмитрий Баимкин, Сергей Семенов тата 27-мĕш професси училищинче пĕлỹ пухакансем Сергей Зайцевпа Сергей Семеновсем пĕрремĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç. Чемпионсем çитес эрнере район чысне республикăри ăмăртусенче тивĕçлĕн хỹтĕлĕç. Уйăхлăх программипе килĕшỹллĕн çавăн пекех Кỹкеçри пĕрремĕш вăтам шкулта та интереслĕ мероприятисем иртеççĕ. Йĕлтĕрпе хăвăрт чупас, турник çинче туртăнас енĕпе йĕркеленĕ ăмăртусем те ăнăçлă вĕçленнĕ, çĕнтерỹçĕсене палăртнă. Вăрçă тата тыл ветеранĕсемпе тĕл пулу ирттересси те ырă йăлана кĕнĕ. Шкул ачисем хаваспах палăксене тирпей-илем кĕртес ĕçе активлă хутшăнаççĕ.


12 февраля 2003
00:00
Поделиться
;