Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

КАШНИ ЫЙТУ ХĂЙĔН ХУРАВНЕ КĔТЕТ

В.И.Михайлов район администрацийĕн ĕçĕсене туса пыраканĕнче (управделами) вăй хума тытăнни çулталăк çитет. Çак кĕске вăхăтра районта сахал мар событи пулса иртрĕ. Кашнинех управделами хăйĕн чун-чĕри витĕр кăларать. Виктор Изосимович паян - редакци хăни. Хальхинче вăл поселок тата ял администрацийĕсен иртнĕ çулхи ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарма кăмăл турĕ. - Пирĕн районта пĕр поселок тата 22 ял администрацийĕ. Вырăнти ял администрацисен умĕнче питĕ яваплă задачăсем тăраççĕ. Пĕлтерĕшлисенчен чи кирли вăл - хăйсен территорине тирпей-илем, хăтлăх тĕлĕшĕнчен пăхса тăрасси, вырăнти культура, вĕрентỹ учрежденийĕсене, ача сачĕсене пур енлĕн тивĕçтересси. 2002 çулхи пĕтĕмлетỹрен хăш-пĕр хуçасем хăйсен тивĕçĕсене туллин пурнăçламанни палăрчĕ. Иртнĕ çул Шĕнерпуç ял администрацийĕ (пуçлăхĕ В.А.Федоров) хăйне тивĕçнĕ 157 пин тенкĕпе усă курман. Çав шутра Тренккасси шкулĕ - 90 пин, Шĕнерпуç шкулĕ - 25 пин, ача сачĕ 40 пин тенкĕлĕх ĕç тăвайман. Атайкасси ял администрацийĕнче 138 пин “перекете” хывăннă. Çак укçаран 70 пин Атайкасси шкулне, 9 пин Явăш шкулне каймалла пулнă. Шемшер ял администрацийĕн пуçлăхĕ те бюджетра шкулпа ача сачĕсем валли 57 пин пулни çинчен маннă. Вăрман Çĕктер ял администрацийĕ 32 пин, Ишек ял администрацийĕ 26 пин, Хыркасси ял администрацийĕ 11 пин, Янăш ял администрацийĕ 11 пин тенкĕ тĕллевлĕ уйăрнă укçапа усă курайман. Ку укçасем каллех шкулсемпе ача сачĕсен тĕрлĕ нуши валли каймалла пулнă. - Кун пек чухне шкул тата ача сачĕсен “хуçисене” ятламалла мар-и? - Çапла. Кунта пĕрремĕш асăрхаттару пуçлăхсене лекет. Тем тесен те вĕсен тăрăшусăрлăхĕ, тимсĕрлĕхĕ, çаврăнăçусăрлăхĕ айăплă. Йĕмен ачана кăкăр памаççĕ тенине тепĕр чухне темшĕн манаççĕ. Акă, Вăрман Çĕктер ял администрацине кĕрекен Анат Кĕнер шкулĕнчи тĕслĕх те чылай шутлаттармалла. Сивĕ кунĕсенче шкулта шыв пăрăхĕсем çурăлчĕç - пысăк авари пулчĕ. Çак пăтăрмаха маларах сирме пултарнă-çке. Паллă, кунта шкул директорне те сăмах тивет: ăçта пулнă? Енчен те усă курман 21 пин тенкĕ пур пулсан мĕншĕн инкекрен хăтăлайман? Ача сачĕсем пирки те çавнах каламалла. Хăш-пĕр администрацисенче ача сачĕ хупăннă хыççăн çав суммăнах ытти ĕç тунă çĕре яма тăхтаса тăраççĕ, вăраха яраççĕ. Юлашкинчен вăл çаплипех “çакăнса” юлать. Çавна май Шĕнерпуçĕнчи ача сачĕн 40 пин тенкĕ, Янăшри “Ивушка” ача сачĕн - 7 пин тенкĕ усă курса ĕлкĕрейменнисен шутне кĕнĕ. - Поселок тата ял администрацийĕсен пуçлăхĕсем халăх ыйтăвне тивĕçтерессипе мĕнле ĕçлеççĕ? - Халăха пур енлĕн тивĕçтерес тĕлĕшпе администрацисем çакнашкал тимлеççĕ: пĕрремĕшĕ - хутсемпе ĕçлесси, иккĕмĕшĕ - ялсене хăтлăх, тирпейлĕх енĕпе тытса тăрасси. Районта ку енĕпе администрацисем аванах ĕлкĕрсе пыраççĕ, чылай ыйтăва вырăнта татса пама тăрăшаççĕ. Урамсенче искусствăлла çутă, шыв парасси, çулсене пăхса тăрасси. Çакăнта уйăрнă укçа туллин хута кĕрсе пырать. Атайкасси ял администрацийĕнче çеç иртнĕ çул 40 пин тенкĕ укçа хăй вырăнне тупайман. Тепĕр чухне хăш-пĕр ĕçсем чăрмавсăр пулмаççĕ, паллах. Ĕçлекен, тăрăшакан хуçа майне тупатех. Чылай ялсенче халăх ыйтнипе, вырăнти пуçлăхсен пуçарулăхĕпе çĕнĕ маршрутсем уçăлчĕç. Халăх шанса суйланă пуçлăхăн хăйĕн полномочийĕсене тĕпе хурса çынсен саккунпа çирĕплетнĕ прависене туллин хỹтĕлемелле, тимлĕн ĕçлемелле. Тĕллевсĕр ĕçлекенсене вара улăштарма тиврĕ. - Халăха паян ытларах çĕр тата коммуналлă хуçалăх ыйтăвĕсем канăç памаççĕ. - Тĕрĕсех, иртнĕ çул район администрацине çĕр ыйтăвĕпе кăна - 476 çыру килнĕ. Çĕр кодексĕнче улшăну кĕртнĕ май халăх обращенийĕсем ку ыйтупа виçĕ хут ỹсрĕç. Çĕр ыйтăвне малтан вырăнти ял администрацийĕнче пăхнă пулсан халĕ вăл район администраци полномочине куçнă. Килĕшỹ панă чухне çапах ял администрацийĕн шухăшне те тĕпе хураççĕ. Тепĕр хумхантаракан ыйту вăл - коммуналлă хуçалăх. Ку ыйтупа Кỹкеç поселокĕпе Вăрман Çĕктер, Çĕньял, Кăрмăш, Сарапакасси ялĕсенче пурăнакансем уйрăмах пăшăрханаççĕ. Газ, электроэнерги, ăшă хакĕсем ỹснипе çĕнĕ ыйтусем сиксе тухаççĕ. Тĕрĕсрех каласан, кашни ыйту хăйĕн хуравне кĕтет. Халăхпа тем тесен те тимлĕрех ĕçлесчĕ, пĕр-пĕрин нушине ăнланса май килнĕ таран вăхăтра татса парасчĕ. * В.И.МИХАЙЛОВ.


15 февраля 2003
00:00
Поделиться