ЧЫС ТАТА ХИСЕП МАЛТА ПЫРАКАН ХУÇАЛĂХА
Иртнĕ эрне кун Шупашкарта, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн ларусен пысăк залĕнче "Приволжское" вĕренỹпе сăнав хуçалăхĕ 70 çул тултарнине халалланă савăнăçлă лару иртрĕ. Унта хуçалăх ĕçĕнчи пысăк çитĕнỹсем кăтартнă специалистсем, ертỹçисемпе ĕçченсем килнĕ. Пирĕн районтан чаплă ларăва нумай-нумай предприяти-организаци представителĕсене, яваплă ĕçченсене чĕннĕ. Юбилярсене райадминистраци ячĕпе А.П.Князев, ял хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕ Е.Ф.Майрин саламларĕç, парнесемпе, грамотăсемпе чысларĕç.
Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров ячĕпе малта пыракан хуçалăх ĕçченĕсене ЧР Правительство Председателĕн 1-мĕш çумĕ - ял хуçалăх министрĕ М.В.Игнатьев салам сăмахĕ илсе килнĕ. "Приволжское" хуçалăх чăннипех те пысăк чыса тата хисепе тивĕç,- палăртрĕ Михаил Васильевич. - Выльăх-чĕрлĕх отрасльне илес-тĕк, республикăри вăтам кăтартăва вăл 3,5 хут ỹстерсе тултарать. М.В.Игнатьев тава тивĕçлĕ ят панисем çинчен Президент Указне вуларĕ, грамотăсем, хаклă парнесем пачĕ.
Ял ĕçченĕсен уявне Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствинчен те килнĕ. Хальхинче - кадр политикин департамент пуçлăхĕн çумĕ Б.П.Гульченко. Хăй енчен "Приволжское" Чăваш Енре çеç мар, Раççейĕпех палăрнине пĕлтерчĕ, нумай грамота пачĕ.
Паллах уявра Раççейри ытти "тăванла" хуçалăхсен ертỹçисем хăйсен ĕçченĕсен ăшă сăмахне илсе килнĕ: Ульяновск, Рязань, Иваново, Тверь, Кострома, Чулхула облаçĕсенчен.
Ырă нумай сăмах пулчĕ учхоз ĕçченĕсен, вĕсен унчченхи тата паянхи ертỹçисен ячĕпе. Саламсене парнесемпе çирĕплетсе пычĕç. Кун пирки уйрăммăн калама та аван мар, çапах та ял хуçалăх академийĕн парнине пĕтĕм зал тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕ: вĕсен парни "Соболь" йышши микроавтобус пулчĕ.
Каламалла, мероприяти пуçламăшĕнче "Приволжское" вĕрентỹпе сăнав хуçалăхĕн пуçлăхĕ Г.И.Егоров пысăках мар, анчах уçăмлă доклад туса пачĕ.
Уява илемлетекенĕсем республикăри филармони тата культура институчĕн артисчĕсем пулчĕç.