Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

МАНĂÇМИ АФГАНИСТАН

Паян, февралĕн 15-мĕшĕнче интернационалла тивĕçе пурнăçласа Афганистанра пуçĕсене хунă салтаксемпе офицерсене асăнмалли тата унтан пирĕн çарсем тухнăранпа 14 çул çитнине паллă тумалли кун. Редакци хăни - Афганецсен районти правленийĕн председателĕ В.Ф.Аврамов. Вăл çак çĕршывра çар училищийĕ пĕтернĕ хыççăн 1985-87 çулсенче офицерта службăра тăнă. - Владимир Феофанович, хăвăрăн ĕçĕр çинчен кĕскен каласа парсамăрччĕ. - Малтанах çакна палăртса хăварасшăн. Пирĕн республикăран Афганистанра 4 пин çурă салтак пулнă, 115-шĕ каялла таврăнайман. Пирĕн районтан 110-ăн пулнă. Улттăшĕ унтах пуçĕсене хунă. Правлени ĕçĕ çинче чарăнса тăрас пулсан, вăл тĕрлĕ енлĕ. Хальлĕхе çăмăллăхсем те çук темелле. Район территорийĕнче обществăлла транспортпа укçасăр çỹрени çеç. Афганистанра вилнисен çемйисене тĕрлĕ енлĕн пулăшу пама тăрăшатпăр. - Пулăшу тенĕрен, унта та укçа кирлĕ вĕт-ха. - Çапла, пур ĕç те укçапа çыхăннă. Çавăнпа та спонсорсем шыратпăр. Сăмах май эпĕ вĕсене асăнса тав сăмахĕ каласшăн. Вĕсем - Кỹкеç райповĕ, район администрацийĕ, Кудрявцевсен обществăлла апатлану предприятийĕ. Ял администрацийĕсенче те хăйне май пулăшу паркалаççĕ. Тутаркассинче, сăмахран, вутăпа тивĕçтереççĕ. Çапах та хăшпĕр сумлă предприятисемех пире ăнланасшăн мар. “Чебоксарскагропромтехсервис” ура çинче çирĕп тăрать пулин те пирĕн нушана курасшăн мар. - Афганецсене асăнса тата мĕнле мероприятисем иртеççĕ? - Эпир ятарлă план тăрăх ĕçлетпĕр. Халĕ, авă çĕршыва хỹтĕлекенсен кунĕпе çыхăннă уйăхлăх пырать. Унта та активлă хутшăнатпăр. Оборона, спортпа техника организацийĕпе пĕрле çамрăксене патриотла воспитани парса ỹстерес тĕллевпе час-часах шкулсенче пулса калаçусем, паттăрлăхпа, çыхăнтарса уроксем ирттеретпĕр. Афганистанра пуçĕсене хунă паттăрсене чысласа спорт ăмăртăвĕсем те сахал мар палăртнă. Çавăн пекех “Орленок”, “Зарница” спортпа çар вăййисем те пирĕнсĕр иртмеççĕ. Сăмах май çакна та каласа хăварасшăн. Февралĕн 15-мĕшĕнче Мускавра Кремльте афганецсене асăнса ятарлă мероприяти иртет. Унта пирĕн республикăран 120, районтан 10 çын хутшăнать. Районти пирĕн мероприяти февралĕн 17-мĕшĕнче иртет. Афганецсен районти çар комиссариатне кăнтăрла 12 сехет патне пухăнмалла.


15 февраля 2003
00:00
Поделиться